Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилес (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран эп Клисурӑра та тӑшмана ҫӗнтерес тесе мар, тӑшман пулинчен хам вилес тесе ҫапӑҫрӑм.

После этого я сражался в Клисуре не столько для того, чтобы победить врага, сколько затем, чтобы самому погибнуть от его пули…

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилес патне ҫити.

Не на жизнь, а на смерть.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Угелино граф тахҫан, выҫӑхса вилес мар тесе, хӑй ачисене ҫисе янӑ.

Некогда граф Уголино съел собственных детей, чтобы не умереть с голоду.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав пархатарлӑ ҫын хӑй чунӗнче ӑна айӑпа хурсах вилет; вӑрҫа та вилес тенӗ ӗмӗтпех кӗрет-ҫке, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамасть вӑл, тесе шухӑшларӗ Рада.

Этот благородный человек умрет неумиротворенный, с отчаянием в душе, думала она; ведь он для того и пошел в бой, чтобы умереть, — он не боится смерти.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов тарӑхнипе ӑсран каясса ҫитсе, пӑлхавҫӑсен ҫак пӗчӗк ушкӑнӗпе пӗрле, тарса кайса ят яриччен ҫакӑнтах вилес тесе, тӑшмана хирӗҫ ҫаплах паттӑррӑн ҫапӑҫать.

Обезумев от ярости, Огнянов отчаянно вел неравную борьбу вместе с кучкой храбрых товарищей, решив умереть на этой высоте.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗмпе, пӗтӗмпе каласа парӑп… — мӑкӑртатрӗ вилес пек хӑраса укнӗ Рачко.

— Все, все расскажу… — залепетал тот, перепуганный до полусмерти.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗскӗн Лалка хӑй вилес умӗн Гинкӑна юлашки сӑмахне каласа хӑварнӑ та мӗн, лешӗ чӗлхине чарса тӑма пултарайман.

Бедняжка перед смертью во всем открылась своей сестре Гинке, и та не сумела скрыть ее признания от людей.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилес ҫынна пурнӑҫ тавӑрнӑ хушӑра туссем хӑйсем ҫинчен йӑлт манса кайрӗҫ.

Возвращая к жизни умирающего товарища, все позабыли о себе.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем, вилес умӗн ыйхӑланӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри ура ҫине тӑчӗҫ.

Путники один за другим с трудом поднимались на ноги, как после сна, подобного смерти.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Упӑшки вилес патне ҫитнине мӗскӗм карчӑк пӗлеймест те-ха.

Бедная старуха и не подозревала, что ее дед Стойко умирает.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытла аван каҫа йӑлт пӑсса хучӗҫ, вилес пек хӑратрӗҫ.

Весь вечер испортили, напугали до полусмерти!..

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна Геновева хӑй вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ ҫырӑва тыттарать.

Служанка передала ему письмо Геновевы, написанное в темнице в предсмертный час.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилес умӗн Топал-Хасан юлашки хут тапкаланса илчӗ, унтан шӑпланчӗ, — ҫапӑҫнӑ хушӑра Кралич унӑн кинжалне туртса илнӗ иккен те тӑшманӗн пырне касса татма ӗлкӗрнӗ.

Топал-Хасан еще корчился в предсмертных судорогах, но вскоре затих и он, — во время борьбы Краличу удалось дотянуться до его кинжала и перерезать противнику горло.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑкӑр пек вӑйлӑ Топал-Хасан хӑйӗн икӗ тӑшманӗпе вилес пек ҫапӑҫрӗ, лешсем те кирек мӗнле пулсан та ҫӗнтересшӗн тӑрӑшрӗҫ, пур пӗр вилӗм пуласса ӑнланчӗҫ ӗнтӗ вӗсем…

Топал-Хасан, сильный как бык, отчаянно боролся со своими двумя противниками, а тем надо было победить во что бы то ни стало, иначе им грозила гибель…

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хирӗҫсен те усси ҫук пек туйӑнчӗ ӑна; вилес пулсан вилме пултарӗ-ха ӗнтӗ, вилӗмӗпе те хӗрачине пур пӗрех ҫӑлас ҫук.

Сопротивление было бы сейчас бесполезным безумством; он был готов умереть, но это не спасло бы девочку.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анко Распопов, чӑн та, хура пустав костюмлӑ ҫынна курсан вилес пек вӑтанать.

Надо сказать, что Анко Распопов прямо-таки умирал от застенчивости, когда встречал человека в костюме из черного сукна.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилес умӗн ватӑ революционер патне В. Г. Короленко писатель кӗрсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Сирӗн вилес килет-и?

Вам угодно умереть?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ пӗр хӗрарӑма вилес пек юрататӑп, вӑл вара эпӗ ӑна юратнине пӗлмест те, нихҫан та пӗлмелле те мар.

Я страстно люблю женщину, которая даже не знает и никогда не должна узнать, что я люблю ее.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир: вилес килет; тетӗр пулсан — эпӗ сиртен ҫак кӑмӑл мӗнле сӑлтава пула килнине ҫеҫ ӑнлантарса пама ыйтӑп; вӑл пысӑк пулмасан та, манӑн пурпӗрех сире кансӗрлеме ирӗк ҫук; сӑлтав пысӑк пулсан вара, манӑн сире пулӑшмалла, тата эпӗ пулӑшма хатӗр те.

Если вы скажете, что вы желаете умереть, — я только попрошу вас объяснить мне причины этого желания; если они покажутся мне неосновательны, я все-таки не имею права мешать вам; если они покажутся мне основательны, я обязан помогать вам и готов.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех