Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалмасӑр (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, пуҫа пӑрса, хӑва тӗми витӗр вӑрттӑн пӑхрӑм та хӗрачасем хире-хирӗҫ пӗр хускалмасӑр тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Кӳлӗ хӗрринче каҫхи лӗпӗшсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, ватӑ ҫӑкасем хускалмасӑр тӗлӗреҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Йӗкӗт ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ҫынна курсан, пӗр самант вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗ, унтан сасартӑк мана алӑран тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Унтан хускалмасӑр чылайччен ватӑ йывӑҫ ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ваҫҫа хускалмасӑр тӑчӗ, пӗр ҫеҫкине татса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пӗр минута яхӑн вӑл хускалмасӑр тӑчӗ, унтан ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑк ҫине ларчӗ, анчах ял ҫине пӑхма хӑй ҫаплах пӑрахаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Хӗрачасем пӗр самант хускалмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн хӑюсӑррӑн алӑк еннелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Стенасем ҫинчен ӑшӗсене чӳпӗк тултарнӑ тӗрлӗрен кайӑк кӗлеткисем хускалмасӑр пӑхса тӑратчӗҫ, пӳрт урайӗ ҫӳп-ҫаплӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Унтан хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Таня хӑйне кӑшт ҫӑмӑлрах туйса илчӗ, пӗр самант алӑк патӗнче хускалмасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Урай варринче чылайччен хускалмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн Алексей урамалла тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Алексей ҫырма пӑрахрӗ те, пукан хыҫӗ ҫине таянса, хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫакан хыҫҫӑн вӗсем, ултӑ ҫын, хускалмасӑр тӑчӗҫ, улттӑшӗнчен пӗри кӑна ултӑ ҫулти пысӑк элеке ӑнланаймарӗ — Зиминцев арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшсем хускалмасӑр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗр йывӑҫ та, пӗр ҫулҫӑ та хускалса, чӑшӑлтатса илмерӗ, Шӑпчӑксен кати ыйхӑран, пӗчӗк ача пек тутлӑн карӑнса мар, ҫаплах, пӗр хускалмасӑр, тӳп-турӗ тӑрсах вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Уйӑх вара йывӑҫсен тӑрринчен пӗр утӑм пек ҫӳле хӑпарнӑ та тӑп кӑна хускалмасӑр тӑрать, темрен тӗлӗнсе кайнӑ пекех…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ алӑка урнӑ пек шакканине илтсе тухнӑ кӳршӗ хваттерти ҫынсем ман ҫине хускалмасӑр, тӗлӗнсе пӑхса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ пӗр самант каялла та, малалла та утма пӗлмесӗр тӑтӑм, унтан, — хам та пӗлместӗп мӗншӗн, — Люсьӑсен хваттерне алӑка шаккаса ирӗк ыйтмасӑрах кӗрсе кайрӑм та вырӑн ҫинче пӗр хускалмасӑр, ҫын кӗнине те асӑрхамасӑр, ҫамрӑк хӗр ларнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ача ҫӗр ҫинче хускалмасӑр выртнӑ.

Ребенок неподвижно лежал на земле.

12-ри хӗрача чуччу ҫинчен ӳксе тӑнне ҫухатнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34852.html

Хӗрарӑма палласан та тахҫанхине аса илсе вӗриленнӗ Герасим Федотович вырӑнтан хускалмасӑр тенӗ пек, сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех