Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула, тармакланнӑ сӑн-питлӗ пысӑк этем, вараланса пӗтнӗскер, ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа янӑскер, урмӑшнӑ куҫӗсене чалтӑртаттарса, хӑйӑлтӑк сасӑпа мӗкӗрсе, хула тӑрӑх пӗр вертепран тепӗр вертепа ыткӑнса ҫӳренӗ, шутламасӑр укҫа салатнӑ, салхуллӑ юрӑсен кӗввипе макӑрнӑ, ташланӑ, кама та пулсан тытса хӗненӗ, анчах ниҫта та, нимӗнпе те хӑйне валли канӑҫ тупайман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсӗ ху макӑрнӑ чухне манӑн та чӗре ыратать.
Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗррехинче пӗтӗм ҫар преторий умне пуҫтарӑннӑ, чӗркуҫленсе ларнӑ, гладиаторсем хӑйсене ирсӗр тыткаланӑшӑн ӳкӗнсе макӑрнӑ.Однажды все войско собралось перед преторием и, на коленях оплакивая свое гнусное поведени.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫыран хӗрринчи ҫынсем ӑна ылханса, Метробишӗн макӑрнӑ хушӑра — Арторикс чиперех тепӗр ҫырана ҫитнӗ те Ӗмӗрхи хула ҫинче ҫӑралсах пыракан тӗттӗмре ҫухалнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ватӑ Ҫерҫи уншӑн ҫав тери куляннӑ, вилес пек макӑрнӑ!..Ах, как тосковал по ней старый Воробей, как убивался и плакал…
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Пӗрре ҫеҫ-ҫке вӑл манӑн! — ӗсӗклесе макӑрнӑ Марковна, фельдшер ури умне ӳксе.Один ведь он у меня! — голосила Марковна, валяясь в ногах у фельдшера.
VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Анчах Анисим Иванович кайман, алӑк патӗнче ларса, ним чӗнмесӗр макӑрнӑ.Но Анисим Иванович не уходил, молча сидел у порога и плакал.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унта тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав нихҫан та чарӑнман: кӑкӑр ӗмекен ачасем макӑрнӑ, ваттисем ӳсӗрнӗ, тахӑшӗсем хаяррӑн ятлаҫнӑ, хуллен кӑна купӑс каланӑ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Форумра, базиликӑсенче, портиксен айӗнче, урамсенче, лавкасенче, пасарсенче — пур ҫӗрте те тӗрлӗ ҫын ушкӑнӗсем кӗпӗрленнӗ, ҫӗнӗ хыпарсем итленӗ, ҫынсене пӗлтернӗ; пӗрисем инкек ҫинчен хыттӑн макӑрнӑ, теприсем республикӑна тиранран хӑтарнӑшӑн турӑсене мухтанӑ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пур чурасем те мунчана пуҫтарӑнчӗҫ; вӗсем уласа макӑрнӑ хушӑра Метробий комедиант та пашкаса пырса кӗчӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Юнона ячӗпе, турӑ амӑшӗсен ячӗпе тупа тӑватӑп, — кӑшкӑрса ячӗ пӗр самнит гладиаторӗ, — эсӗ туссен ӗҫкинчи пек мар, пумилккере ларнӑ пек ларатӑн, ирӗклӗхе уявланӑ пек мар, аннӳ вилнӗшӗн макӑрнӑ пек ларатӑн!
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Юр ирӗлсе, ун тути-ҫӑварӗ тӑрӑх юхса аннӑ, Гассана ку упа юханшыв пек куҫҫуль юхтарса макӑрнӑ пек курӑннӑ.Когда снег таял, он тёк по его морде, и Гассану показалось, что медведь плачет в три ручья.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ача ҫухалса кайнӑ та кӑшкӑрайми те пулнӑ, вӑл халь вырӑнтан хускалмасӑрах хуллен макӑрнӑ.Мальчик растерялся и уже не кричал, а тихонько плакал, не двигаясь с места.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Яков Иваныч макӑрнӑ пек кулкаласа, симӗс тӗслӗрех, ҫӗрӗк шӑлӗсене кӑтартса тӗрлӗрен ирсӗр япаласем ҫинчен каласа парать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Амӑшӗ макӑрнӑ пек улать:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ пӳрнисене ҫамки ҫумне тӗксе лартса, макӑрнӑ сасӑпа калать вӑл:Прижав ко лбу пальцы, сложенные щепотью, со слезами в голосе восклицает она:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чухне тӗттӗмрен такам чӗнне пек, е тата ушкӑнпа тӑстарса макӑрнӑ пек туйӑнать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Июньте ҫынсен салху сӑн-пичӗсем чӑнласах йӑл кулӑпа ҫуталсан, макӑрнӑ сасӑпа ӳпкелешсе калаҫнисем вырӑнне Хӗрлӗ Ҫар юррисем янӑраса кайсан, восстани юнӗ ҫӗнӗ шанчӑкпа вӗресе, сӑрталла кӗрлесе хӑпарсан, вӑл та халӑхпа пӗрле утать.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Жандармсем илсе пыракан Йован тӗлне ҫитсен вӗсем вилнӗ ҫыншӑн макӑрнӑ пекех макӑрса иртеҫҫӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпир Нарышкина кровать ҫине хутӑмӑр, кунта вара хӑйне ҫиленсе кайнӑ ачасем хупӑрласа тӑман ҫӗрте, вӑл нумай хушӑ макӑрнӑ хыҫҫӑнхи пек тарӑннӑн сывласа хӑюсӑррӑн: — Ыратать… — терӗ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.