Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пулӑҫсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен пӗчӗк ҫеҫ киммисемпе тинӗсе тухакан пулӑҫсем Тёмӑпа ытти ачасене темле ҫурма турӑсем пекех курӑнаҫҫӗ.

Рыбаки, пускавшиеся в море на своих утлых челноках, были в глазах Тёмы и всей ватаги какими-то полубогами.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пулӑҫсем валли ҫурт тума пуҫларӑм, пурне те мӗнле кирлӗ пек валеҫрӗм.

— Дом рыбака начал и все распределил, как и что.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Сыхланӑр, пулӑҫсем!

— Берегитесь, рыбаки!

XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

 — Далматри чухӑн пулӑҫсем тетелӗсем ҫумне ҫыхакан тӑхлан чӑмӑрӗсене, — эсӗ пӗлетӗн-и, ҫав чӑмӑрсене тетел ҫумне ҫыхсан, тетелсем шыв тӗпне ҫитиех путаҫҫӗ, — пульӑсем тума панӑ, тет!

 — Говорят, бедные далматские рыбаки пожертвовали своими свинчатками, — ты знаешь, этими тяжестями, от которых невода на дно опускаются, — на пули!

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах, пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, кунта тарӑн вырӑнсем те пур.

Однако, по словам рыбаков, оно имеет глубокие места.

Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.

Ирхи шуҫӑмлӑ, хӗрлӗ эрех пек хӗрлӗ хӗвелтухӑҫ шыва юн тӗсӗпе пӗветсе ялкӑштарнӑ чух, кимӗсем ҫине ларса шаксем патне ишекен пулӑҫсем вӑрман хӳтлӗхӗнче канса ларакан акӑшсене те пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ.

Казаки-вентерщики, пробираясь на баркасах к снастям, на заре, когда винно-красный восход кровавит воду, видели не раз и лебедей, отдыхавших где-либо в защищенном лесом плёсе.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулӑҫсем ӗнтӗ ҫанталӑк татах сивӗтессе кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, малтанхи пӑрпа витӗннӗ шывран кукӑр тункатасем хушшинчи хӗрлӗ пулӑсене турта-турта кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Ждали рыбаки морозов поядреней, покрепче, — чтобы по первому льду пошарить цапками, полапать красную рыбу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑвакал — молдаванка, Тӑрнасем — тӑмпайсем, Шапасем — шампасем, Кураках — антилери, Ҫӑхансем — ҫӑткӑнсем, Пулӑҫсем — туйӑҫсем…

А казарки — молдаванки, Дудаки — дураки, Кваки — забияки, Вот грачи — антилерия, Вороны — волохи, Рыбники — скрыпники…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пулӑҫсем тӑхӑнакан ҫӳллӗ атӑпа, хулӑн пустав бушлатпа, суту-илӳ флочӗн формӑллӑ моряк картузӗпе.

Он был в высоких рыбацких сапогах, в толстом суконном бушлате, форменной фуражке моряка торгового флота.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ытларах тытса таврӑнсан, ҫинӗ чух пурте ӑнӑҫлӑ пулӑҫсене мухтанӑ; хӑй пулӑҫ пулнӑ Гриценко мучи: «Ну, ну, пулӑҫсем, ҫемьене тӑрантаракансем… Чӗлхӳсемпе ан палкӑр, чӑмлӑр икӗ енпе, пырӑрсене шӑмӑ ан лартӑр», тенӗ те, пулӑҫсене сӑмсисенчен хуллен кашӑкпа шакканӑ.

И, когда был хороший улов, все ели да похваливали удачливых рыболовов, а дядя Гриценко, сам бывший рыбак, говорил: — Ну, ну, рыбаки, питатели семейства!.. Языком не болтай, жуй на оба бока, костями не давись! — и легонько стукал ложкой по носам рыболовов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсем Хӑмӑш-Бурунти пулӑҫсем патне те кайнӑ, вӗсемпе пӗрле пулӑ тытнӑ.

Они бегали к рыбакам-забродчикам Камыш-Буруна и сами ловили бычков и барабулек.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пире материк патне юхтарса ҫитернӗ-мӗн, Амальфи леш енне — ют вырӑн, анчах, паллах, хамӑр ҫынсем — вӗсем те пулӑҫсем, кун пек ҫил-тӑвӑл вӗсене тӗлӗнтерсе пӑрахмасть, анчах кӑмӑлӗсене тата ырӑрах тӑвать: хӑрушлӑхра пурӑнакан ҫынсем яланах ырӑ кӑмӑллӑ!

Нас принесло к материку, за Амальфи — чужое место, но, конечно, свои люди — тоже рыбаки, такие случаи их не удивляют, но делают добрыми: люди, которые ведут опасную жизнь, всегда добры!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Шампа сасартӑк хӳрипе ҫапса илчӗ те, пулӑҫсем шыв хытӑ шӑмпӑртатнине илтсе юлчӗҫ…

Налим вдруг неожиданно делает резкое движение хвостом вверх и рыболовы слышат сильный плеск…

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Ефим куҫне хӗсрӗ те пулӑҫсем ҫине пӑхса илчӗ, ун хыҫҫӑн ҫӑпатине салтрӗ, хутаҫҫине ҫурӑм хыҫӗнчен илсе пӑрахрӗ, унтан кӗпине хыврӗ.

Ефим минуту щурит свой глаз на рыболовов, затем снимает лапти, сбрасывает с плеч мешочек и снимает рубаху.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Вӗсем ҫине пӑхсан, чӑн-чӑн пулӑҫсем темелле ӗнтӗ: ҫурӑмӗсем ҫинче — кутамкка, аллисенче — вӑлтасем, ӑман банки.

Вид у них был, как у заправских рыбаков: за плечами — котомки, в руках — удочки, банка с червяками.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пулӑҫсем, хыптарма пӗлместӗр эсир! — савӑнать Девяткин.

— Не на ту приманку удите, рыбаки! — веселился Девяткин.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑшпӗр пулӑҫсем маёвкӑна ачисене те илсе пынӑ.

Некоторые рыбаки взяли с собой на маевку детей.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матрос пулӑҫсем калаҫма чарӑниччен тӑчӗ те: — Ну, тыт-ха мана. Эпӗ яка вӗт! — терӗ.

Матрос подождал, когда кончатся возгласы, и заметил: — А ну, споймай меня. Я скользкий.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ эсир кунта пурте Одессӑри пулӑҫсем, — пӗлетӗр пулмалла; калӑр-ха эсир, мӗншӗн скумбри пулӑ ҫавӑн пек илемлӗ, кӑвак ҫинче йӗр-йӗр симӗс тир тӑхӑннӑ?

Вот вы все здесь одесские рыбаки и, наверное, знаете; почему, скажите вы мне, рыба скумбрия носит на себе такую красивую голубую шкуру с синими полосками, вроде муаровыми?

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Сывӑ-и, юлташсем, Одессӑри пулӑҫсем!

— Здравствуйте, товарищи одесские рыбаки!

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех