Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗт (тĕпĕ: вӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьяна — нимӗнех те мар-ха, вӑл вӗт ӑна романра та юратса пӑрахнӑ, Ольга пур, ав, хӑй ролӗнчен тухса каять.

Татьяна — еще куда ни шло: ведь она влюблена в него по роману, а вот Ольга — та совершенно выходила из роли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑма та вӑхӑт — вӗт эпӗ шӑнкӑрав сасси пуличчен вӑранмалла тесе хама сӑмах панӑ.

Пора вставать — я дал себе слово вставать до звонка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та лайӑх вӗт?

Правда, миленький?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Касӑлатӑр вӗт, кадра лекместӗр!

Режетесь, в кадр не попадаете!

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аван вӗт!

Здорово?

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсӗ мана ху мӗнле пурӑннине ҫырса пӗлтер, сывлӑху ҫинчен те ҫырсах тӑр, шӑллӑм, эсӗ вӗт интереслӗ экземпляр!

А ты пиши, что делаешь и как себя чувствуешь. Имей, брат, в виду, что ты — экземпляр интересный!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ, шӑллӑм, «Св. Мария» шхунӑпа ишмен вӗт, — терӗ доктор, чемоданне туртса ҫыхнӑ май сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса.

— А это потому, брат, что я не плавал на шхуне «Святая Мария», — затягивая ремнями чемодан и страшно пыхтя, сказал доктор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑрӑшсан эсӗ питӗ лайӑх вӗренме пултаратӑн вӗт?

А между тем мог бы учиться отлично.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, — терӗм эпӗ аптраса ӳксе, — манӑн начар отметка пӗрре кӑна вӗт.

— Иван Павлыч, — сказал я с отчаянием, — у меня один «неуд».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ начар вӗренетӗн вӗт.

А ты учишься плохо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сӑлтавӗ питӗ нумай, — хытарса каларӗ Кораблев, — санӑн вӗт хӑвна ху ҫирӗп тытас хӑвату ҫитмест.

— По многим причинам, — твердо сказал Кораблев, — Прежде всего, потому, что у тебя слабая воля.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ вӗт ку, доктор.

 — Это я, доктор.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан манӑнне минтер ҫиттине илесшӗн пулчӗҫ; «Эх, айван, пуҫу айне ҫеҫ хуратпӑр вӗт», тесе килӗштересшӗн пулчӗҫ вӗсем мана, анчах эп минтер ҫиттине ҫатӑрласа тытнӑ та паман.

Потом у меня хотели взять наволочку, и я слышал, как меня уговаривали: «Вот чудной, да тебе же под голову!», но я вцепился в наволочку и не отдал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Килӗшмерӗ вӗт.

 — Отказала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку урамра вӗт, Нина Капитоновна?

— Это на улице, Нина Капитоновна.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак ҫав каҫсенчен пӗри — вӗсем вӗт пурте пӗр майлах иртетчӗҫ.

Вот один такой вечер — они были все, как один.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр вуниккӗре хушрӗ вӗт.

Ведь доктор велел в двенадцать мерить.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каларӑм вӗт эпӗ сана пальто кӗсйине хур тесе, — кӑмӑлсӑр пулчӗ Катерина Ивановна.

— Потому что я говорила, что нужно в пальто класть, — с досадой сказала Катерина Ивановна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенсем илсе кайнӑ, эпӗ вӗт ача ҫуртӗнчен.

У вас беспризорные унесли, а я детдомовский.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку хушӑра вӑл Марья Ивановнӑна хӑй арӑмӗ тӑвать вӗт!..

— А он между тем женится на Марье Ивановне!..

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех