Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗркунне сăмах пирĕн базăра пур.
кӗркунне (тĕпĕ: кӗркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫулти кӗркунне, октябрӗн 29(17)-мӗшӗнче, Н. Г. Чернышевский вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Пӗрре, кӗркунне, эпӗ кула-кула ӑна тарӑхтарса ҫитертӗм те, вӑл вара кӗр хӗл еннелле кайрӗ пулин те, ҫав сӑмахсене каларӗ-каларех.

Только однажды, когда уже я слишком много расшевелил его насмешками, даже позднею осенью, все еще вызвал я из него эти слова.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Пурне те вуланӑ, леш (Мӗн апла? Конфуцин сӑн-пичӗ улшӑнчӗ, капла нихҫан та пулакан марччӗ-ҫке вӑл)… классикӑлла ултӑ кӗнекине: «Юрӑ кӗнеки», «Историлле преданисен кӗнеки», «Церемонисем», «Музыка», «Улшӑну кӗнеки», «Ҫуркуннепе кӗркунне» летопиҫе темиҫе хут та вуласа тухрӑм.

— Прочел, но только… (Конфуций говорил торопливо, как никогда прежде.) Мне казалось, что я давно постиг шесть канонов: «Книгу песен», «Книгу преданий», «Церемоний», «Музыки», «Гаданий», летопись «Весна и осень» —

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Кӗркунне туя пыратӑн-и? — ыйтрӗ кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Давыдов.

— Осенью на свадьбу приедешь? — потеплев сердцем, спросил Давыдов.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла шутласа татӑлнӑ: эпӗ ӑна округа, агронома вӗренме леҫетӗп, унта ҫавнашкал техникум пур, тепӗр икӗ ҫултан вӑл агроном пулать, ӗҫлеме кунта, Шырланпуҫа килет, кӑҫал кӗркунне, ӗҫсене туса пӗтерсен, туй тӑвӑпӑр.

Решение такое: отвезу ее в округ учиться на агронома, есть там такой техникум, через два года будет она агрономом, приедет работать сюда, в Гремячий, а нынче осенью, когда справимся с делами, сыграем свадьбу.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Асанне, хамӑн председатель шалӑвӗнчен-и, е кӗркунне хамӑр пахчаран — пӗтӗмпех тӳлесе тататӑп!

— Бабушка, хоть из своего председательского жалованья, хоть осенью с нашего огорода — расплата будет произведена полностью!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗркунне тӗлне ман ӗҫ кунӗсем мӗн пама пултарассине курам-ха, май тухмасан, эпӗ тӳрех, каллех, вакӑ хуҫалӑха куҫма пултаратӑп».

Погляжу к осени, во что мой трудодень взыграет, а то я сразу подамся опять в мелкие собственники».

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Чӑхсене кӗркунне шутлӑпӑр, анчах мӗн чухлӗ ӗҫ кунӗ тунине — кашни кун, — терӗ хыттӑн Давыдов.

— Кур по осени будем считать, а выработку — ежедневно, — резко сказал Давыдов.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Малта манӑн татах ҫур ҫул пур-ха, чӑхсене вара кӗркунне шутлаҫҫӗ.

— У меня еще полгода впереди, а кур по осени считают.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗркунне сирӗн выльӑхсемсӗр пуҫне те аш лӑкӑрмах пулать, хакӗ те йӳнӗрех пулать.

А осенью и без вашего скота мяса будет хоть завались, и цена будет ниже.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑкӑрсене кӗркунне сутмалла та, унччен вара вӗсене хӑмӑтран кӑлармалла мар иккен?

Продавать быков осенью, а до тех пор ярма с них не снимать?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кам-ха вӑл ҫавӑн пек опытли сана кӗркунне сутма хушрӗ?

— Кто же это опытный такой советовал тебе продавать осенью?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӑнланмаллине ӑнланмалла та-ха, анчах пӑрахӑҫланӑ пур выльӑх-чӗрлӗхе эпир кӗркунне сутма шутланӑччӗ, ҫаплах ватӑ вӑкӑрсене те.

— Понятно-то понятно, но весь выбракованный скот мы решили продать осенью, в том числе и старых быков.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑҫал кӗркунне Нина Сретенскаяна сиплеме ҫынсем укҫа пухма тытӑннӑ.

В этой осенью начался сбор денег для лечение Нины Сретенской.

Шупашкар пики Турцинчи пульницӑра вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23579.html

Унашкал шӑплӑх хура кӗркунне кӑна, ҫынсем ӗҫ пуҫтарса кӗнӗ хыҫҫӑн пуш-пушӑ тӑрса юлнӑ ҫеҫенхирте кӑна пулать.

Такая бывает лишь позднею глухою осенью в покинутой людьми отработанной степи.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫуркунне тӗрлӗ ӳсентӑран хӗпӗртесе чечекленнӗ хушӑра та, вӗсем, хӑйсен пурнӑҫне пурӑнса ирттерсе ватӑлса ҫитнӗ пек, тунсӑх курӑнаҫҫӗ, кӗркунне еннелле кӑна вара тӑм илсе пасарнӑ шап-шурӑ тӗсӗпе мӑнаҫлӑн ҫутӑлса йӑлтӑртӑтаҫҫӗ.

Даже весною, среди ликующего цветения разнотравья, выглядят старчески уныло, отжившие, и только под осень блещут и переливаются гордой изморозной белизной.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗншӗн пулсан, акмасӑр тӑрса юлса кӗркунне выҫӑпа шыҫӑнасси те, халех ответ тытасси те, — пурпӗрех!

Что нам, не сеямши, к осени с голоду пухнуть, что зараз отвечать, — все едино!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр ҫӗре пӗрлешсе сӗрлекен нумай-нумай сасӑсем хушшинче ҫав ҫинҫе сасӑ кӗркунне малтанхи тӑмсем ӳксе сарӑхтарнӑ вӑрманта тискер кайӑкӑн ҫӗнӗ йӗрри тӑрӑх хӑйӗн эшкерӗпе хӑваласа пыракан вӗшле ама йытӑ ыттисенчен уйрӑмах ҫуйкӑнланса, антӑха-антӑха кайса хаяррӑн йӗрсе-ӳлесе вӗрнӗ пекех яр уҫҫӑн уйрӑлса илтӗнет.

Он резко выделялся из слитной массы голосов, как выделяется из общего гона осенью в лесу, тронутом первыми заморозками, страстный, захлебывающийся, яростно плачущий лай гончей суки, идущей вместе со стаей по горячему следу красного зверя.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл колхоз ҫӗрне вакласа тӑкма, ӑна уйрӑм анасем ҫине пайлама тата кӗркунне туса ирттернӗ ҫӗрйӗркелӗве пӑсма юраманни, ҫавна пула ҫӗре кам ӑҫта илес тет ҫавӑнта касса пӑма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса парать.

Объяснял, что он не может наделять землей там, кому где захотелось, так как не может дробить колхозный массив, резать его на клинья и нарушать проведенное осенью землеустройство.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чухӑна тавӑрса памалла, вӑтам хресчене вара кӗркунне паратпӑр, темелле.

Бедняку отдать, а середняку пообещать на осень.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех