Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Владимир Петрович /саккунпа килӗшӳллӗн ҫырав хутӗнчи ыйтусене хуравлаканӑн ячӗ-шывне, вӑл пурӑнакан ял ятне кӑтартма юраманнине тӗпе хурса кил хуҫине ҫапла палӑртнипе ҫырлахма тивӗ — авт./ шухӑшӗпе — ял ҫыннин пӗтӗм пурнӑҫӗ халӑх умӗнче иртет.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Иртнӗ эрнере патшалӑх сӑнав станцийӗн Ульяновск облаҫӗнчи филиалӗн начальникӗ В.В.Шиляев, «Чувашский» ГЦАС директорӗ А.П.Коршунов, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Колос» патшалӑх унитари предприятийӗн директорӗ Э.Л.Митрофанов Нӗркеҫ ялӗнчи патшалӑх сӑнав станцийӗн ӗҫ-хӗлне хакланӑ, ял хуҫалӑх культурисене мӗнле ҫитӗнтернипе кӑсӑкланнӑ.

На прошлой неделе начальник государственной наблюдательной станции Ульяновского областного филиал В.В.Шиляев, директор ГЦАС "Чувашский" А.П.Коршунов, директор государственного унитарного предприятия "Колос" Цивильского района Э.Л.Митофанов оценили работу государственной наблюдательной станции, что в селе Неркес, интересовались как возделываются сельскохозяйственные культуры.

Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Эй, атте Турӑ! Ҫын ҫинче ҫын пек, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар.

О, Отец Божий! Дай на людях быть людьми, на селе ходить селянином.

Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Эй, ырӑ Турӑ, тата малашне ырӑлӑх пар, кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр пар, ӗмӗрлеме ӗмӗр пар, юсми юлми пил пар, ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳремелӗхне пар, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар.

О, великодушный Бог, и впредь добра дай, день продневать день дай, ночь проночевать ночь дай, век прожить века дай, дай неиссякаемого благословения, на людях дай возможность ходить людом, на селе ходить дай возможность ходить селянином.

Ирхи сӑвап (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.

Урӑх ялтан шалӑп килнӗ тӗк ҫапла тарӑхмастӑмччӗ, анчах Марина ял ҫыннисемшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тӑвать, анализсене те хӑйӗн машинипе турттарать.

Если жалобы были бы из других деревень, так не возмущалась бы, но Марина для сельчан делает все, что зависит от неё, и даже анализы возит на своей машине.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Ял халӑхӗн кӑмӑлӗ сӳнчӗ, мӗн тумаллине те пӗлместпӗр, – тет ялти шурсухал Василий Скворцов.

- Настроение народа погасло, не знаем что и делать, - говорит деревенский долгожитель Василий Скворцов.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫакӑ хальхи вӑхӑтра, ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансене патшалӑх пулӑшасси вӑй илнӗ, пӗчӗк предпринимательлӗх аталаннӑ, ялти финанспа экономика условийӗсем, ӗҫ ресурсӗсен потенциалӗ, социаллӑ демографи лару-тӑрӑвӗ ҫӗнелсе улшӑннӑ тапхӑрта, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫакӑн пек пысӑк уява йӗркелесе ирттерме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнӑ ҫынсене – Тӳртӳллӗ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхне Л.Н.Гибатована тата уйрӑм предпринимателе Р.С.Файзуллина‚ ялта пурӑнакансене‚ ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене – тав сӑмахӗсем калатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

«Ялта ачасем ҫурални — ырӑ пулӑм‚ апла пулсан ял пӗтмест‚ аталанать»‚ – савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ администраци пуҫлӑхӗ.

"Рождение в деревне детей - хорошее событие, значит деревня не пропадет, будет развиваться", - радостно сообщил глава администрации.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, кӑҫал ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ тепӗр пӗлтерӗшлӗ мероприяти – ял хуҫалӑх перепиҫӗ – иртет.

Как уже знаем, ещё одно значимое мероприятие, связанное с сельским хозяйством - пройдёт сельскохозяйственная перепись.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫарта кавалерист, ялта ял Совет председателӗ пулнӑ Андрей Гарашкин хӑйӗн тӑванӗсенчен, ял-йышран 1948 ҫулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.

В армии кавалерист, в селе работавший председателем сельского Совета Андрей Гарашкин 24 ноября 1948 года навсегда расстался от родных и близких и народа.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«3 ял тӑрӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем сиен тӳсни пирки пӗлтермен. Хӑш-пӗрисен пахчари темиҫе тӗм калчана улӑштарма тивӗ, уншӑн питех кулянмӑпӑр», — пӗлтерет Улатӑр район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗн заместителӗ Ирина Ренова.

"В 3 сельских поселениях прошел дождь с градом. Сельскохозяйственные предприятия о причиненных ущербах не сообщали. В некоторых огородах требуют замены единичные кусты рассады, но это не большая беда", - сообщила заместитель начальника отдела администрации Алатырского района Ирина Ренова.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотиллӗ «Акконд-агро фирма» обществӑн машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Галина Васильевна Семина, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑх осеменаторӗ Анжела Васильевна Чернова, Грачев хресчен фермер хуҫалӑхӗн пӑру пӑхаканӗ Зоя Алексеевна Шашкова, «Чутеевский» ЯХПК машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Валентина Сергеевна Филиппова, ял хуҫалӑх ветеранӗ Анатолий Васильевич Салканов пулчӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Мӑшӑрӗ Галина Геннадьевна та ялта ҫитӗннӗскер, ял пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне лайӑх пӗлет, вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗрте шут ӗҫӗпе ӗҫленӗ.

Супруга Галина Геннадьевна, выросшая в деревне, хорошо знает сельский быт, она в свое время работала бухгалтером в разных местах.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ялта пурӑнмашкӑн ял ҫынни пулса ҫуралмалла.

Чтобы жить на селе, надо родиться в сельской семье.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне район администрацийӗсен ял тӑрӑхӗсенчи ҫӗрпе усӑ куракан, ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсен списокне тӑратмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унта ялсене аталантарассипе, ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.

В нем обсудили вопросы, связанные с развитием села, улучшением жизни сельских жителей.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ялти культура керменӗ умӗнче хатӗрленӗ сцена, Слакпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Силпи» пултарулӑх ансамблӗ, ачасен «Фантазия» ташӑ ушкӑнӗ, К.Павловапа Ю.Беляева солистсем тухса куракансене савӑнтарнӑ хыҫҫӑн Слакпуҫ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Андреев сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫамрӑк армеецсен 48-мӗш (XLVIII) «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Мӑн Вылӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов, Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилов, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Гурий Терентьев, Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсен пай начальникӗ Владимир Казаков уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи кампанире ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене 70 гектарне кӑна пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех