Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл аллисемпе, пуҫӗпе, куҫӗсемпе, куҫ айӗнчи мӑкӑлӗпе юрларӗ, чунне ыраттарса та мӗнпур вӑйне хурса юрларӗ, анчах, пӗр нота та пулин кӑларасчӗ тесе, кӑкӑрне мӗн чухлӗ вӑйлӑрах карӑнтарчӗ, сывлӑшӗ унӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах пӳлӗнсе пычӗ…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пурнӑҫ хӑрушӑ та юмахри пек лайӑх, ҫавӑнпа та Раҫҫейре мӗнле кӑна хӑрушӑ япала ҫинчен каласа ан пар, ӑна вӑрӑ-хурахсен йӑвисемпе вӑрӑм ҫӗҫӗсемпе те ытти тӗлӗнтермӗшсемпе мӗнле кӑна ан илемлет, итлекен чунне вӑл пурпӗрех чӑн пулнӑ ӗҫ пек пулса кӗрет, ӑна-кӑна лайӑх чухлакан-пӗлекен ҫын та пулин шавламасть, каласа параканӗ ҫине ӗненмесӗр пӑхса илнипех ирттерсе ярать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл пӗчӗккисен ушкӑнӗнче мӗн тери чунне парса вылянине курса тӑрсан, ҫитӗннӗ кирек мӗнле ҫын та ун пирки: «Курӑр-ха, мӗнле ханттар!» — тесе каламасӑр иртеймӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Христофор атте вара, ҫемҫе чунлӑскер те ҫӑмӑлттайскер, кулӑшласкер, ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑйӗн чунне пуслӑх ҫӗлен пек пӑвса лартма пултараякан пӗр-пӗр ӗҫпе ҫыхланса курман-ха.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Стефчов халь пирӗн чи ӑслӑ ҫын, тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗрскер… савӑнса тӑмалла вӑл пурришӗн!— Да Стефчов у нас теперь умнейший человек, преданнейший родине… им гордиться надо!
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑн пек чухне ҫын чунне, чӑн та темӗн сивӗтет.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак йывӑр шухӑш унӑн чунне калама ҫук ыраттарса пӑчӑркарӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов хӑйӗн вилӗмӗ ҫывхарса ҫитнине ӑнланса илчӗ, ҫапах та чунне пусарма тӑрӑшрӗ, вӑл ҫавӑнтах тата мӗнле шанчӑк пулма пултарасса пӑхрӗ.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ҫуртран тухса кайнӑ чух алӑк хупӑнса юлсан, ун чунне вара салхулӑх шӑнтса пусать, хӗрхенмест, алӑк хупӑнни те вилнӗ ҫынна асӑнса чан ҫапнӑ пек илтӗнсе юлать!..
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтанласа Рада ҫавӑнтан тӗлӗннӗ те вӑтаннӑ кӑна; каярахпа хӑйне ӑшшӑн пӑхнине сисмене хывнӑ, — кам пӗлет тата, студент ӑна ҫапла пӑхни, тен, кӑмӑлне те кайнӑ пуль; пыра киле хайхискер каччӑ хӗрсех йӗрлени хӗрӗн чунне хӑратса та пӑрахрӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ витӗр ӑна Рада сӑнарӗ те йӗкӗлтенӗ пек палӑрса тӑчӗ; ҫав сӑнар Кандов чунне тата тарӑнрах кӗрсе вырнаҫрӗ; вӑл хӑйне кӑна шанассӑн курӑнчӗ; Рада ун чун варӗнче хуҫа пулнӑччӗ-ха, халӗ ҫеҫ кӗнӗ шухӑш ӑна вӑхӑтлӑха кӗнӗ мӗскӗн хӑна пек туйӑнчӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унтан та маларах-ха унӑн чунне тепӗр турӑ вырнаҫма йӑва ҫавӑрнӑччӗ, вӑл Рада пулса тӑчӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтанласа вӑл ҫав юхӑм мӗне пӗлтерме пултарӗ-ха тесе шухӑша кайса кӑна тӑратчӗ-ха, пыра киле тӗлӗнме те тытӑнчӗ, каярахпа вара хӑйӗнне те чунне ярса илчӗ:Это брожение заинтересовало, удивило его и наконец задело за живое.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗттӗм кӑвак тӳпе те, алмаз пек ҫӑлтӑрсем те, витӗр курӑнакан сывлӑш та, йывӑҫсем те мамӑк вырӑн ҫинче ӑшӑнса пусӑрӑннӑ мӑшӑр чӗкеҫсем те, чечек те, сим те — пӗтӗмпех Рада чунне канӑҫлӑн лӑплантарать, чӗрере юрату та поэзи хускатать, каҫхи шӑплӑхра киленсе чуп тӑвас кӑмӑл вӑратать.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Колчо тухса кайрӗ, тинех ун чунне ҫӑмӑлтарах пулчӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн чунне асамат кӗперӗ шанчӑкпа кӗренлетрӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак сӑмахсем бейӗн чунне пырса вырнаҫрӗҫ, вӑл хӑй те канӑҫлӑх пултӑр тетчӗ-ха, ответ тытасран хӑраса тӑрасси ҫук.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав ӗҫе пикенсе тытӑннипе тухтӑр хӑйӗн чунне кантарчӗ, ҫавна пула ӳсӗр ҫын хӑйӗн хуйхи-суйхине эрехре путарнӑ пек, вӑл та хӗрӳ ӗҫре кӑмӑлне йӑпатрӗ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Турӑ канӑҫ кӳтӗрех унӑн таса чунне, пире вара хӗрӳллӗ чӗре валли пил патӑр, ҫав Христос тӑшманӗсемпе кӗрешме алла вӑй патӑр, пӗрне вӗлернӗшӗн ҫӗрӗшне пӗтермелле пултӑр…
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Турра чунне пачӗ, Петр, — терӗ хресченсенчен пӗри.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.