Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларса (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1887 ҫулта, студентсен пухӑвне хутшӑннӑшӑн, академирен кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Сусӑр ҫынна медицинӑпа социаллӑ экспертизӑн тӗрӗслевӗ витӗр кӑларса реабилитацин харпӑр хӑй программине палӑртма май туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑть ӑҫта та вӑл чунне парса тӑрӑшнӑ, сӑнарсене хӑй витӗр кӑларса «чун кӗртнӗ».

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шӑпа вара темшӗн иккӗшне те ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахнӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Нумаййӑн пухӑнмарӗҫ пулин те чӑвашлӑх умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та вӑхӑт тупрӗҫ: Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахнине, вӑл республикӑна мӗнле витӗм кӳнине, ӑна тавӑрма мӗн-мӗн тума пултарнине.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Судья ҫакӑншӗн ӑна хӗрлӗ карточкӑ кӑтартрӗ, спортзалран кӑларса ячӗ.

Судья за это ему показал красную карточку, выгнал из спортзала.

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ун чухне вӗсене Америка авианосецӗсене хирӗҫ кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Малтан кутамккаран атте-анне кукӑлӗсене кӑларса кӑшлакаланӑччӗ.

Вначале вытаскивали и ели из котомки пироги родителей.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.

Возможны опасные усиления ветра.

Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех