Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗпе (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паллах, Мелехов, — терӗ Кудинов, Григорие палламан ҫын ҫинелле куҫӗпе кӑтартса.

Кудинов, указывая глазами на незнакомца, обратился к Григорию: — Познакомься, Мелехов.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫӗпе Алешка пичӗ ҫинче чарӑнмасӑрах Григорий ҫуна ҫинелле пӑхса илчӗ.

Григорий, не задержавшись взглядом на лице Алешки, глянул на сани.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Асту, йӗкӗт! — таврари вырӑнсене куҫӗпе тепӗр хут хӑвӑрт йӗрлесе пӑхса асӑрхаттарчӗ Григорий.

— Гляди, парень! — предостерегающе кинул Григорий, не в последний раз быстро ощупывая глазами местность.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел хушшинче лутака пӳллӗ, ытти казаксенчен, тен, ытла та хӑйне евӗр елпӗрсе пӑхакан пӗчӗк сарӑ куҫӗпе кӑна уйрӑм пулма пултаракан Суяров ларать.

Маленький, ничем не примечательный, разве только редкостно ехидными щелками желтых глаз, сидел за столом Суяров.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Коммунист-и эсӗ? — куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса ыйтрӗ Штокман, вилнӗ пек шурса кайса.

— Ты коммунист? — кося глазами, мертвенно бледнея, спросил Штокман.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик ӑна куҫӗпе ҫилӗллӗн тирсе илчӗ те шурӑ мамӑк пек паспа эрешленнӗ чӳрече еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Старик гневно шибнул в него взглядом и сел, отвернувшись к окну, расшитому белым пухом инея.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таварӗ мӗнлине мисси представителӗсем хӑйсен куҫӗпе кураҫҫӗ.

Товар был показан лицом.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӑрлӑ ҫыран хӗрринче хӗл ӗмӗрӗ сарӑмсӑр пӗтсе килнинчен тӗлӗнсе кайнӑ ҫын тӑрать, куҫӗпе ӑшӑхрах вырӑн шырать, хӑлхине канӑҫсӑррӑн вылятакан тарлӑ утне чӑпӑрккапа ҫунтарса илет.

И пораженный неожиданным исходом зимы, стоит на песчаном берегу человек, ищет глазами места помельче, щелкает запотевшего, перепрядывающего ушами, коня плетью.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Митька симӗс куҫӗпе ҫеҫ кулчӗ.

Митька Коршунов улыбнулся одними зелеными глазами.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Печӗ? — питне-куҫне йӳҫҫӗн шӑмарчӗ те есаул, хӑйне хирӗҫ тӑракан Григорий куҫӗсемпе тӗл пулса, тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеец ҫине куҫӗпе кӑтартрӗ:

— Стрелял? — кисло нахмурился есаул и, уловив взгляд стоявшего против него Григория, указал глазами на пленного.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗри кӑна, хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ сарлака питлӗ хӗрлӗармеец; сӑнӗпе ыттисенчен аслӑрах пек курӑнаканскер, хӗнесе юн кӑларнӑ тутине ҫатӑрласа ҫыртнӑ та кӑшт чапрасрах хура куҫӗпе казаксен пуҫӗсем ҫийӗн йӗрӗннӗ пек пӑхать.

Лишь один, с виду постарше, коричневый от загара, скуластый, презрительно глядел поверх голов чуть косящими черными глазами и плотно сжимал разбитые в кровь губы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья ӑна куҫӗпе ытараймасӑр пӑхса ӑсатрӗ.

Провожаемый Дарьиным восхищенным взглядом.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ильинична, упӑшки шӑпӑрт чӗнмесӗр куҫӗпе кӑтартнине итлесе, кухньӑра йӳрӗккӗн уткаласа ҫӳрерӗ, Натальйӑпа Дуняшкӑна хыпалантарчӗ, хӑй сӗтел хатӗрлерӗ.

Ильинична, следуя молчаливым указаниям мужниных глаз, проворно ходила по кухне, торопила Наталью и Дуняшку, сама собирала на стол.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ну, старик мӗнле?» — куҫӗпе ыйтрӗ вӑл Ольгӑран, унтан арӑмӗн хаваслӑ куллинчен, куҫӗ ӑшшӑн пӑхнинчен вӑл ӑна килӗшнине ӑнланчӗ.

«Ну как старик?» — и по оживленной улыбке, по теплу, согревшему ее глаза, без слов понял, что отец ей понравился.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй вӑл макӑрса йӗпеннӗ куҫӗпе кулкаларӗ; килӗшӳсӗр кӳпчесе тӑртаннӑ тути пит-куҫне темле ачаллӑрах та ӑша вӑркаттармалла хурлӑхлӑ кӑтартрӗ.

Она улыбалась заплаканными глазами, некрасиво опухшие губы придавали ее лицу волнующе-трогательное, детское выражение.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах ҫын ҫине тӑрӑхланӑ пек пӑхакан сивлекрех куҫӗпе кӗлетки-ҫурӑмӗнче ҫаплах-ха сӗтеклӗ ҫамрӑклӑхӑн чӗрӗ хӑвачӗ тапса тӑрать.

Но в насмешливых холодноватых глазах, в движениях она еще хранила нерастраченный запас молодости.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушӑран Горчакова та ҫутӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине ачашшӑн та туслӑн йӑлкӑшса пӑхса илчӗ, анчах ҫав куҫсемех Горчаковӑн хура пичӗ ҫинелле ывтӑннӑ чухне йӑлтах урӑхла ҫутӑ сӑрхӑнтарнине курнипе Листницкий чӗри темле ҫӑмӑллӑн та кӳренӳллӗн ыратса килчӗ…

Изредка Горчакова обращала на него светлые голубоватые глаза, взгляд их был ласков, дружествен, но боль, легкая и досадливая, точила Листницкого, когда эти же глаза, устремляясь на черное лицо Горчакова, лучили совсем иной свет…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ.

Он посматривал на розовую мочку крохотного ушка Ольги Николаевны, прикрытого прядью золотисто-ржавых волос, на шелковистую кожу щеки, находившейся от него на расстоянии аршина; глаза его по-ящериному скользили к вырезу на груди, и он видел невысокую холмистую молочно-желтую грудь и пониклый коричневый сосок.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Крыльца ҫине тухсан, вӑл, Мишкӑн хӗвел ҫинче ҫӳресе халтан кайнӑ кӗсри ҫине куҫӗпе кӑтартса, ыйтса пӗлчӗ:

На крыльце спросил, указывая глазами на сомлевшую под солнцем Мишкину кобыленку:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шурӑ тутӑрлӑ казачка, куҫӗпе хыҫран йӗрлесе пӑхнӑ май, пуҫне хуллен пӑрнине ҫеҫ курчӗ вӑл.

Он видел только, что голова казачки в белом платке тихо поворачивается, следя глазами за ним.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех