Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулма (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирюха хулӑн сасӑпа чыхӑна-чыхӑна кулма пуҫларӗ.

Кирюха закашлялся от басового смеха.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тепӗр чухне тата, калӑпӑр, тӗмсем ӳсекен пӗчӗк тип вар ҫумӗпе иртсе пыратӑн та ҫеҫенхирте пурӑнакансем ҫывра тесе ят панӑ кайӑк такама: «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас!» — тесе кӑшкӑрнине илтетӗн, тепри вара ахӑлтатса кулма, антӑхса кайсах йӗме тытӑнать — ку ӗнтӗ тӑмана.

А то, бывало, едешь мимо балочки, где есть кусты, и слышишь, как птица, которую степняки зовут сплюком, кому-то кричит: «Сплю! сплю! сплю!», а другая хохочет или заливается истерическим плачем — это сова.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мойсей Мойсеич тата икӗ хут ытларах ҫинҫе сасӑпа кулма пуҫларӗ, ӑшӗ хытса кайичченех кулчӗ вӑл, кӑшт ҫеҫ ураран ӳкмерӗ.

Мойсей Мойсеич взял двумя нотами выше и закатился таким судорожным смехом, что едва устоял на ногах.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мойсей Мойсеич та тӑчӗ, хырӑмне аллисемпе тытса, болонка йытӑ вӗрнӗ пек ҫинҫе сасӑпа кулма тытӑнчӗ.

Мойсей Мойсеич тоже поднялся и, взявшись за живот, залился тонким смехом, похожим на лай болонки.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫӗр варринче ҫӑва ҫине пӗр ассӑр кӗрекен паттӑр ҫук, ҫакӑн пек вӑхӑтра турра ӗненмен ҫын та кулма пултараймасть, — вӑл хӑй кулнинчен хӑй хӑранӑ пулӗччӗ.

Нет храбреца, который может бестрепетно войти на кладбище ночью, нет безбожника, который способен смеяться в такой час, — он сам испугался бы своего смеха.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑш-пӗринчен каҫса кайса кулма та пулать.

У многих это доходило до смешного.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан Рачкоран кулма черет ҫитрӗ, унӑн ятӗнчен кулчӗҫ.

Потом принялись задевать Рачко, насмехаться над его именем.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Камран кулма хӑтланатӑр-ха эсир?

— К кому относятся ваши насмешки?

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра халӑх чиркӳрен тухни курӑнса кайрӗ, кофейньӑра сасартӑк кулма чарӑнчӗҫ, ҫынсем пурте чӳрече патнелле кармашрӗҫ, тӗрлӗрен тумланнӑ ҫынсене курма тытӑнчӗҫ.

Внезапно смех умолк, так как в эту минуту толпа повалила из церкви, и завсегдатаи кофейни кинулись к окнам поглазеть на проходивших мимо расфранченных мужчин и женщин.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тата хытӑрах кулма тытӑнчӗҫ.

Хохот поднялся пуще прежнего.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑшӗ-пӗри, кулма юратаканни, уҫӑ кӑмӑллӑ пек курӑнса: — Епле ун пек пултӑр-ха, йӗсӗм ҫырли те ҫимелле, тет, эрехне те ӗҫмелле иккен? Суять ку юрӑ, — тесе хучӗ.

Некоторые насмешницы с притворным простодушием спрашивали певца: — Как же это можно, — и виноград есть, и вино пить? Врет эта песня.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эппин чорбаджисене хӗр чысӗнчен кулма юрать иккен те, саккунсене чухӑнсем валли кӑна ҫырнӑ-им?

Значит, чорбаджии вольны надругаться над девичьей честью, а законы писаны только для бедняков?

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Таса тур амӑшӗ ҫӑлтӑрах, вӑл та Христина пек пулса тӑрас пур, пӑлхавҫӑсене пытарса пурӑнакан пулӗ, унран та тикансем кулма тытӑнӗҫин…

Пресвятая богородица, скоро и она будет не лучше Христины, и она будет прятать мятежников, и над ней будут измываться даже цыгане…

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Графиня пӗтӗм сассипе уласа ячӗ, залри халӑх тата ытларах кулма тытӑнчӗ.

Графиня заревела во весь голос, и зал отозвался на это раскатистым хохотом.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑхса ларакансем, вӑл мӗнле йӗнине илтсен, ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ.

Ее плач вызвал в публике взрыв смеха.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уксахӗ хӑй ӗмӗчӗ туласса шанса ватӑ ҫынран кулма тытӑнчӗ.

Хромой издевался над мельником, уверенный в том, что добьется своего.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑксем ҫак кӗтмен япаларан пӗрӗхтерсе кулса ячӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те кулма пуҫларӗҫ, юрлакан хӑй те ахӑлтатса ямасӑр чӑтаймарӗ, анчах кулма ҫавӑнтах чарӑнчӗ те пушшех те ҫарӑлтатакан сасӑпа юррине малалла тӑсрӗ:

Молодежь фыркнула при такой неожиданности, и остальная компания засмеялась, и сама певица не удержалась от взрыва смеха, но, подавив его, с удвоенною визгливостью продолжала:

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек шухӑшлӑр, — терӗм эпӗ, кулма чарӑнмасӑр.

— «Как вам угодно, так и думайте», — сказал я, продолжая смеяться.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑна Никитушка е Ломов, е пӗрле Никитушка Ломов тесе чӗннӗ чух вӑл сарлакан та пылаккӑн йӑл кулнӑ, ун пек кулма унӑн чӑнах та тивӗҫлӗ сӑлтавӗ те пулнӑ, мӗншӗн тесен миллионшар ҫынсем хушшинче чапа тухнӑ ята вӑл ҫутҫанталӑкран мар, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ, ирӗкӗ ҫирӗп пулнинчен илнӗ.

Но когда его называли Никитушкою, или Ломовым, или по полному прозвищу Никитушкою Ломовым, он улыбался широко и сладко и имел на то справедливое основание, потому что не получил от природы, а приобрел твердостью воли право носить это славное между миллионами людей имя.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавнашкал ҫынсенчен кулма юрататӑп эпӗ.

Я люблю смеяться над такими людьми.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех