Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав стандартсемпе килӗшӳллӗн 2015 ҫултан пуҫласа ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче куҫӑмлӑ сийлӗ автомобиль ҫулӗсем тума тытӑнаҫҫӗ.

В соответствии с этими стандартами с 2015 года начинается строительство автомобильных дорог с переходным типом покрытий в сельских населенных пунктах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Чӑваш Ен ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсен тытӑмне тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсене аталантарас енӗпе Раҫҫейри чи лайӑх сакӑр регион йышне кӗчӗ.

Чувашия вошла в восьмерку лучших регионов России по развитию сети фельдшерско-акушерских пунктов и офисов врачей общей практики в сельской местности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ.

Особо отмечу, что за короткий срок в сельской местности, практически в чистом поле, были построены мощные современные заводы с высоким уровнем культуры производства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Районсем, ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ.

Обесточенными оказались целые районы, треть населенных пунктов сельской местности осталась без света.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Сарапакассинчен инҫе мар – ял масарӗ.

Недалеко от Сарабакасов — кладбище деревни.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Николай Трофимова ял ҫинче ҫакӑншӑн хисеплеҫҫӗ те.

Николая Трофимова в деревне за это и ценят.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Ял халӑхне шыв ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарнӑ.

Деревенский народ волновала лишь проблема отсутствия воды.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

«Унччен вара ял халӑхӗпе пухусене урамра та, лавккара та ирттерме тиветчӗ», – аса илет Николай Трофимович.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Ял ҫыннин пурнӑҫӗ унчченхипе танлаштарсан паян чылай хӑтлӑрах.

Жизнь ныне, по сравнению с предыдущим годами, намного благополучнее.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Ҫакна шута хурсах Николай Трофимовича 10 ҫул каялла ял старостине суйлаҫҫӗ.

Учитывая все это народ и выбрал Николая Трофимовича старостой села.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Тепӗр ҫулах вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ тӗле икӗ ял хушшинче палӑк вырнаҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Ҫак вӑхӑтран ял пурнӑҫӗ уншӑн уйрӑмах ҫывӑх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Асӑннӑ конкурса районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн ялхуҫалӑх, промышленность тата строительство пайӗн редакторӗ В. М. Данилов хальхипе виҫҫӗмӗш хут хутшӑннӑ.

В вышеназванном конкурсе редактор отдела сельского хозяйства, промышленности и строительства районной газеты «Ял пурнӑҫӗ» В. М. Данилов принимает уже третий раз.

Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Кунтах Э. М. Юрьев пирки Кӗҫӗн Шетмӗри педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Ю. Дубров районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ статьясене те тупса вулама май пур.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те нумаях пулмасть кунта пулса курма май тупрӗҫ, музейра тӑрӑшакансене малашнехи ӗҫре пулӑшса пыма сӑмах татрӗҫ.

Главы сельских поселений тоже недавно нашли время сюда зайти, музейным сотрудникам обещали помочь в дальнейшей работе.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур отраслӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ ҫинчен ытларах калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫавӑнпа та Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи виҫӗ ял - Смычка, Малиновака тата Липовка - ҫыннисем ҫак муртан хӑтӑласса шанса йӑнӑшман.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Ял халӑхӗ пакарта тухиччен тӑрӑшса Ҫӗнтерӳшӗн тапаҫланни ачасен хырӑмӗсенче, тӑхӑнмаллинче те пит вӑйлӑ сисӗнетчӗ ҫав!

Жители села не жалея живота своего работали на Победу, что сильно сказывалось и на еде, и на одежде их ребятишек.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи, ун хыҫҫӑнхи пурнӑҫ ҫинчен шӑпах ҫакӑн евӗр хайлав пирӗн ял пирки те ҫырӑнма пултарнӑ.

Подобное произведение про жизнь во время войны и после можно написать и о нашей деревне.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Икӗ сехет хушшинче ял хуҫалӑх техникумӗнче те ӗҫе йӗркелесе ҫитерчӗҫ вӗсем.

За два часа все было улажено и в сельхозтехникуме.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех