Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиксе (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиллине шӑнарайман Стефчов кофейньӑран хӗрелнӗ питпех сиксе тухрӗ.

Стефчов выскочил из кофейни с покрасневшей щекой, обезумевший от ярости.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Антраса ӳкнӗ Стефчов малтан хӑрах аяккине сиксе ӳкрӗ, унтан Кандов патнелле кармашрӗ; студент туйине ҫӗклесе кӑтартрӗ.

Ошеломленный Стефчов сначала отлетел в сторону, потом кинулся на Кандова; студент поднял свою палку.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аллӑ ҫул пурӑнать вӑл ҫут тӗнчере, пӑлхарсене симӗс тӑхӑнма юрамастчӗ, юлан утпа пыратӑн пулсан, кашни тӗрӗке курмассерен лаша ҫинчен сиксе анмаллаччӗ, ҫавна пӗтӗмпе ас тӑвать-ха; пусмӑрта пурӑнан халӑх ывӑлӗ пулнӑ май хӑех вӑл мӗн-мӗн кӑна курнӑ та мӗн чӑтса ирттермен пуль те, халь тесен хӑй мӗн курнине ӗненесшӗн пулмарӗ.

Пятьдесят лет прожил он на белом свете и помнил то время, когда болгарам было запрещено одеваться в зеленое и предписывалось соскакивать с коня при встрече с каждым турком; он сам, как сын порабощенного народа, столько видел, пережил, испытал, безропотно проглотил столько унижений, что теперь глазам своим не верил.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен пур ҫӗрте те пушар сиксе тухсан, вара ӗҫ те тепӗр майлӑ пулса тӑрӗччӗ, тесе шутла пуҫларӗ Марко.

«Если пожар начнется повсеместно, — думал Марко, — тогда другое дело.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь аса илсе те ҫитейместӗп ӗнтӗ, темле майпа чӳрече рамине сирпӗтсе кӑлартӑм та аялалла ҫул ҫине сиксе тухрӑм…

Я теперь и сам не помню, как вышиб оконную раму и бросился вниз, на дорогу…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада пӗрмай алӑк еннелле пӑхкаласа тӑчӗ, тул енчен кӑштӑртатни илтес-тӑвас пулсанах вӑл хӑратнӑ кайӑк пек сиксе чӗтреве ӳкрӗ.

Все ее внимание было приковано к двери, и при малейшем шорохе она вздрагивала, как вспугнутая птичка.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада чӗри сиксе тапма тытӑнчӗ.

Сердце у Рады забилось.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада пурӑнакан ҫурт патне ҫитсен, Колчо чӗри сиксе тухас пек тапакан пулчӗ, хӑйне кӑшт йӑпатас тесе шӳтле тропарне пӗтӗм сассипе юрласа ячӗ.

Подойдя к дому, в котором жила Рада, Колчо почувствовал, что сердце у него колотится вовсю, и, чтобы заглушить его, запел во весь голос свой шуточный тропарь.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Викентий сиктӗрмери пек сиксе тӑчӗ.

Викентий вскочил, словно на пружинах.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тияккӑн аллинчи ҫуртине пӗр арча витти ҫине лартрӗ, тепӗр арчи умӗнче чӗрне вӗҫҫӗн пӗшкӗнчӗ, чӗркуҫҫийӗ сиксе чӗтретчӗ те, вара вӑл урайнех урине хӗреслетсе «тӗрӗкле» ларчӗ.

Свечу дьякон прилепил к крышке одного сундука, а перед другим опустился на корточки, но колени его так дрожали, что он сел на пол, скрестив ноги.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастирӗн икӗ паттӑр йытти каҫхи хӑнана сиксе ӳкрӗҫ, анчах вӗсем палласа илсенех хӳрисене пӑлтӑртаттарма тытӑнчӗҫ.

Два сильных монастырских пса накинулись на ночного гостя, но, узнав его, завиляли хвостами.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑнӗнчен сиксе тӑрса вӑл васкавлӑн тухрӗ те Нечо Павлова паян каҫхине Клеопатрӑна ниҫта та кӑларса ан ятӑр тесе калаттарма ҫын ячӗ: ун упи халь Соколова шӑпах Стефчов валли кирлӗ пулчӗ!

Вскочив с места, он быстро вышел, чтобы послать Нечо Павлову приказ не выпускать сегодня ночью Клеопатры: теперь она была нужна Соколову для Стефчова!

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов шухӑша кайнӑччӗ, сасартӑк сиксе илчӗ те ҫапла каларӗ:

Огнянов, погруженный в свои размышления, вздрогнул и сказал:

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑсран кайӑр, эпӗ те сирӗнпе пӗрлех хавасланам! — тӑнран кайнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ Колчо, хӑйӗн фескине ҫӳлелле ҫӗклесе, урайӗнчен аршӑн ҫӳллӗш сиксе, аллисемпе ҫупрӗ вӑл.

Сходите с ума, и я вместе с вами! — как безумный закричал Колчо и, высоко подбросив свой фес, захлопал в ладоши, подпрыгивая на аршин от пола.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан хӑй вырӑнӗнче сиксе илчӗ.

Юрдан подскочил.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Соколов сиксе тӑчӗ.

Соколов вскочил.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бӑрзобегунек ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ те, хайхи ал ҫаккине мӑйӗнчен яваклантарса, аллине ҫакнӑ пек туса ячӗ.

Бырзобегунек вскочил, накинул на шею перевязь и просунул в нее руку.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак вӑл, хайхискер, пӗшкӗнчӗ те урайне сиксе анчӗ.

Но вот он наклонился, спрыгнул на пол и сказал:

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ, вӑйне-халне пӗлес пек, пӳлӗмре уткаласа ҫӳрерӗ.

Огнянов встал и, словно желая испробовать свои силы, зашагал по комнате.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр чӑтлӑхран персе тухрӗ.

Не оглядываясь, он бросился бежать но кустарнику.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех