Шырав
Шырав ĕçĕ:
Государство ӗҫӗсене эпӗ унпа мӗнле татса парӑп? —
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӑрпасӑр лампа мӗлтлетсе ҫуннӑ хушӑра, санитар ӗҫӗсене туса тӑракан Андрейпа Умрихин пӳртри пушӑ урайне, кӑмака кукрисӗр пуҫне, йӑлтах ыраш улӑмӗ сарса тухрӗҫ, — улӑмне пӗтӗмпех кӗрхи усал сивӗ ҫапнӑ.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Колхоз ӗҫӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм Союзри ӗҫсемпе тӗнчери ӗҫсене те сӳтсе яватчӗҫ.Обсуждали не только свои колхозные, но и всесоюзные и мировые дела.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Иртенпех ӗҫлесе ывӑннӑ ҫил ӗнтӗ, ытлашши тӑрӑшмасӑрах, хӑйӗн кӑнтӑрлахи ӗҫӗсене вӗҫлет.Натрудившись с раннего утра, ветер без особого усердия заканчивал свои дневные дела.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав рикшан ӗҫӗсене хак паракан судья пулма пултаратӑп-и-ха эпӗ?
Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.
— Вӑхӑт пулсанах леҫӗп, пичкисене тирпейлем-ха, — терӗ амӑшӗ, ывӑлне хуҫалӑх ӗҫӗсене хутшӑнтарас мар тесе пулас.
XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Казаксем кордон патӗнчи хӑйсен ӗҫӗсене вӗҫлерӗҫ те каҫхи апат тума пӳрте пуҫтарӑнчӗҫ.Казаки кончили свои занятия около кордона и собирались к ужину в избу.
VII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Макҫӑм хут пӗлмен пулсан та Элкел вулӑсӗнче суд ӗҫӗсене хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Сӗтел пачах пуш-пушӑччӗ, Дорошенко умӗнче ҫеҫ, суд ӗҫӗсене майлаштарса пыраканӗ пулнӑ май, хут тӗрки выртатчӗ.Стол был совершенно пуст, только перед Дорошенкой, делопроизводителем суда, лежала стопочка бумаги.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Салтаксене ӗшентерсе халтан янипе хӑратса пӗтерни, унтер-офицерсен ӑссӑрла тискерлӗхӗ, офицерсем служба ӗҫӗсене чунсӑр-мӗнсӗррӗн, мӗн пуррипе ҫеҫ сапӑрлашса, ячӗшӗн кӑна тукаласа пыни — ҫаксем пурте-пурте яр-уҫҫӑн та мӑшкӑллӑн тухса тӑчӗҫ тӗреслӳре.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл, мункунпа Ҫӗнӗ ҫулта официаллӑ йӗркене пырса кайнисӗр пуҫне, юлташӗсенчен нихӑшӗн патне те ҫӳреместчӗ, служба ӗҫӗсене вара ҫав тери тирпейсӗррӗн туса пыратчӗ, ҫакӑншӑн ӑна приказсенче тӑтӑшах выговорсем паратчӗҫ тата вӗренӳсенче асар-писер тустаратчӗҫ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӗлӗктерех, ҫулталӑк каялла, калама ҫук вӑйлӑ юрататчӗ Ромашов бал умӗнхи ҫак минутсене, хӑйӗн дирижер ӗҫӗсене туса пынӑ май, ҫитсе кӗрекен дамӑсене малти пӳлӗмре пӗтӗм кӑмӑлтанах кӗте-кӗте илетчӗ вӑл.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хама ҫакӑн пек каласа ӗнентернӗ хыҫҫӑн эпӗ килтен хуҫалӑх ӗҫӗсене тума тухса ҫӳрекен пултӑм.Укрепившись в этой уверенности, я начал выходить из дому по разным хозяйственным делам.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем хӑйсен путсӗр ӗҫӗсене мар, ӳкӗннӗ чухне тӑвакан ырӑ ӗҫӗсене тивӗҫсӗр ӗҫсем вырӑнне хураҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӗрле вӑл кунта ҫӗнӗрен килнӗ пӑлхавҫӑсемпе ҫитнӗ пулнӑ, анчах Огнянов, хӑйӗн ытти ӗҫӗсене пула, ҫавна асӑрхаман.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнпа вӗсен пурнӑҫӗсемпе паттӑр ӗҫӗсене вулакансем чунтан ӗненсе йышӑнаҫҫӗ.
Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 4 с.
Аслӑ революционерӑн сӑмахӗсем тӳрре тухрӗҫ: социализмӑн телейлӗ те ирӗклӗ ҫӗршывӗнче совет ҫыннисем Чернышевскин ырӑ ятне чун-чӗререн хисеплесе асӑнаҫҫӗ, унӑн патриотла ӗҫӗсене ырласа мухтаҫҫӗ, вӑл этемлӗх телейӗшӗн кӗрешме хушнисене ҫӗнӗ условисенче малалла туса пыраҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Н. Г. Чернышевский тӑван ҫӗршыв телейӗшӗн кӗрешнӗ, ҫав кӗрешӗве хӑйӗн ӑслӑ шухӑшӗсене, чаплӑ ӗҫӗсене, хаклӑ пурнӑҫне панӑ Аслӑ революционер-демократ хӑйӗн ӗҫӗсене халӑх мӗнле пысӑк хака хурасса та лайӑх пӗлнӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ку романта аслӑ писатель 60-мӗш ҫулсенче крепӑсла йӗркесне хирӗҫ тухнӑ ҫӗнӗ интеллигенци пурнӑҫне, унӑн ӗҫӗсене кӑтартса панӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
В. И. Ленин аслӑ революционер-демократа революцилле социал-демократи умӗн ӗҫленӗ чаплӑ ҫынсенчен пӗри тенӗ, унӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене мухтанӑ, паха тӗслӗх вырӑнне шутланӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.