Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалмасӑр (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр тутӑрпа чӗркесе йӑтнӑ ҫыххине салтрӗ те тӗрӗллӗ алшӑлли кӑларчӗ, ӑна саркаласа турӑш ҫине ҫакса ячӗ, вара, Христос умне ҫурта ҫутса лартрӗ, унтан чӗркуҫленсе чул урайне ӳкрӗ те, йӑшӑлт та хускалмасӑр, пуҫне ҫӗклемесӗр турра кӗл турӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Арӑмӗ, пӗр хускалмасӑр, месерле выртаканскер, ун енелле ҫаврӑнасшӑн пулчӗ те чуна тивмелле сасӑпа йынӑшса ячӗ, вара куҫне хупрӗ те хут пек шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кунӗпе арӑмӗшӗн пӑшӑрханса пӗтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ ҫын пӗр стакан эрехе ҫараллах ӗҫрӗ те, костюмне, ҫӑм аттине хывмасӑр диван ҫине ӳкрӗ, ирччен пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр выртрӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Эпир кунта акӑ мӗнле выртатпӑр, гипс айӗнче пирӗн сурансем тахҫанах хуртланнӑ… пӗрмай хускалмасӑр выртнӑран ҫурӑм та, аяксем те ҫӗрсе кӑвакарнӑ, эсир, ав, чипер хӗрсемпе янккаса ҫӳретӗр».

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑслӑ качака, хӗре ӑнланнӑ евӗр, куҫран пӑхса, нимӗн хускалмасӑр кавлесе тӑчӗ, хушӑран темӗн шухӑша кайнӑ пек, ассӑн сывласа е ачашланса, мекеклетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Салтак ун ҫинчен куҫ сиктермесӗр, йӑшӑлт та хускалмасӑр пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗр ҫамрӑк салтак кӑна нимӗн хускалмасӑр итлесе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хамӑн пӗҫӗсем хӗмленсе ыратнипе ытлашши хускалмасӑр, вӗсем ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Верстак ҫумӗнче Кулькка тахҫанччен пӗр хускалмасӑр ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Микула ҫав-ҫавах хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна пӳртре кравать ҫинче хускалмасӑр выртнине курсан, Ҫтаппан ҫӗнӗ вӑйпа хуйхӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ҫав-ҫавах сас памасӑр та пӗр хускалмасӑр выртни Макҫӑма хӑратса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла вӑл, пӗр хускалмасӑр, чылайччен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрнепи ирччен пӗрре йӑшӑлтатса кӑтартмарӗ, вилнӗ ҫын пек, хускалмасӑр выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрсем вырӑс патши мӗн каланине ӑнланчӗҫ-и, ӑнланмарӗҫ-и, йӑлл кулчӗҫ, хӑйсен ҫӑкӑрӗсене илсен те тутисене тӑп тытса вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь воеводӑна ик аллипе ыталаса илчӗ те кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ, вӗсем пӗр авӑк ним чӗнмесӗр, вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшки куштанланнине кура Сююнбике поэтран «Ку кам сӑвви?» — тесе ыйтми пулчӗ, вӑл ӗнтӗ ҫемҫе минтер ҫинче пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан аллине тӑсса илемлӗн хӑлаҫланса илчӗ, унтан хӑйне пӗр хускалмасӑр итленӗшӗн савӑнса малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Авӑ халь пирӗн ҫине вӑрттӑн пӑхса, пӗр хускалмасӑр ларать.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Кӳрши ҫеҫ питех те хаклӑ, питех те кирлӗ япала ҫухатнӑн ҫул ҫинче ним хускалмасӑр тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех