Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текелесе (тĕпĕ: текеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ватӑскерех тек килте ахаль ларасшӑн пулмарӗ: ӗҫсӗр лараканшӑн кун вӑрӑм, текелесе, госпитале аманнӑ салтаксене пӑхма кайса кӗчӗ (ҫамрӑкрах чухне вӑл больницӑра сестра пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Палларӑм, — текелесе, сайра сухалне пӗчӗкленсе юлнӑ пӳрнисемпе шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хӑш-пӗр ҫынсем ухмах ҫӳҫ пӗрчисем ӑслӑ пуҫа пӑрахса тараҫҫӗ, текелесе шӳтлеҫҫӗ, эпӗ: ӑслӑ ҫӳҫ пӗрчисем ухмах пуҫран тараҫҫӗ, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

— Тӗлӗнмелле тӗлӗк, — текелесе, хӗрарӑм лӑпланчӗ, — каллех ыттисемпе вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Наше дело хуткупӑс, — текелесе, пуслӑхне урапа ещӗкӗ ҫине пӑрахать, вӗрен туртнипе якалнӑ ҫекӗлне ҫавӑрса хурса, лашине ҫурӑм тӑрӑх чӑпӑрккапа туртса илет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӑна выҫрӗ те пуль, — текелесе Санюк сумкине сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ҫуттисӗр нимӗн тума та ҫук, — текелесе, вӑл ҫине-ҫинех ӳпӗнтерчӗ, часах ӳсӗрӗлсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

«Атте килӗнчи хӗрле пурнӑҫран лайӑхрах пурнӑҫ ниҫта та пулас ҫук, ҫавӑнпа качча кайма васкамастӑп-ха. Каяс вӑхӑт ҫитсен, хамӑр пек чухӑн ачине суйласа илӗттӗм. Эпӗ пуян пурнӑҫра пулса курман вӗт. «Пуян ҫын килӗнче ҫухалса кайма пултаратӑп», — текелесе ларчӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн пулӗ унта, аттепе сутсе явса пӑхар-ха, — текелесе.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӗрӗн хӗрӗх тус текелесе тӳр сӑмахран пӑрӑнса ан лар.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем ӑнланса иличчен: — Эй, кам урапи ку? Атьӑр, тиес! Парома тытса тӑрас мар! — текелесе шавлӑн калаҫса, Макҫӑм урапана туртинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ма ҫав тери айкашатӑр? — текелесе, Ҫтаппан хӑй умӗнчи Огуречникова кӑшт тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тума кирлӗччӗ вӑл сана! — текелесе, чӑмӑрӗпе улшуҫа айккинчен тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хаҫат вуласа ларакан Петӗр, инкӗшне асӑрхасан, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те: «Э, инке-ҫке! Килех, кил. Тӗпелерех иртсе лар», — текелесе, Тарьене курницана ҫавӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн сасси хӑлхине кӗрсенех хӗр: пӗтрӗм, тинех пӗтрӗм! — текелесе, тӳрех пӳрте кӗчӗ, вырӑнӗ патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑмӑлне тултарсан, урӑларахпа хӑех вӗҫтерсе ҫитет акӑ, — текелесе, арман хуҫи картишне тухакан крыльца еннелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тархасшӑн, хаклӑ хӑнасем, пӳртелле иртӗр, паҫӑрах кӗтетпӗр, — текелесе хӑнасене ҫуна ҫинчен анма пулӑшасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ текелесе, Тевлеш бабайпа иксӗмӗр . ним тума аптӑраса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Емӗрӳ вӑрӑм пултӑрччӗ, — текелесе, Хветут сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микуль, папкасем кӑларма хатӗрленнӗ хӑвасене сиркелесе, «Ваҫка, Ваҫка, мӗн ухмахланатӑн эсӗ», — текелесе, така патне чупрӗ, анчах мӗн ку?..

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех