Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утне ҫитмен туртине тенӗ пек, пурӑнкалӑпӑр-и хамӑр тӗллӗн…

Вроде лошади не под силу воз-то, а тянем каждый сам по себе…

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑтанать те, ӑнсӑртран тенӗ пек, час-часах ун енне пӑхкаласа илет.

Устыдился своей бедности, раз за разом заискивающе взглянул на богатея.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сухалакан тарҫине йӗрӗх тытнӑ, тет, халь те сывалаймасть тенӗ сас-хура ҫӳрет.

Говорят, будто поймал пахаря сердитый йерех и что вроде бы тот и сейчас еще никак от страха не отойдет.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑрттан Имечӗ, сӑмахран каласан, Мишшана ӗлӗкхинчен те ытларах юрата пуҫларӗ, вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫине ирӗн-каҫӑн кун сиктермесӗр тенӗ пек кӗрсе тухмасӑр чӑтаймасть, кӗрешмелли мелсене те Мишшана пикенсех вӗрентет.

А победитель нынешнего агатуя Шырттан Имет не пропускает и дня, чтобы не заглянуть в кузню, — любит он Мишу и старается передать ему все секреты своего мастерства.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аслӑ ывӑлӗпе иккӗшӗ вӗсем хӑйсен лаҫҫинче ир пуҫласа каҫчен пӗр канмасӑр тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ: ял халӑхӗ валли ҫурла шӑллаҫҫӗ, пӑта хатӗрлеҫҫӗ, сухапуҫ майлаштарасси те пулать, пуртӑ та тӑваҫҫӗ.

Каждый день со своим старшим сыном они с солнцем открывают кузню и до самого вечера работают без устали: мастерят для сельчан серпы, гвозди, чинят сошники, выковывают топоры…

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑранса пиҫнӗ ҫамрӑк сертепе пултӑран ҫӑварта хӑйсем тӗллӗн тенӗ пек ирӗлеҫҫӗ.

Молодые серде, пултран, хорошо разварившиеся, так и тают во рту.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Икӗ хут та пырса вӑратрӑм, тӑрӑп тенӗ ҫӗртен тӑмарӑн.

Дважды будила, сказал, сейчас встану, а сам дрых…

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей куҫкӗрет тарӑхма тытӑнчӗ: паян та вӑл ирлесе вӑраннӑччӗ, халь тӑрӑп та вара тӑрӑп тенӗ ҫӗртех теплерен кӑтӑш пулнӑ та каллех ҫыхӑнусӑр тӗлӗксемпе аташса выртнӑ.

Шерккей тут же попытался себя оправдать: он давным-давно проснулся и все лежал — вот сейчас встану, и задремал, забредил беспокойными снами.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак яхӑнта ӑна: «Эс, Шерккей, тӑр-ухмах иккен», — тенӗ пулсан, вӑл хӑйне самай ҫӑмӑлтарах туйнӑ пулӗччӗ.

Если бы ему сейчас хоть кто- нибудь сказал: «Шерккей, ты нагольный дурак!» — ему стало бы гораздо легче.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Мӗн кирлӗ мара сӳпӗлтететӗн?» — тенӗ пек пӑхса илчӗ те хӑй ҫав вӑхӑтрах хӑраса ӳкрӗ.

Он взглянул так, будто хотел сказать: «Что ты болтаешь?» — но в то же время испугался.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Юрӗ, юрӗ», — тенӗ пулсан та, вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ, шет, ӑна та пулин калаймарӗ.

Ну хоть бы сказал: ладно, хорошо… и то было бы к месту, так нет, не сказал даже этого…

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме хӑй те, Тухтар пекех, калас тенӗ сӑмахне ҫавӑрса калама хӑю ҫитереймест.

Селиме тоже, как и Тухтар, растеряла все слова, приготовленные заранее.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак ача-пӑча ӗҫӗ Тухтара йӑлӑхтарсах ҫитернӗччӗ, хӗрсене пула кӑна вӑл, ытахальтен тенӗ пек, пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхса аппаланчӗ.

Тухтару эти детские забавы, признаться, уже надоели, и он терпел все это лишь из уважения к девушкам.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Асту сана, пӗлмест пуль, — Тухтар ирӗксӗртен тенӗ пек чечек татма пӗшкӗнчӗ.

— Это я-то не умею? — вскинулся Тухтар и тут же наклонился, сорвал несколько цветков.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей лашине Тухтар час-часах ҫитерме ҫӳретнине ял ҫамрӑкӗсем пурте тенӗ пекех пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Конечно, все знали, что Тухтар поит, кормит, ухаживает за лошадью Шерккея.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ялӑн Анаткас вӗҫне ҫывхарсан ҫеҫ, хайхи ҫӳрен ут пӗр аяккинелле тапса сикрӗ, унтан, пӗтӗм вӑй-халӗпе туртӑнса, урисене ҫӗре тивертмесӗр тенӗ пек вирхӗнсе, хура ут умне тухрӗ те хӑйӗн тӑсмака пӗвӗпе Нямаҫ учӗн ҫулне пӳлчӗ хучӗ.

Когда они достигли Нижней улицы, рыжая ловко вильнула вбок и, рванув изо всех сил, не касаясь ногами земли, вихрем понеслась вперед, обогнав Нямася, она заслонила путь его лошади.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аллинчи алшӑллине татӑлмӗ-ши тенӗ майлӑрах турткаласа пӑхрӗ.

Попробовал на крепость полотенце — не разорвется ли?

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӗртен сиксе тӑнӑ Ҫтаппан, хулпуҫҫине хӑюсӑр ҫӗклеткелесе, каллех Мишша патне пырать, «тӗрӗс мар кӗрешрӗмӗр, кӑтӑш пулчӗ» тенӗ майлӑ пуҫне сулкалать вӑл.

Поднявшись с земли, Степан болезненно передернул плечами и подошел к Мишке, поминутно мотая головой, будто говоря: «Неправильно мы с тобой боролись, ошибка вышла».

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫтаппан тепӗр хут та Мишшана ҫӗклесшӗн тӗрмӗшет — тимӗрҫӗ ачи парӑнмасть, шӑпах ҫӗклесе илес тенӗ чух пула пек йӑпӑштатса тухать.

Степан попытался вторично оторвать Мишку от земли, но тщетно — в самый, казалось бы, решающий момент Мишка выскользнул из рук силача, как рыба.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мишша, лешӗ тата кӗрешесшӗн мар-и тенӗ пек, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхкаларӗ, Хурӑнвар чӑвашӗ пуҫне сулкаларӗ, ушкӑн хушшине васкавлӑн кӗрсе куҫран ҫухалчӗ.

А Мишка посмотрел на него даже с некоторым сочувствием и немым вопросом: ты будешь еще продолжать схватку? однако тот, покачав головой, быстро затерялся в шумной толпе.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех