Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякра сăмах пирĕн базăра пур.
аякра (тĕпĕ: аякра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ӗмӗтленнӗ ӗмӗтсем чӑн пурӑнаҫран нумай аякра тӑраҫҫӗ пек туйӑнать мана.

Но я думаю, что действительность очень отличается от мечты.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тристан д'Акунья утравӗсем судносен яланхи ҫулӗсенчен аякра тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та судносем кунта хутран-ситрен кӑна кӗрсе тухаҫҫӗ.

Острова Тристан д’Акунья стоят вдалеке от обычного пути судов и редко посещаются ими.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак нимӗнле хӳтлӗхсӗр инкеклӗ ҫырантан «Дункан» аякра тӑрать пулсан, тӗлӗнмелли унтан нимӗн те ҫук.

Не было ничего удивительного в том, что «Дункан» держится в отдалении от этого опасного, бесприютного берега.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Таҫта аякра, кӑнтӑртан ҫурҫӗр еннелле, тымарӗпе кӑкланса тухнӑ йывӑҫ вуллисем, хуҫӑлнӑ туратсем, таҫти ранчоран хӑйпӑнса тӗпленнӗ улӑм ҫивиттисем, чӗрчунсен виллисем, саладеросӗнчен юхса тухнӑ юнлӑ тирсемпе выльӑх тушкисем шыва май юхаҫҫӗ, ҫавсемпе пӗрлех пӗр йывӑҫ вулли ҫинче ягуарсен ҫемьи харкашса пырать, вӗсем ҫав черчен сулӑран чӗрнисемпе тармакласа тытнӑ.

Вдали с юга на север неслись по течению вырванные с корнем стволы, сломанные ветви, соломенные крыши, сорванные с какого-то ранчо, трупы животных, окровавленные шкуры и туши из саладеро и, наконец, на покачивающемся древесном стволе целое семейство рычащих ягуаров, которые вцепились когтями в свой хрупкий плот.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ягуарсем аякра тесе пулас.

— Вероятно, потому, что агуары ещё далеко.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сасартӑк ӑна аякра темле кӗрленӗ сасӑ хӑпарни, аслати кӗрленӗ пек хӑрушӑ та хулӑм сасӑ таҫта ҫӗр тӗпӗнче кӗрӗлтетсе тӑнӑ пек илтӗнчӗ.

Вдруг ему послышалось, что в отдалении нарастает какой-то грохот, глухой, грозный, как гром, как подземный гул.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван кӑтартса пынисене итлесе, Джон Мангльс пӗрмаях Чилоэ архипелагӗн ҫыранӗсен ҫывӑхӗнче, Америка ҫӗрӗн хисепсӗр ишӗлчӗкӗсенчен аякра мар пырать.

Следуя указаниям Гленарвана, Джон Мангльс шёл всё время вблизи самых берегов архипелага Чилоэ, этих бесчисленных обломков американского континента.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аякра тюлень кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ, хӑш-пӗр тӗлте китсем те пур.

Вдали виднелись стада тюленей, а кое-где и киты.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Таҫта аякра: — Мӗнле тапать халь унӑн пульс? — тенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Где-то далеко-далеко слышны человеческие голоса: — Какой у него сейчас пульс?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Станци аякра.

До станции было далеко.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Станцирен аякра ҫӗр ҫирӗм километрта пысӑк партизан отрячӗпе ҫапӑҫу пырать: ку отряд чугун ҫулне татнӑ, кӗперсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

А в ста двадцати километрах шел бой с крупным партизанским отрядом, перерезавшим линию и взорвавшим мосты.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑрмантан, вӑрман улпучӗ ҫурчӗ хыҫӗнчен, ачасене кӑшт ҫеҫ курӑнмалла ҫынсем, лавсем шуса тухрӗҫ, аякра та мар, аслӑ ҫулпа пӗр вунпилӗк юланут пӑшалӗсене йӗнерӗсем урлӑ ҫакса пыраҫҫӗ.

Из лесу, из-за дома лесничего, чуть видного ребятам, двигались люди, повозки, а совсем недалеко по шоссе — человек пятнадцать конных с винтовками поперек седла.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сасартӑк таҫта аякра, инҫетре тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсем хӗреслене-хӗреслене ҫиҫме пуҫларӗҫ.

В это время вдали вспыхивают разноцветные перекрестные лучи.

Вуннӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ытла та аякра вӗт-ха вӗсем.

Они же очень далеко.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Аякра пуртӑ-пӑчкӑ сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Тӗмсем хушшинче ҫутӑсем йӑлт-ялт тӑва пуҫласан, тата малта пыракан хунар патне ҫитсен аякра ҫӑтӑртатса кайрӗ те таҫтан ун ҫулне пӳлмелле Владик сиксе тухрӗ.

Когда уже замелькали среди кустов огоньки, когда уже она поравнялась с первым фонарём, сбоку затрещало, захрустело, и откуда-то прямо наперерез ей вылетел Владик.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вӑл итлесе тӑчӗ те, таҫта аякра такам кӑшкӑрса яни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Он прислушался, и ему показалось, что уже далеко кто-то вскрикнул.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Таҫта аякра хурлӑхлӑн куккук авӑтать.

Далеко и грустно куковала кукушка.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Унран пӗр ҫӗр утӑмран та аякра мар, сукмакпа аслӑ ҫул хӗресленнӗ тӗлте, виҫӗ юланутҫӑ тӑра параҫҫӗ.

Не дальше как в сотне шагов от него, там, где тропка перекрещивалась с дорогою, стояли три всадника.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Кабакино ялӗнчен тухнӑ урапасем кӗмсӗртетни хыҫра, чылай аякра, тӑрса юлса, тахҫанах илтӗнми пулчӗ пулин те, беженецсем утӑм хыҫҫӑн утӑм вӑрман чӑтлӑхнелле кӗчӗҫ.

Давно уже и далеко позади простучали и стихли колеса кабакинских подводчиков, но беженцы шаг за шагом всё глубже и глубже забирались в чащу леса.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех