Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Проекта сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑнакансенчен ытларахӑшне магистраль ялсем патӗнчен иртсе кайнӑ вырӑнсенче ҫынсене сиен кӳрессине асӑрхаттарассипе, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе мӗнле мерӑсем йышӑнни интереслентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

2010 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 2 пин гектар ытларах ҫӗре пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ, ҫав шутран 40 процентне тӗллевлӗн усӑ курнӑ.

С 2010 года под жилищное строительство переведено более двух тысяч гектаров земель сельхозназначения, из них освоено 40 процентов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗпе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.

По оценке, в прошлом году благодаря реализации инвестиционных проектов во всех сферах экономики республики создано около 2800 рабочих мест, из них около 800 – высокотехнологичных со средним уровнем заработной платы более 31 тысячи рублей, на которых работают в основном молодые целеустремленные люди.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӗсем хапха умне чупса ҫитнӗ ҫӗре шалкӑм ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек тӑкса ячӗ.

К моменту, как они добежали до ворот, пошел проливной дождь, как из ведра.

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Г. Воеводина ӗненсен, кивӗ ҫуртсене пӑснӑ ҫӗре вӗсене пачах чӗнмеҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

УИР политпайӗнче, ҫар строителӗсен отрячӗсенче професси тӗлӗшӗнчен вирлӗ хатӗрлесе ҫитернӗ йӗркеллӗ офицерсем кӑна тытӑнса юлма пултарнӑ, йӑлана кӗнӗ кун йӗркине хӑнӑхайманнисем урӑх ҫӗре куҫма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Тӑрӑшулӑх ҫӗре ӳкмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Акана хутшӑнакансем пӗлтермесӗр-систермесӗр е касӑва, е урӑх ҫӗре тухса каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Ҫавӑнпа та ҫамрӑксем кӗске вӑхӑтлӑха Мускава е Санкт-Петербурга, ытти ҫӗре ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ, ҫапла майпа ҫемье бюджетне пуянлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Урасем ҫӗре перӗни-перӗнми чухне — этем ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче: айра ҫирӗп никӗс ҫук, ҫӳлте вӗҫме — ҫунат.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Хӑйне паянхи ӑслӑлӑхра ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш культуринче аслӑ просветитель Иван Яковлевич Яковлевӑн ӗҫне тӗпри вырӑнта малалла тӑсатӑп тесе калама вӑтанман «улӑпӑн» ҫав вӗрсе хӑпартнӑ пек хулӑн кӗнекисем хӑй ҫӗре кӗричченех лавӗ-лавӗпе макулатурӑна ӑсаннине курмалла пулмасть-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Мӗншӗн тесен вӗсем хӑмлана лартса ҫитӗнтереҫҫӗ кӑна мар татса тирпейлеҫҫӗ, туянакан ыйтакан кондицие ҫитерсе тӗрлӗ ҫӗре ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ашшӗпе амӑшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ, аппӑшне вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

«Ара, эпир пахчари ҫӗре пушӑ вырттармастпӑр», - сӑмах хушрӗҫ Мария Авдеевнӑпа Иван Пантелеймонович Плешковсем.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

«Алтай крайӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫӗре тата ун ҫинче ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Сирӗн республикӑра интереслӗ нумай проект пурнӑҫа кӗрет, сирӗн опытӑрпа, уйрӑммӑн илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинчипе, тӗплӗнрех паллашмалла», - тенӗ Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Технопарка уҫнӑ ҫӗре РФ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Вениамин Каганов, РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗ секретарӗн ҫумӗ Рашид Нургалиев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та хутшӑннӑ.

В открытии технопарка приняли участие заместитель министра образования РФ Вениамин Каганов, заместитель секреталя совета безопасности РФ Рашид Нургалиев, депутат государственной Думы РФ Леонид Черкесов.

Ачасен технопаркӗ уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/14727.html

Ҫемьере техникӑна, ҫӗре юратни каччӑна та куҫнӑ.

Любовь к технике и земле в семье перешла и к парню.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Алексейӗн вилтӑприне пӑхакан пулӗ-ши ашшӗпе амӑшӗ ҫӗре кӗрсен?

Будет ли кому ухаживать за могилой Алексея, когда родители помрут?

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн хурланнине амӑшне пӗлтерессе.

Ждала, что выразят матери соболезнование по поводу безвременно умершему сыну.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Упӑшкин ячӗ Слава иккен. Алексей уншӑн мӗнле ҫуннине пӗлейрӗ-ши Оксана? Ҫамрӑкрахчӗ ҫав ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ вӑхӑтра. Вун тӑваттӑра кӑначчӗ вӗсем. Оксана кун пирки халӗ те пӗлмест пулас», — йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑракан хӗрарӑм ҫинчен куҫне илмерӗ хунямӑшӗ пулайманскер.

«Супруга, значит, зовут Славой. Знает ли Оксана, как по ней тоскует Алексей? В то время они были совсем молодыми, когда хоронили его. По четырнадцать было им. Вроде бы Оксана до сих пор не знает об этом», — несостоявшиеся теща не сводила глаз с женщины со сияющей улыбкой.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех