Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

астӑвасса (тĕпĕ: асту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп астӑвасса ултӑ лашана тӗп турӗ.

На моей памяти шесть коней изничтожил.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хам астӑвасса курман ӗнтӗ.

— Что-то не припомню.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эп астӑвасса, ял халӑх яланах пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Астӑвасса эпир яланах шкулти волейбол, баскетбол, ҫӑмӑл атлетика секцийӗсене ҫӳреттӗмӗр.

На сколько помню мы всегда ходили в секции по волейболу, баскетболу, лёгкую атлетику.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ: 11 ачаран — 10-мӗшӗ. Анне пире мӗн пӗчӗкрен алӗҫне вӗрентрӗ, вӑл ҫыхатчӗ, ҫӗлетчӗ, тӗрлетчӗ, ҫӑм арлатчӗ. Эпӗ астӑвасса, анне нихӑҫан та телевизор умӗнче ахаль лармастчӗ, яланах мӗн те пулин ӗҫлетчӗ, ачисемпе мӑнукӗсем валли темӗн те ҫыхатчӗ. Эпӗ 6 ҫулта чухнех нускипе алсиш, каярахпа кофтӑсем ҫыхаттӑм», — иртнине куҫӗ умне кӑларать алӑ ӑсти.

"Я родилась в многодетной семье: из 11 детей - 10-ая. Мама нас с детства приучала к рукоделию, она вязала, шила, вышивала, пряла. Насколько я помню, мама никогда перед телевизором без дела не сидела, всегда что-нибудь да делала, для детей и внуков вязала все. Я в 6 лет носки и варежки, а затем кофты вязала", - вспоминает прошлое рукодельница.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

- Эпӗ астӑвасса шӑпах ҫав вӑхӑтсенче Ҫтерлӗ хулинче «Самана» продюсер центрӗ тӑрӑшнипе «Илемпи» дуэт йӗркеленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Астӑвасса, Валери Туркай поэт каланӑччӗ пулмалла ҫавӑн пек.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Эпӗ астӑвасса Володя мӗн пӗчӗкренех хушнӑ ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫлатчӗ, техникӑпа та кӑсӑкланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех