Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванӗсем (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑваркуҫ тӑванӗсем пулни Тӑсланкӑн вӑрттӑнлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӑванӗсем пӗр-пӗринпе сывпуллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Этем ҫиекен апат-ҫимӗҫ ҫисе ӳсекен кашкӑр ҫури ҫынсем ҫине хӑйӗн тӑванӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑна шутласа пама пултараҫҫӗ Чингисхан тӑванӗсем, ҫар пуҫлӑхӗсем, пысӑк Курултай канашне пухӑнса.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сулахай ҫыранри тӑванӗсем сылтӑм енчисемпе ӗлӗкренпех килӗштерсе пурӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тал-Мӑрсапа арӑмӗн пурпӗрех Ҫӗпӗре, тӑванӗсем патне кайма тивет.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Кил хуҫин Кутемертен пынӑ тӑванӗсем, халиччен тутарла ташланине курманскерсем, ытараймасӑр пӑхса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑванӗсем тилмӗрнипе профессор пыр ракӗпе чирлӗ ҫынна вырттарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑванӗсем патӗнчен — Кушмараран — тупса килнӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Данилова та каланӑччӗ те, вӑл пыраймарӗ — хӑйсен ялӗнчен Шупашкара куҫса килнӗ тӑванӗсем патне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эп хам валли мар-ха, хваттер хуҫи тӑванӗсем ҫӑнӑх илме укҫа парса янӑччӗ, — терӗ шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Калаҫнӑҫемӗн Эльгеев учительницӑран ҫакна та пӗлчӗ: Павел Филиппов коммуниста, ҫунса каясран хӑтарсанах, тӑванӗсем Сӗмел больницине кайса леҫнӗ иккен, унта вӑл часах тӑна кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурте саланса пӗтсен, Павӑл тӑванӗсем вут купине сирчӗҫ те ӑна уринчен туртса кӑларчӗҫ, юрпа сапа-сапа сӳнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл тӑванӗсем чиркӳ старостине йӗре-йӗре ӳкӗтлеме тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн, Урак кил-ҫуртне пырса кӗретӗн-и е Чапкун тӑванӗсем патне каятӑн-и?

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку юрра юрланӑ чухне Урасметпа амӑшӗ темле хӑпартланса, ҫӗкленсе, ҫунатланса кайнӑ, вӗсем ҫак вӑхӑтра ӑшра хӑйсене чӑнах та мӑрса тӑванӗсем пек туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нетӳҫ инке вилнӗ ҫынна асӑнса ҫиме пӗлӗм пӗҫерчӗ, тӑванӗсем Патирике масар ҫине илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илсе килнӗ япаласене памалла пулнӑран ҫӗр выртма Карамыш тӑванӗсем патне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булат Ширина Аппак тӳрех палласа илчӗ — вӑл сӑнӗпе те, пӗвӗпе те хӑйӗн Крымри тӑванӗсем евӗрлех — ҫӳллӗ, хитре.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑванӗсем вара Магмет-Эминӗн ҫук та темелле.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех