Шырав
Шырав ĕçĕ:
Утарҫӑн вӗлле хурчӗсене тӗрӗс купаланмашкӑн условисем туса памалла.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Хуртсен йӑви /гнездо/ тӗрӗс вырӑнта йӗркеленсен, ҫилтен, сивӗрен хӳтлӗх пулсан, сывлӑш тасалса тӑрсан ҫемье лайӑх хӗл каҫать.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Вӗллене ӑҫта лартни мар, ҫемьене тӗрӗс хатӗрлени пӗлтерӗшлӗрех.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ, хӑйсем алла илнӗ специальноҫсемпе харпӑр хӑйӗн ӗҫӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, ачи-пӑчине тӗрӗс воспитани пама тӑрӑшаҫҫӗ.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫакӑ тӗрӗс мар тесшӗн эпӗ.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Чи пӗлтерӗшли — ун чухнехи халӑх мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурӑннине палӑртасси, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне хаяр тӑшман килсе аркатнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ вакланса ҫухалма пуҫлани, тӗрӗс ҫул тупаймасӑр тертленни, хӑй тӗллӗн аталанма майсем хупланнипе Мускав е Хусан «ҫулне» суйласа илмелле пулса тухни.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫакӑ тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен ҫын уйрӑм пурӑнмасть.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ӑна ирттересси пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев йышӑну кӑларса питӗ тӗрӗс турӗ.
Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
— Организма витаминсемпе тивӗҫтермелли икӗ меслет кӑна пур - тӗрӗс апатланни тата витаминсем ӗҫни.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Анчах чылай чухне ку тӗрӗс мар апатланнипе, эрех нумай ӗҫнипе, пирус туртнипе ҫыхӑннӑ.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
— Тӗрӗс хатӗрленӗ апат сывлӑха лайӑхлатма пулӑшать.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
— Апат пахалӑхӗ ӑна тӗрӗс хатӗрленинчен те килет пулӗ.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
— Паллах, апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне шыв тӗрӗс ӗҫмелле.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Апат-ҫимӗс пӗлтерӗшӗ, тӗрӗс апатлану пирки мӗн пӗлмелле-ха?
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Ҫирӗп сывлӑхлӑ тата хитре пуласси тӗрӗс апатланнинчен нумай килет.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Хисеплӗ ентешӗн пурнӑҫри пуян опычӗ малашлӑхри ҫулӑмӑра ҫутатса пырать, тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тумашкӑн хавхалантарать, — терӗ регион ертӳҫи.
Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ку тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен 4-5 ҫул вӗренни ҫамрӑкӑн малашлӑхне, унӑн компетенцине витӗм кӳрет.Это не правильно, потому, что 4-5 лет обучения влияет на будущее молодежи, на ее компетенцию.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Магнит пленкисене тӗрӗс упрама та пӗлмелле, ятарлӑ йӗркене пӑхӑнмалла.Магнитные пленки надо уметь правильно хранить, подчиняться определенным правилам.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
«Иртнӗ ҫул шкул автобусӗсен водителӗсене экзамен тыттартӑмӑр та Упири В. Иванов ҫеҫ ыйтусене тӗрӗс хуравлама пултарчӗ, ыттисен — 5—6 йӑнӑш», — пӗлтерчӗ Виталий Петрович.
Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13
Энциклопедисенче ҫакна тӗрӗс палӑртмаҫҫӗ.
Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02