Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, хӑйӗн юратӑвне асра тытрӗ: тарӑхрӗ, ҫывӑраймарӗ, тӗлӗкӗсенче унпа тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унпа выляма юрамасть.

С ним играть нельзя.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унпа пӗрле А.Д.Прокофьева, Р.А.Кувшинникова, И.В.Шурыгин, Л.П.Кулькова, А.И.Зеткина, З.Г.Чернышева ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Паян тесен паян курса калаҫӑттӑм унпа.

Хоть сегодня разговаривал бы с ним.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унпа чухне хама мӗн тери телейлӗ туяттӑм эпӗ! Ӑна кӑшт ҫеҫ курни те мӗн тери савӑнӑҫчӗ.

Когда с ним я так была счастлива! Даже короткая встреча была радостью.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кайран эпир унпа паллашрӑмӑр, туслӑ та ҫӳрерӗмӗр.

Потом мы с ним познакомились, стали друзьями.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унпа вӗсем 40 ҫул юнашар ирттернӗ.

С ним вместе 40 лет прожили.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унпа — Алексей Кузьмичпа — 1948 ҫулта ҫемье ҫавӑртӑмӑр.

С ним - Алексеем Кузьмичем - в 1948 году поженились.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унпа пӗр михӗ ҫинче выртаттӑмӑр.

С ней вместе на одном спальном мешке спали.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Раис Фалихович министр пулнӑ чух унпа лайӑх ӗҫленине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

– Шурӑ, шурӑ, кӑпӑшка, унпа тулнӑ лупашка, – тесе хурать Вӗҫелис.

- Белый, белый, пушистый, им наполнены ямы,- отвечает Василиса.

Шурӑ, шурӑ, кӑпӑшка // Евгений Турхан. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Унӑн тӗп предмечӗ – ОБЖ, анчах ҫамрӑк учитель унпа кӑна лӑпланса лармасть.

Куҫарса пулӑш

Малта — пысӑк ӗмӗтсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пултаруллӑ, хастар, хуть те мӗнле ӗҫе те тӗрӗс йӗркелесе яма пӗлекен, ҫынна пулӑшма тӑрӑшакан ҫынччӗ тесе асӑнаҫҫӗ унпа пӗрле ӗҫлекенсем, ӑна пӗлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

2007 ҫулта Тутарстанра Ыр кӑмӑллӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, республикӑри пур районсенче те унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти иртет.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пӗрле килнӗ ушкӑн /йышра Аньхой университечӗн Раҫҫее тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен центрӑн директорӗ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитет директорӗ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорӗ Го Фэн тата ыттисем те/ музей ҫывӑхӗнчи паркри Никита Бичурин палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Лю Ли ертсе пыракан делегаци Чӑваш Ене ҫитсе унпа паллашма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кашни тухтӑр професси ӑсталӑхне ӳстерекен курссенче вӗренсе килнӗ хыҫҫӑн презентаци хатӗрлет, унпа коллектива — хальхи вӑхӑтра 30 яхӑн врач — паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унпа хӗлле те, ҫулла та киленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак тапхӑрта камсен опычӗ ытларах килӗшрӗ тата унпа хӑвӑр ӗҫре усӑ курма планламастӑр-и?

За этот период работы чей опыт вам приглянулся и не планируете ли вы использовать его в совей работе?

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Сивӗрех шӗвекпе урасене майӗпен чӳхемелле е унпа 10-12 минутлӑх ура ванни тумалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех