Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнтарчӗ (тĕпĕ: савӑнтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшки ҫав тери тирпейсӗрри Лукарьене тарӑхтарма мар, савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй чӗрине ҫывӑх ҫынсем ҫинчен сӑмах хускатни Анука савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хыпар ял ҫыннисене калама ҫук савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Районти «Салам» ушкӑн концертпа савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Ҫӑлтӑр шутлакан ӑсчах ун ятне илтрӗ те ҫапла каласа савӑнтарчӗ: «Атиллӑн арӑмӗ те Кӗркке ятлӑ пулнӑ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав йӗркесем Саадипе Фирдоуси сӑввисемпе пӗр кӗвӗллӗ пулни, вӗсене ҫакӑнта, ханпа ун арӑмӗ умӗнче ним такӑнмасӑр хутӑш вулама май пурри Мухамедьяра савӑнтармаллипех савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипех калас пулать, Лев Борисович паллӑ профессор килни мана та, Палюк мучие те, пирӗн ялти ҫынсене те савӑнтарчӗ, ҫавӑн пек хисеплӗ ҫынна пурин те курас килчӗ, ҫавӑнпа та ку хыпар яла питӗ хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Твикка часах хӑнӑхса ӗҫе тытӑнни мана питӗ савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Учительница хӑй те пирӗнпе ӗҫлени пире савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакӑ шухӑш мана савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана кӗсле каласа савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапах та каярах юлса пӗлтӗм пулин те ку хыпар ҫав тери савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

— Тата паян мӗн савӑнтарчӗ сана? — ыйтать кунӗпе пӗччен ларса тунсӑхланӑ Сульха кӗвӗҫсе.

— И что тебя сегодня порадовало? — спрашивает Сульха, тоскующий целый день в одиночестве.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Сана мӗн савӑнтарчӗ, ыр ҫыннӑм?

— А ты чему так радуешься, мил человек?

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн савӑнтарчӗ ӑна ҫӗре выртса йӑванмалӑхах?

Что же его так обрадовало?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил хуҫи мал ӗмӗтлӗ пулни савӑнтарчӗ Янтула.

Яндула радовало, что его хозяин — думающий, мечтающий человек.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫанталӑкӗ уяр кунсемпе савӑнтарчӗ, ӗҫченсем тӑрӑшуллӑ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Кӑҫал уйрӑмах кӗрхи тулӑ тата урпа пысӑк тухӑҫпа савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Мӗн савӑнтарчӗ сана тӑрук?»

Что тебя так распирает?

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ял курӑнни урӑх енчен те савӑнтарчӗ Ухтивана: вӑл хӑй Ивукпа калаҫнӑшӑн ӳкӗне пуҫларӗ.

Ухтивану хотелось поскорее расстаться с Ивуком.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех