Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑннӑ (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл таврӑнсан, Бекки ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ ҫавӑн пек пустуй япаласемпе ман ҫума ан ҫыпҫӑн-ха, мӗншӗн тесен эпӗ ывӑннӑ, эпӗ хам часах вилессине пӗлсе тӑратӑп, ҫавӑншӑн эпӗ хӗпӗртетӗп», — тенӗ.

А она попросила, чтобы он не мучил ее такими пустяками, потому что у нее нет больше сил и она скоро умрет, и даже хочет умереть.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйне ыйхӑ пуснӑ пулсан та, пӗтӗм шӑмшакки ывӑннӑ пек пулсан та, вӑл пилӗк минут хушшинчех тумланса ҫитрӗ те аялалла анчӗ.

Через пять минут он оделся и сошел вниз, чувствуя себя разбитым и невыспавшимся.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем питӗ хӗпӗртерӗҫ, анчах хӑйсем шутсӑрах ывӑннӑ.

Они очень радовались, но сильно запыхались.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӗҫрен таврӑнсан, хӑй ывӑннӑ пулсан та: «Ачамсем, паян кунӑр мӗнле иртрӗ, мӗн интересли пулчӗ?» – тесе ыйтатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Шкулта ывӑннӑ хыҫҫӑн ансамбле ҫӳрекенсемпе курса калаҫсан чун уҫӑлса каять.

После усталости в школе, встреча с участниками ансамбля поднимает настроение.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

27. Давид Маханаима ҫитсен, аммонсен хулинче Раввӑра пурӑннӑ Наас ывӑлӗ Сови, Лодавар ҫыннийӗн Аммиилӑн ывӑлӗ Махир тата Роглим хулинчи Галаад ҫынни Верзеллий 28. [выртса тӑма] вунӑ вырӑн, [вунӑ] чашӑк, тӑм савӑт-сапа, Давидпа унӑн ҫыннисене ҫитерме апат валли тулӑ, урпа, ҫӑнӑх, вир кӗрпи, пӑрҫа, ясмӑк, ӑшаланӑ тӗшӗ, 29. пыл, ҫу, сурӑхсем, ӗне чӑкӑчӗ илсе пынӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: халӑх выҫӑ, ывӑннӑ тата пушхирте шывсӑр антӑхнӑ, тенӗ.

27. Когда Давид пришел в Маханаим, то Сови, сын Нааса, из Раввы Аммонитской, и Махир, сын Аммиила, из Лодавара, и Верзеллий Галаадитянин из Роглима, 28. принесли [десять приготовленных] постелей, [десять] блюд и глиняных сосудов, и пшеницы, и ячменя, и муки, и пшена, и бобов, и чечевицы, и жареных зерен, 29. и меду, и масла, и овец, и сыра коровьего, принесли Давиду и людям, бывшим с ним, в пищу; ибо говорили они: народ голоден и утомлен и терпел жажду в пустыне.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Сарӑна пӑхса ывӑннӑ.

Он устал смотреть за Сарой.

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех