Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванӗсем (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем пуррисем ачасене килсе илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗнпе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, Шурик ашшӗпе амӑшӗ, вырӑс учитель… шкул ачисем.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав кӗтемӗн ун патне ашшӗ-амӑшӗ, пӗрле вӗреннӗ тата пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем, учительсем, тӑванӗсем пырсах тӑчӗҫ: ӑна мухтарӗҫ, унпа мухтанчӗҫ, кӑмӑл-туйӑмне те шанӑҫне тӗрек те «ҫунат» парса, ҫирӗп сывлӑх та ҫутӑ пуласлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх, арӑмӗ пӑрахса кайнине пула вӑл, упӑшки, ҫав тери асапланать, арӑмне чи таса туйӑмпа юратать, тупса каялла тавӑрасшӑн ӑвӑнать, вырнаҫусӑр, илӗм-тилӗм персе янӑ, латсӑр, кӑмӑла хӑвармалла сӑмахшӑн касӑлсах ӳкӗнет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ку шухӑш-туйӑм ытларах яла тӑванӗсем патне кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑй илчӗ, ҫирӗпленчӗ: Павӑлран уйрӑлса кайсан тепӗр куннех, ӑна шыраса, ун тӑванӗсем патне упӑшки пынӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах Павӑл та пачах ҫухалса каймарӗ: юратнӑ мӑшӑрӗ умӗнче каҫару ыйтас, ӑна каялла тавӑрас тӗллев тытса, вӑл тепӗр куннех Лена тӑванӗсем патне тухса сӑтӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малтанах пуҫтарӑннисем — Ульяновск облаҫӗнчен, Тутарстанран, Пушкӑртстанран килнӗ чӑваш юхӑмӗн хастарӗсем, Олег Николаевичӑн тӑванӗсем, ял ҫыннисем Таса Турӑ Амӑшӗн ҫуралнин ячӗллӗ чиркӳре Силуан иеромонах ирттернӗ кӗлӗре пулнӑ, шкул музейӗпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Ула Тимӗр пӗлет: С. М. Киров ячӗллӗ поселокра унӑн темиҫе туратри тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен урамне те, ҫуртне те ас тумасть (вӗсем патӗнче тӑван амӑшӗпе хӑй пӗрремӗш класа кайнӑ ҫул ҫеҫ пулнӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑра ун патне аппӑшӗ те, тӑванӗсем те, юлташӗсем те пырсах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре пурте — килтисем те, тӑванӗсем те, тухтӑр та — шеллӗ, тупӑк хупӑлчи айӗнчи саспа асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрпе каччӑ тӑванӗсем сӗтел тавра ларса тухнӑ та халӑх йӗркипе туй йӗркине тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумай ҫын пулӑшасшӑнччӗ, анчах та ҫак асӑну хӑмин тӑкакӗсене пӗтӗмпех унӑн тӑванӗсем хӑйсем ҫине илес терӗҫ, – терӗ чӑваш халӑх поэчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Вӑл килтен тухса кайнӑ, тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмен.

Он ушел из дома, родным не было известно о его местонахождении.

Кӗрекаҫ каччин виллине тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34472.html

Ҫук, смена вӗҫлениччен ӗҫлеме хал ҫитереймерӗ Сима, вӑл мастертан киле кайма ирӗк ыйтрӗ те тӳрех Авдейсен хваттерӗ еннелле, Ларисӑсен тӑванӗсем патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Яланхи пекех савӑнӑҫлӑ Ларисӑсен тӑванӗсем патӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима йӑпӑр-япӑр тӑрса тумланчӗ те, вӗсем васкасах Ларисӑсен тӑванӗсем патне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кунтан инҫех мар Ларисӑсен тӑванӗсем пур иккен, Авдей та ҫавӑнтах пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗтмелли уйрӑм пӳлӗмре чирлисем патне пынӑ тӑванӗсем туп-туллиех.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялти чи хисеплӗ те сумлӑ мӑшӑра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, ачисемпе тӑванӗсем, ял-йыш саламланӑ, «ылтӑн» пуҫ кӑшӑлӗ ӑсталаса тӑхӑнтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

«Легостаевӑн Чӑвашра пӗлӗшсемпе тӑванӗсем ҫук, саккунлӑха ҫирӗплетессипе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех