Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усси ҫук — хуҫи тӑмасть.

Смысла нет — хозяин не встает.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫин виҫи эпир кӗтнӗ пек пысӑках пулманнине хирӗҫленин усси ҫук.

Нет смысла отрицать, что среднемесячная зарплата еще не такая высокая, как хотелось бы нам.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫук, усси пулмарӗ.

Но толку не было.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнин усси пурах - севок уйӗ ем-ешӗл, шӑкӑрин шӑтса тухнӑскер, куҫа савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

«Таҫта та ҫитнӗ, такампа та калаҫнӑ — усси пулмарӗ. Хаҫат вӑйне ӗненетпӗр, пире пулӑшсамӑр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Анчах ӗҫӗ ятӗнче мар вӗт - усси пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Право пӗлӗвӗн урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем тата ыт.те - ҫак ӗҫӗн усси пурри куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку чухне массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ ултавҫӑсен ӗҫӗсем ҫинчен асӑрхаттарни усси пуррине те палӑртаҫҫӗ право хуралӗн ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Ҫумкурӑкран хӑвӑртрах хӑтӑлас тесе кирлӗ виҫерен ытларах имҫам янин усси пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Усси вара ҫав тери пысӑк, нумай чире ҫӗнтерме пулать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Пӗлместӗп, мӗнле эмел кӑна ӗҫсе пӑхмарӑмӑр ӗнтӗ, усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Темле те ӳкӗтлерем — усси пулмарӗ.

По-всякому умоляла - пользы нет.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Чун туртмасан, суйласа илнӗ професси Турӑ панӑ пултарулӑхпа пӗр килмесен, вӑхӑт иртнӗ май ӗҫе хӑнӑхма май килесси пирки ӗмӗтленнин усси пулассӑн туйӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унӑн усси пур-ши?

Есть ли польза от него?

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Анчах усси те пур.

Но и польза есть.

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Хаҫатра ҫырнин усси ҫук. Ҫынни ҫавнашкал тӑк ӑна пӗрех чараймӑн. Манӑн упӑшкапа пӗрлех пурӑнмалла», — терӗ сӑпайлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тӑрӑшни харама каймарӗ, усси пулчӗ.

Старание не пошло прахом, польза была.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Тӑрӑшнин усси пурах: ӗлкӗрсе пырассипе пурӑна-киле вӑтам шая ҫитнӗ, уйрӑм предметсемпе иртсе те кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Районта ҫамрӑксен организацине йӗркелесчӗ, усси пулатех.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Калӑпӑр, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Ресурссемпе тивӗҫтерекен центрӗн усси пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех