Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Медицина сăмах пирĕн базăра пур.
Медицина (тĕпĕ: медицина) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах пирӗн медицина — чи курӑмли.

Все-таки наша медицина – самая крутая!

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

— Телекуравра медицина программи нумай.

– На телевидении много медицинских программ.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Республикӑра пирвайхи медицина пулӑшӑвӗ парасси, ялсенче ФАП-сене хута ярасси - Раҫҫей шайӗнче тӗслӗх вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫӗнӗ ҫулсем хута каяҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата медицина объекчӗсем, пурӑнмалли ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, территорисем капӑрланса илемленеҫҫӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсемпе предприятисем уҫӑлаҫҫӗ, пысӑк технологиллӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫавӑн пекех халӑха ЖКХри ӗҫ-пуҫ, медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫитменни пӑшӑрхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина тата психологи факультечӗсен студенчӗсен йышӗнчен 35 куратор хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Влаҫ органӗсен, медицина тата вӗренӳ учрежденийӗсен, туроператорсен ҫыхӑнуллӑ ӗҫне йӗркелес, пӗтӗмӗшле стандартсене ҫирӗплетес, курав объекчӗсемпе кадрсене хатӗрлес тӗллевлӗ мероприятие тӗрлӗ регионран хӑнасем йышлӑ килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Медицина — нумай нухрат ыйтакан сфера.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Каярах, 5-6-мӗш классенче вӗреннӗ чухне, медицина темипе ҫыхӑннӑ кӗнеке алла лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Бассейна ҫӳреме медицина справки кирлӗ мар, мӗншӗн тесен шыва хлор ионӗпе дезинфекцилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Акӑ иртнӗ уйӑхра Комсомольски ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Кӗтне» ФСК-на ҫӳренӗ май бассейна кӗме медицина справки кирлӗ е ҫук тесе интересленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Ҫулсем тума пуҫларӗҫ, унччен вӗсене сарнине курман, тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ илме май пур халӗ, сӑмахран, икӗ хутчен больницӑра выртса тухрӑм – пӗр тенкӗ те тӳлемен», – юлашки вӑхӑтри улшӑнусем пирки каласа пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сӑмах май каласан, ӗҫлемен граждансемшӗн медицина страхованийӗ валли республика бюджечӗ ҫулсеренех 260 млн тенкӗ уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен хушшинче культура, медицина ӗҫченӗсем, сутуҫӑсем, персонал менеджерӗсем, хуҫалӑх ӗҫченӗсем, килте пӗчӗк ачисене пӑхакан амӑшӗсем…

Куҫарса пулӑш

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

— Мӑшӑрӑм, Алина Анатольевна, медицина сестри.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне кайса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

— Турханти вӑтам шкултан 11 класс вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Канашри медицина училищине кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш Енре судпа айӑпланнӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатасси, вӗсене пӗлӳ илме пулӑшасси, ҫавӑн пекех хупса усракан вырӑнсенчен ирӗке тухнӑ граждансене реабилитацилесси тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ.

В Чувашии особое внимание уделяется повышению качества медицинского обслуживания, оказанию содействия в получении образования осужденным, а также реабилитации и социальной адаптации граждан, освободившихся из мест лишения свободы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Ыйтса пӗлнисен виҫҫӗмӗш пайӗ шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене вӗренӳ енӗпе тӗревлекен, медицина пулӑшӑвӗ паракан, кашни тӑваттӑмӗш пайӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене пӑхса тӑракан организацисем пулӑшу ӗҫӗ ҫителӗксӗр сӗннине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Зельфия ҫеҫ Канашри медицина училищине ҫул тытнӑ.

Только Зельфия направилась в Канашское медицинское училище.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех