Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванӗсем (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче юратнӑ тӑванӗсем чӑннипех те мухтавлӑ, тава тивӗҫлӗ мӑшӑра, Анчак ӑрачӗн ҫемье никӗсне ҫирӗп тытса пыракансене 55 ҫул юратса татулӑха упранипе тата таса чунпа халӑх хушшинче ырӑ-сумлӑ ятпа пурӑннипе саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Тӑванӗсем е пӗлӗшӗсем урлӑ та, электрон сервис пулӑшнипе те повесткӑна ҫитермеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Арӑмӗ — яштака та тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм — чупса тухса ыталарӗ ӑна, вӑл килессине пӗлсе пуҫтарӑннӑ тӑванӗсем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫа таврӑннине курса пӳртрен, картишӗнчен, пахчаран ун тӑванӗсем, вӗсемпе пӗрле тарҫи-тӗрҫисем сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку урамра пурте вӗсен тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ — Паҫук таврашӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче вӑрманта ҫӗр пӳртре утӑ сарса ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тепринче Ятламас юлташӗсене арӑмӗн, Велимен, тӑванӗсем патне илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑрта хӑпарса ҫитсе вӗсем вырӑссене кӗтсе илме тухнӑ халӑх патне ҫывхарчӗҫ, унта тӑванӗсем пуррипе ҫуккине пӑхса тӑмасӑр Муралей хапхипе крепоҫе кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей кӑҫал хӑйӗн тӑванӗсем патне Тавридӑна кайса килесшӗнччӗ, анчах вӑхӑт тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан ҫӳреҫҫӗ-ҫке Тавридӑна тӑванӗсем патне.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шах-Мамай тӑванӗсем миҫен тата.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курбан байрам ячӗпе Нухайран хуньӑшсем, мӗн пур тӑванӗсем килнӗ унӑн, паян-ыран Крымран ывӑлӗсем килсе ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аякка — Пилерпе Пӑлхар хушшине хӑнана ҫӳреҫҫӗ, унта вӗсен тӑванӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем хавхалантарни ҫеҫ мар, ҫар пурнӑҫлавӗ енӗпе те.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Атте тӑванӗсем тата кӳршӗ ҫыннисем — пиллӗкӗн, тимӗр кӗреҫесем тата лум илсе, масар ҫине шӑтӑк чавма тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫапа унӑн тӑванӗсем тата старостӑпа тиек старшина патнелле шӑвӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑванӗсем те ҫук.

И никого нет…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Упӑшки енчи тӑванӗсем

Да родные мужа…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Симӗс улӑхра, вӑрманта ҫывах тӑванӗсем хушшинче ҫӳренӗ пек туйнӑ.

Зеленый луг, лес были ее родным домом, а все живое в них — истинными друзьями.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юрлайи-юрлайми ай пымашкӑн, Юрлайи-юрлайми пымашкӑн Пирӗн тӑванӗсем начар мар.

Как же нам не напевать в дороге, Как же, ай, не напевать в дороге — Родственники милые у пас.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех