Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахаль те ӗнтӗ ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе, никам ан ҫулӑхтӑр тесе тӑрӑшатӑн, пур енне те чупкаласа ҫӳретӗн, ҫапах та кама та пулсан мӗн те пулин вӑхӑтра пырса параймарӑн-тӑк, хӑлха чикки лекет-лекетех…

Уж так стараешься, чтобы делать как следует, чтобы никто придраться не мог, кидаешься во все концы, но все равно кому-нибудь не донесли вовремя — и по шее…

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Калӑн вӗт, пешка, халь ҫеҫ ӗҫе кӗнӗ, каппайланма пӑхать тата.

Подумаешь, пешка, только что поступил и уже форс давит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Пирӗн хуҫа вӗт леш, мана ӗҫе илни пулмалла.

 — Ведь у вас хозяин тот, что меня принимал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ну, апла паянах ӗҫлеме пуҫлатӑр, — хушрӗ те хуҫа, сӗтел хыҫӗнче хӑйпе юнашар тӑракан хӗр енне ҫавӑрӑнса: — Зина, ҫак ачана чашӑк-тирӗксем ҫӑвакан пӳлӗме илсе кайса, Фроськӑна кала, ӑна Гришка вырӑнне ӗҫе илтӗр, — тесе хушрӗ.

— Ну, пусть начинает сегодня же работать, — приказал хозяин и, обернувшись к стоящей рядом с ним за стойкой продавщице, попросил: — Зина, отведи мальчика в судомойню, скажи Фросеньке, чтобы дала ему работу вместо Гришки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Никам та курман, ҫапах та пуп ку ӗҫе кам тунине ҫийӗнчех пӗлнӗ.

Никто не видел, а все же поп сразу узнал, чья это работа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Апла эсӗ мана ҫакӑн пек ирсӗр ӗҫе кам тунине — чустана кам пӑснине пӗлмест тетӗн-им!

Так ты думаешь, я не знаю, кто мог сделать такую подлость — испортить тесто!

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кирек хӑш пысӑк ӗҫе пуҫлас умӗн пӗр ҫавра юрӑ шӑрантарнӑ, унтан вара ҫанна тавӑрнӑ та ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫленӗ.

Перед любым важным делом сначала пели песни, а потом уже рукава засучивали и работали и не знали усталости.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Мӗншӗн тесен кирек мӗнле ӗҫе те юрӑпа, ырӑ чунпа пуҫӑнатпӑр эпир.

Это оттого, что мы всё делаем с песней, с музыкой и добрым сердцем.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Вӑл ку ӗҫе тӗпчесе татичченех Шалимова халех ӗҫрен хӑваласа яма, тата райкомран тутар докладчикне яма ыйтас тесе шухӑш татса хучӗ.

И тогда он решил, пока дело разберётся, Шалимова сейчас же выгнать, попросить в райкоме татарского докладчика.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Шыв ямалли канава алтса пӗтермен, хытарса ҫирӗплетес ӗҫе пуҫӑнман та.

Водослив ещё не кончили, крепить не начали.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Унта шыв ямалли саппас канава алтса та пӗтереймен, хытарса ҫирӗплетес ӗҫе вӗсем пуҫӑнман та.

Там ещё не закончили рыть запасной водослив, а крепить совсем ещё не начинали.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Октябреноксем отрядра пур ӗҫе те кар тума юратакан халӑх пулнӑ.

Ребята-октябрята были самым дружным народом в отряде.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пропуск илсе, Взрывселпромӑн пичетлесе хупса лартнӑ склачӗсене уҫтарма нумайччен телефонпа шанкӑртаттарма тивнӗ, райком секретарӗпе хула коменданчӗн те ку ӗҫе хутшӑнмалла пулнӑ.

Понадобились долгие телефонные звонки, понадобилось вмешательство секретаря райкома и даже коменданта города для того, чтобы получить пропуск и открыть уже запечатанные склады Взрывсельпрома.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Инженер ӑнланса илчӗ: тата ҫур метр хӑпарсан, шыв юнашар лакӑма тултарса каялла каять тата тепӗр метр ҫӳлӗш хӑпарсан, вара пӗве ҫийӗнчен юхса сасартӑк сылтӑма пӑрӑнать те, халӗ йывӑҫ шулапсем хурас тӗлӗшпе ӗҫлекен пӗрремӗш участкӑна шыв айне туса, пӗтӗм ӗҫе пӗтерсе хурать.

Инженер понял, что, поднявшись ещё на полметра, вода пойдёт назад, заливая соседнюю впадину, а когда вода поднимется ещё на метр, перельётся через гребень и, круто свернув направо, затопит и сорвёт первый участок, на котором шли работы по прокладке деревянных желобов.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пӗр ӗҫе тума кӑна — Эминене ура тупанӗнчен хулӑпа кӑтӑклама вӗҫем шикленчӗҫ: кӑтӑкласан, Эмине уринчен йытӑ ярса илнӗпе пӗрех пит хытӑ ҫухӑрса ярассине малтанах пӗлнӗ.

Но не решились провести Эмине прутом по пяткам, потому что заранее знали, что подпрыгнет она с таким визгом, как будто её за ногу хватила собака.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ ӗҫе хӑвӑрт тума юрататӑп.

Я люблю, чтоб быстро.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пур ӗҫе те татсан кӑнтӑрла ҫитеспе Самаевсен ҫемйине Мӗтри пиччӗшӗ машинипе Тӑрнапуҫне ҫитерчӗ.

Когда все вопросы были решены, ближе к полудню брат Дмитрий на машине довез семейство Самаевых в Тырнабоси.

Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Чиперех-ха, Ваҫҫа пичче Кирюкпа Ҫинук венчете кайнӑ ҫӗре эпир хамӑра шаннӑ ӗҫе пурнӑҫлатпӑрах, — тавӑраҫ Кавӗрлепе Маюк.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хамри чун ӑшшине укҫашӑн сутрӑм, хам тунӑ хура ӗҫе сан ҫине ярса таса юлас тесе тепеҫлентӗм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вырнаҫ эс ӗҫе Шуршыв район хаҫатне, вӗренме куҫӑн мар та пулать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех