Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ялав сăмах пирĕн базăра пур.
Ялав (тĕпĕ: ялав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун кӗввипех ташлатӑн пуль-ха, эс те ялав айне тӑма хатӗрленнӗ пуль? — кӗрӳшӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ ҫиллине шӑнарайман Юрдан, лешӗ, хӑтине ним калама аптраса, алӑк патӗнче пӑхса тӑратчӗ.

Может, и ты под ее дудку пляшешь, и ты собираешься встать под знамена? — обернулся рассвирепевший Юрдан к зятю, который стоял на пороге, испуганно глядя на тестя.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑн пек принципсене хыттӑн каласа, «хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑлӗ ялавне ҫӗклӗр те, наукӑна тӗренӗр» тесе, ялав ҫӗклеттерни чи малтан тумалли ӗҫе пӗтерсе хуни пулать.

В такое время громко провозглашать подобные принципы и поднимать знамена «современного мыслящего человечества, трезвых наук и разума» — значит затушевывать первоочередной вопрос.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Юрать, ялав ҫакатпӑр!»

«Есть, вывесить флаг!»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ирпе полицейсем килӗрен-киле командӑсем парса тухаҫҫӗ: «Ялав ҫакӑр!» —

— С самого утра к воротам подходит полицейский и командует: «Вывесить флаг!» —

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн…

Ты — старый член партии, красный партизан, краснознаменец, и вдруг такое явление…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех