Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

республикӑра (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ҫак министерствӑн экономика тишкерӗвӗн пайӗн тата Экономика аталанӑвӗн министерствин сектор ертӳҫисем Алексей Александровпа Имма Иванова, «Агро-Инновацисем» ХУП директорӗ Николай Васильев, Шупашкар хула администрацийӗн потребительсен рынокӗпе предпринимательсен аталанӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, ӗҫмелли шыв, ытти продукци Шупашкарти суту-илӳ организацийӗсен лавккисенче мӗнле вырӑн йышӑннине палӑртас тӗллевпе мониторинг ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Пӗлтӗр пирӗн республикӑра 25 ФАП ӗҫе кӗртнӗ, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑҫал та ҫавӑн чухлех хута яма шантарать.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑваш Республикин «Республикӑри яллӑ вырӑнта пурӑнакансене пирвайхи медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатмалли хушма мерӑсем ҫинчен» указӗпе килӗшӳллӗн, 2013-2015 ҫулсенче республикӑра пурӗ модульлӗ 100 фельдшерпа акушер пункчӗ туса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Аса илтерем, районта ҫеҫ мар, республикӑра та малтисен йышӗнчи предприяти сутлӑх тата вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми ҫитӗнтерет, элитлӑ вӑрлӑх хатӗрлес енӗпе те тимлет.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

«Алтай крайӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫӗре тата ун ҫинче ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Сирӗн республикӑра интереслӗ нумай проект пурнӑҫа кӗрет, сирӗн опытӑрпа, уйрӑммӑн илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинчипе, тӗплӗнрех паллашмалла», - тенӗ Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Республикӑра чир сарӑлас хӑрушлӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫак ҫӗнӗ идеологи республикӑра пурӑнакансен ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-туйӑмне кирлӗ пек аталантарас тӗллевпе тӑвакан ӗҫшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Сформулированная идеология вносит важный вклад в формирование гражданской идентичности жителей республики.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

- Тунмастӑп, Тутарстанра эп ҫулталӑкра пилӗк-ултӑ хут пулатӑп, республикӑра пурӑнакансенчен нумайӑшне пӗлетӗп.

- Должен признаться, я бываю в Татарстане 5-6 раз в год и знаю многое о республике.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Республикӑра пурӑнакансем ҫыравҫӑсене 2010 ҫулта кӑмӑлпа кӗтсе илнӗччӗ, кӑҫал та асӑннӑ тишкерӗве яваплӑха туйса тата ӑнланса хутшӑнасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Октябрӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫейри пекех пирӗн республикӑра та халӑх микроҫыравӗ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку хуҫалӑх иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче пысӑк кӑтартусемпе ӗҫлекен вӑйлӑ аталаннӑ, хамӑр республикӑра та, ҫӗршывра та малта пыракансен шутӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Республикӑра инвестици климачӗ лайӑхланнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑх ҫӗршыври 85 субъект хушшинче 9-мӗш вырӑнтан улттӑмӑшне хӑпарнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Усламҫӑсен пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/13630.html

Пахчаҫимӗҫ ӗрчетекен, выльӑх-чӗрлӗх тытакан фермер республикӑра чылай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Аслӑ ӑру ҫыннисене пулӑшмашкӑн республикӑра социаллӑ учрежденисен тытӑмне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сӑмах май, паян пирӗн республикӑра аслӑ ӳсӗмри 295,9 пин ытла ҫын пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӗсен кунне халалласа авӑн уйӑхӗн 26 - юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗсенче республикӑра «Аслӑ ӑру ҫыннисем» вунӑкунлӑх иртет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Михаил Игнатьев республикӑра общество-политика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫлӑ пулнине аса илтерчӗ, «Пирӗн тӗллев пӗрешкел — тӑван тӑрӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑй-хӑватне аталантарасси, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси, ачасен пуласлӑхӗ тивӗҫлӗ пултӑр тесе тӑрӑшасси. Ҫак тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлас тесен пӗтӗм вӑя пӗрлештермелле: кам хӑш партире тӑнине, кама кӑмӑллани-кӑмӑлламаннине пӑхмасӑр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫакӑн пек кӑмӑл-шухӑш республикӑра тин ҫеҫ йӗркеленнӗ Халӑхсен ассамблейӗн ертӳлӗхӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пирӗн вара хальлӗхе ку енӗпе опыт ҫукрах, ҫавӑнпа наци культура пӗрлӗхӗсен /республикӑра вӗсем 34, вӗсенчен 24-не регистрациленӗ/ ертӳҫисем хӑйсен умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусен шутӗнче, тӗпрен илсен, йышпа пуҫтарӑнмалли пӳлӗм, вырӑн ҫукки, халӑхсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварасси тӗп тӗллев тесе палӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех