Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнукӗ (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ ӳсӗмри ҫынна Изванккӑра тӗпленнӗ Раиса хӗрӗ те манмасть, мӑшӑрӗпе тӑтӑшах килсе ҫӳреҫҫӗ вӗсем, виҫӗ мӑнукӗпе 4 кӗҫӗн мӑнукӗ те татӑлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Аня мӑнукӗ, сӑмахран, малтанах Элӗкре вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Икӗ мӑнукӗ те ун патнелле туртӑнчӗҫ.

Обе внучки сразу же потянулись за ним.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Паянхи кун Марье аппана 22 мӑнукӗ тата 17 мӑн мӑнукӗ савӑнтарать, асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне хӑнана килсен янравлӑ сассисемпе пӗр урам тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Патреккелӗнче пурӑнакан Галина Енейкина ҫыравҫӑн мӑнукӗ, Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта 3-мӗш класра вӗренекен Елена Енейкина хӑйӗн ӳсӗмӗнче ҫӗнтернине те палӑртар.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

— Эсир Аркашпа ӗҫлекелӗр унта, эпӗ халь киле каятӑп, — ӑнлантарчӗ мӑнукӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эверкке мучи хӑйӗн мӑнукӗ сасартӑк ҫапла улшӑннинчен пӗр саманта хӑраса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Иван Яковлевӑн мӑн-мӑн мӑнукӗ Любовь Ордынская сӑнара уҫса панине палӑртрӗ, актер ӗнентерӳллӗ вылянине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Аслашшӗпе мӑнукӗ Герасим Федотовича иккӗшӗ те асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, анчах ӑна вӗсем сывлӑх та сунмарӗҫ, хӑйсем хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑвалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Юрмейкейкинсен турпаспа витнӗ икӗ сыпӑклӑ пысӑк пӳртӗнче виҫҫӗн юлчӗҫ: Тимахван мучи хӑй, унӑн арӑмӗ Тарье кинеми тата ҫулталӑк ҫурӑри мӑнукӗ — Марина.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах ҫакнашкал шӗвӗрсемпе инҫе ҫула тӑруках пуҫтарӑнаймӑн, — чечек ҫыххи пухса килекен мӑнукӗ еннелле пуҫӗпе сӗлтрӗ Варлам Сидорович.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав карчӑк мана хӑйӗн мӑнукӗ вырӑннех хурать: «Эс хаҫатра ҫырнине кама та полин волаттаратӑп та — вӑрҫӑра вилнӗ ывӑлӑмсемпе корса калаҫнӑ паках тойӑнать», — час-часах ҫапла калать вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кукашшӗ, ватӑскер, хӗвел ҫинче ларса ҫывӑрса кайнӑ, мӑнукӗ кил картинче чӑх чӗпписем хыҫҫӑн чупнӑ.

Дед, старый уже, уснул на солнышке, а внучка во дворе гонялась за курами.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Анчах килхуҫи ӑна шута хумарӗ, хӑй патне ватӑпа ун мӑнукӗ мӗншӗн килнине пӗлекенскер, вӗсемпе кӗҫналӑк урлӑ, хӑйне мӑннӑн тытса ҫеҫ калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑнукӗ кӑна-и — кӳршӗ ачисем те юратаҫҫӗ Савин мучие, унран хӑпма та пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Санюк вилнӗ хыҫҫӑн унӑн пӗтӗм юратӑвӗ-шанчӑкӗ — ывӑлӗ ҫинчеччӗ, халӗ — халӗ мӑнукӗ ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Мӑнукӗ ҫуралсан, старик калама ҫук савӑнчӗ: пӗтмест иккен-ха ват салтакӑн йӑхӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен каласа пар-ха, асатте! — тесе ҫулӑхрӗ ун ҫумне вунӑ ҫулхи мӑнукӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Икӗ мӑнукӗ вӗсене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Кӗҫӗн мӑнукӗ пуканесемпе выляма кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех