Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аса сăмах пирĕн базăра пур.
аса (тĕпĕ: аса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте вӗсем ӑна хӑйсен тӗсне ҫухатнӑ этемсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсен кӑвак, сенкер, симӗсрех тата ытти тӗслӗ куҫӗсенче лӳпперлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӑл чӑртмах этемсем якалса пӗтнӗ тахҫанхи пӑхӑр укҫана кӑна аса илтереҫҫӗ.

Все они казались какими-то вылинявшими, тупое застыло в серых, голубых, зеленоватых и иных глазах, и крепко напоминали хожалые, давнишнего чекана медные монеты.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Табак ҫинчен аса илнипе урядник хаштах сывласа ячӗ те сурчӑкне лӑнкӑртаттарса ҫӑтрӗ.

— Урядник вздохнул при воспоминании о табаке и проглотил слюну.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир паян хӗвел тухас умӗн нимӗҫсен гусарӗсене атакӑларӑмӑр, ҫавӑнпа та романри ҫак вырӑн мана уйрӑмах яр-уҫҫӑн аса килчӗ…

Мне особенно ярко вспомнилось сегодня это место романа потому, что сегодня на заре мы атаковали немецких гусар…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳссе ирттернисене аса илетӗп те хулпуҫҫие ҫӳҫентерсе сивӗ чупать.

Восстанавливаю в памяти пережитое, и холодок идет по плечам…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон ҫӗршывне аса илтӗмӗр.

Вспоминали Донщинку.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир пӗр тӑрӑхри ҫынсемех пулнӑ иккен, кӳршӗллӗ станица ҫыннисем пулнӑ иккен те, ҫавӑнпа ҫеҫенхир пейзажӗсен илемӗ ҫинчен т. ыт. япаласем ҫинчен аса илкелесе калаҫкаларӑмӑр та шӑплантӑмӑр.

Мы оказались земляками, т. е. соседями по станицам, и, перебрав общие воспоминания о красоте степных пейзажей и пр. и пр., умолкли.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Стариксем иртнӗ вӑрҫӑсене аса илчӗҫ, малашне мӗн пуласси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ:

Старики вспоминали минувшие войны, делились предположениями:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапах та, ҫӑмӑлланма тытӑннӑ Аксинйӑна ҫеҫенхиртен турттарса килнӗ чух епле сехри хӑпса тухнине аса илсе, хӑй кӑмӑлне пӑтратнӑ ӗнтӗ.

Разве только неприязнь за те минуты, которые пережил, когда вез корчившуюся в родах Аксинью со степи.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Григорие хӗрӗ хӑй сӑнарлӑ пек туйӑнатчӗ, хӑш чухне чуна ыраттараслах Степана аса илтеретчӗ.

Временами ему казалось, что дочь похожа на него на Григория, иногда до боли напоминала она Степана.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗн тӗлне пӗлми пулса чӗтреме ернӗскер, вӑл, хӑй калас сӑмахне аса илме тӑрӑшса, питне пӗркелентерчӗ.

И морщилась, вспоминая, растерянная, дрожащая.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна ҫакӑ аса килчӗ: пӗр каҫхине, Григорий ун патӗнче горницӑра ларнӑ чух, Аксинья ӑна Кубане кайма ӳкӗтленӗччӗ; ҫакнашкалахчӗ ун чухне: уйӑх ҫутататчӗ те, чӳречерен тулли уйӑх ҫутипе шупка шурӑ картиш курӑнса выртатчӗ.

Вспомнилась Аксинье та ночь, когда она уговаривала Григория в своей горнице идти на Кубань; так же только месяц был да двор за окном белел, затопленный лунным половодьем.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни вӑранмассеренех, мӗн тӗлленнине аса илме тӑрӑшса, ӑшне хыптарать, анчах хыҫра — савапа саваланӑ пек яп-яка тӗттӗм кӑна, тӗлӗк мар, — пӗр этем сӑнӗ те курӑнман иккен.

Просыпался, тужился, припоминая, но позади была чернота — гладко, как стесано, и черно, не то что сна — лица ни одного не видел.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро картишӗнчен тухсах кайнӑччӗ, анчах калас сӑмахне аса илчӗ те крыльца ҫинче тӑракан Григорие кӑшкӑрчӗ:

Петро уже выехал со двора; вспомнив, закричал стоявшему на крыльце Григорию:

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, темӗн аса илсе, ҫамкине аллипеле шӑлчӗ.

Степан потер лоб рукой, что-то вспоминая.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна аса илчӗ те Наталья, куҫҫуле татах капланса килчӗ.

Вспомнила это, и подступили слезы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та Лукинична, хӑйӗн хӗрӗ качча кайичченех праҫниксем вӑхӑтӗнче унӑн ҫинҫе пилӗклӗ кӑвак юбкине тӑхӑнма юратнине аса илчӗ те, Наталья халӗ те мӗн тӑхӑнма аптранипе хуйха ӳкнӗ пулӗ тесе шухӑшласа, хӑй туприне парассипе йӑлӑхтарма тытӑнчӗ.

И Лукинична, вспомнив, как дочь, еще в девках, любила по праздникам надевать ее синюю, узкую в подоле юбку, сама навязалась со своим добром, думая, что Наталья загоревалась над выбором.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те тахҫанах шухӑшласа хунӑ, кашни аса илмессеренех чӗрене мӑка ҫӗҫӗпе каснӑ пек ыраттаракан япала ҫинчен тата тепӗр хут асаплӑн шухӑшлама пуҫларӗ.

Села за стол, мучительно передумывая давно продуманное, вызывавшее на сердце тупую ноющую боль.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑятамӗн кӑштах Григорие аса илтерекен курпун сӑмсаллӑ пичӗ ҫине пӑхса илсе, тунсӑхланӑ пек пулчӗ.

Затосковала, глянув на горбоносое, смутно напоминавшее Григория лицо свекра.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, сотник мӗнле пӑхнине аса илсе, юриех кулнӑ пек турӗ.

Аксинья, вспоминая взгляд сотника, делано смеялась.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Калас-и, калас мар-и?» — шутларӗ вӑл ӑшӗнче, хӑй йывӑр ҫын иккенне аса илсе.

«Сказать или не сказать? — думала она, вспомнив про свою беременность.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех