Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайне (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пӗр пайӑрки, пӳлӗмӗн ытти пайне ҫурма тӗттӗмех хӑварса, кровать ҫине кӑвак ҫитти пек пырса ӳкнӗ.

Голубоватым покрывалом лег луч ее на кровать, отдавая полутьме остальную часть комнаты.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Элен, Мэри Грант, Гленарван хӗрарӑмсен пайне кӗрсе ларчӗҫ.

Элен, Мэри Грант, Гленарван поместились в дамском отделении, наглухо закрытом.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Такшин ытарма ҫук сасси «Дон-Жуанӑн» пӗр пайне юрлать.

Чей-то приятный голос исполнял арию из «Дон-Жуана».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗнчен ҫак пайне колонизацилеме пуҫласанах сыльнӑйсем те, колонистсем хӑйсем те кунти ҫынсене тискер кайӑксемпе пӗр карт ҫине лартнӑ.

В первое время колонизации этой части света ссыльные, да и сами колонисты смотрели на туземцев, как на диких зверей.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку такана шутлама юрамасть, мӗншӗн тесен эпир унӑн виҫӗ пайне ҫирӗмӗр те ӗнтӗ.

Этого барана считать нельзя, потому что он уже на три четверти съеден.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Материкӑн вӑтаҫӗр пайне, урӑхла каласан, Европӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайӗпе танлашакан пайне, никам та ҫитсе тӗрӗслесе курман.

Вся центральная часть материка, то есть площадь, равная двум третям площади Европы, почти не исследована.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Трюма аяла ҫитичченех кӗрсе курчӗ вӑл, винтӑсен пайӗнче те пулчӗ, машинӑсен пайне те ҫитрӗ.

Побывав и в глубине трюма, и в винтовом отсеке, и в машинном отделении.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Машинӑсен пайне пӑс тухса тулнӑ.

Все машинное отделение было заполнено густым паром.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Капитана машинӑсен пайне! — илтӗнчӗ механикӑн сасси.

— К машине, к машине! — послышался голос механика.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Таити ҫинче тӑрса Венера хӗвел ҫаврашкин урлӑшне каҫса кайнине ӑнӑҫсӑр сӑнаса илнӗ хыҫҫӑн, Кук хӑйӗн карапӗпе Лӑпкӑ океанӑн хӗвеланӑҫ пайне кайнӑ.

После удачного наблюдения на Таити прохождения Венеры через солнечный диск Кук направил свой маленький корабль в западную часть Тихого океана.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӑл йышӑнса тӑракан ҫӗр ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк миллион гектара ҫитет, Европӑн пилӗк пайӗнчен тӑватӑ пайне ҫитет.

— Площадь её равна семистам семидесяти пяти миллионам гектаров, то есть примерно четырём пятым площади Европы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шухӑшласа пӑхӑр-ха, юлташӑмсем, ҫӗр чӑмӑрӗ темӗн пысӑкӑш континент пулнӑ пулсан, халӗ эпир унӑн пинӗмӗш пайне те пӗлейместӗмӗр.

Подумайте, друзья мои, если бы земной шар был огромным континентом, то мы и теперь не знали бы и тысячной части его.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр лӑпланса пырать; вӑл шывӑн чылай пайне пӑса кӑларса ячӗ, сывлӑша ҫӗкленнӗ шыв пӑсӗн пӗлӗчӗсем электричествӑпа тулса ларчӗҫ.

Гроза уже шла на убыль; она вызвала значительное испарение воды, и поднявшиеся облака пара были сильно насыщены электричеством.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку ӗҫре ӑна пӗрремӗш класлӑ ученый Алкид д'Орбиньи пулӑшнӑ; вӑл Кӑнтӑр Америкӑн кӑнтӑр енчи пайне питӗ аван пӗлекенскер пулнӑ, ҫакӑнти ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ пуринчен те лайӑх шутланакан географи авторӗ пулнӑ.

В этом деле ему оказал помощь первоклассный учёный Алкид д’Орбиньи, лучший знаток и автор наиболее ценных трудов по географии этой южной части южноамериканского материка.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара вӗсем ҫирӗм икӗ кун иртнӗ ҫӗре тӑватҫӗр аллӑ миль, е мӗнпур ҫулӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне кайрӗҫ.

Таким образом, за двадцать два дня они сделали четыреста пятьдесят миль, или две трети пути.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Нандун какайӗ питӗ тутлӑ, ҫавӑнпа индеец хӑйӗн пайне пӗр хурана ярасшӑн пулчӗ.

Мясо нанду очень вкусно, и индеец хотел внести свою лепту в общий котёл.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель аллине юлнӑ отрядӑн пайне куҫран ҫухатрӗҫ.

Потеряли из виду часть отряда, оставленную на попечение Паганеля.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лашасем питӗ ывӑннӑ; юланутҫӑсем хӑйсем ӗҫес пайне вӗсене парсан та, вӗсем шывсӑр типсе вилме пултараҫҫӗ.

Лошади очень устали; они умирали от жажды, хотя всадники и отказались в их пользу от своих порций воды.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пампассен хӗвеланӑҫ пайӗнче йывӑҫ евӗрлӗ мимозӑсем ӳсеҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ пайне ҫӑра курӑк пӗркенчӗкӗ витет — ҫаксем вара вӗсене хӑйне майлӑ сӑн-сӑпат парса тӑраҫҫӗ.

Древовидные мимозы западной части пампасов и густой травяной покров восточной придают им своеобразный вид.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Арми тем аслӑш ҫӗр тӑршшӗпе сапаланса тӑнӑ, вӑл Украинӑн ҫурҫӗр пайне пӗтӗмӗшпех тенӗ пек вырнаҫнӑ, поляксене малалла кайма чарса тӑнӑ.

Раскинулась армия на громадном пространстве, почти через всю северную Украину, преграждая полякам дальнейшее продвижение вперед.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех