Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ Дмитриевсен 90-мӗш ҫулта тӑван яла, хӑйсем калашле, вӗлтрен ҫине каялла таврӑнма тивнӗ.

По этой же причине Дмитриевы в 90-ом году вернулись в родную деревню, как говорят сами, пришлось вернуться обратно на крапиву.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Раиса Сарпи Петӗр Хусанкайпа Митта Ваҫлейӗ вӗсен ялӗнче, тӑван килӗнче пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пурнӑҫ урапи Иван Федотова тӑван тӑрӑха – Кипеккассине – илсе ҫитерет, Шупашкарти рабфака вӗренме кӗрет, анчах та условисем япӑххине пула вӗренме пӑрахма тивет.

Колесо жизни Ивана Федотова приводит в родные края - Кибеккаси, поступает учиться в рабфак в Чебоксарах, но из-за плохих условий приходится бросить учебу.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑвашра ҫуралнӑ чӑваша тӑван тӑрӑх хӑйӗн патнех туртать.

Родившемуся в Чувашии чувашу родные просторы манят к себе.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Тӑван Ен» хаҫатӑн юлашки номерӗсенче Ленин ячӗллӗ СХПК-колхозра дояркӑра ӗҫлекен Анастасия Владимировӑн хушаматне темиҫе хутчен асӑнма тиврӗ пулин те унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ патне тепӗр хутчен таврӑнни ытлашши пулмӗ, сӑлтавӗ чӑннипех те пур.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Патшалӑх пӗлтерӗшлӗ мероприяти Раҫҫей ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн витӗмлӗ мерӑсем йышӑнма кирлине чунпа туять вӑл, ҫулӗсене кура мар вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ аслӑ ӑру ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗпе Мускавран Кëнигсберга ҫити утса тухнӑскер, Курск пӗккинчи хаяр тытӑҫӑва хутшӑннӑскер тата аманнӑ ҫӗр-ҫӗр салтака ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ӗҫлӗ ҫӳреве Чӑвашстат ертӳҫин ҫумӗ Любовь Петрова, ял хуҫалӑх тата тӑван тавралӑх статистикин пайӗн пуҫлӑхӗ Эмма Егорова хутшӑнчӗҫ, ҫыравпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ӑнлантарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫамрӑк ӑрӑва тӑнӑҫлӑхпа килӗштерӳ принципӗсене тӗпе хурса Тӑван ҫӗршыва юратма, ӗҫ ҫыннине хисеплеме вӗрентсе ҫитӗнтеретпӗр, — терӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Медицина факультетӗнчен вӗренсе тухакан Елена Соленова чи лайӑх 100 студент ячӗпе тӑван республика ырлӑхӗшӗн вӑй хума шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Тӑван тӑрӑх ырлӑхӗшӗн пӗрле вӗренер, пӗрле ӗҫлер, Чӑваш Енре пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнар!» — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

ЧПУ ректорӗ Андрей Александров ӗнерхи студентсем хӑйсен малашнехи пурнӑҫне тӑван республикӑпа ҫыхӑнтарасса шаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ӗнтӗ вӑтӑр ҫул тӑван ял пулса тӑнӑ Чурачӑк халӑхӗ хисепленине те куратӑп — телей мар-и ҫакӑ? — терӗ Максима та ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫитӗнтерме ӗмӗтленекен Елена Семеновна сывпуллашас умӗн.

Вот уже живя в деревне Чурачики 30 лет, она стала мне родной, вижу, что народ меня уважает - не счастье ли это? - сказала Елена Семеновна, надеясь что и Максим в будущем принесет пользу Родине.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Музыкантра ӗҫлеме тытӑнсан садикри шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене, культурӑна хаклама хӑнӑхтармаллине лайӑх ӑнланаттӑм.

Когда начала в садике работать музыкантом, хорошо поняла важность приобщения малышей к родному языку, культуре.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чурачӑкра нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ пулин те ҫулталӑкри чи ӑшӑ тапхӑрта вӗсем ытларах — кил хуҫин тӑван ялӗнче Елюккассинче.

Хотя и проживают в многоквартирном доме в Чурачиках, в самые теплые дни года они - в родной деревне хозяина Елюккасах.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ирина Владимировна 2004 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ та тӑван тӑрӑхне ӗҫлеме таврӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах неврологи енӗпе интернатурӑра ӑсталӑха туптанӑ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Раиса Васильевна, эсир — тивӗҫлӗ канура, анчах кану мӗнне пӗлместӗр, университетра студентсене тӑван литературӑпа, культурӑпа, йӑла-йӗркепе ҫывӑхлатрӑр, халӗ акӑ хӑвӑрӑн бизнеса аталантаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Тӗнче улшӑнӗ те Чӑваш ҫӗршывӗнче тӑван чӗлхепе ҫырнӑскерсене патшалӑх кӑларса памӗ-и тетӗп.

— Может быть, времена изменятся и в Чувашской Республике будут выпускаться чувашские книги государством.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ачасем тӑван ен историне пырса тивекен тӗрлӗ ыйту ҫине хуравсем шырарӗҫ.

Дети искали ответы на разнообразные вопросы по родному краю.

Вӑйӑра маттуррисем ҫӗнтерчӗҫ // Е.ПРОКОПЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Ҫак кунсенче ачасене тӑван ене юратма хӑнӑхтарас, историпе паллаштарас тӗллевпе Комсомольскинчи кану паркӗнче историпе краеведени квесчӗ - «Край мой - гордость моя» вӑйӑ йӗркелерӗмӗр.

На днях ради прививания детям любви к родному краю, ознакомления историей в парке отдыха села Комсомольское провели историко-краеведческий квест-игру "Край мой - гордость моя".

Вӑйӑра маттуррисем ҫӗнтерчӗҫ // Е.ПРОКОПЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Кӑҫал, сӑмахран, ОБЖ, тӑван ен культури тата географи предмечӗсемпе призер пулнӑ, ытти ҫулсенче вара чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе палӑрнӑ.

В этом году, например, по предметам ОБЖ, культуре родного края и географии стала призёром, а в другие годы отличилась по чувашскому и русскому языку.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех