Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшсем (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуласа тухнӑ кӗнекене сӳтсе явни ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратма, калаҫӑва ҫӗнӗ йӗрпе яма пулӑшать.

Интересно обсуждение прочитанной книги, которое может дать толчок для возникновения новых тем и мыслей.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чӑн-чӑн литература ҫӗнӗ шухӑшсем вӑратать, пӗрпеклӗхсем, танлаштарусем ҫуратать.

Настоящая литература заставляет человека размышлять, будит мысль, рождает аналогии и ассоциации.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӗнӗ стильсем обществӑра пуҫпулакан, ӑна сӑнлакан тӗп шухӑшсем улшӑнсан пуҫланаҫҫӗ.

Новый стиль всегда возникал вместе со сменой господствующих в обществе идей.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑл чӑнах та тӗрӗс мар: шухӑшсем мӗн чухлӗ пӗр пек, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах.

Это неверно: чем больше общего, тем лучше.

Пӗр-пӗччен чухне // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пӗр пек шухӑшсем, пӗр пек ӗмӗтсем пулмалла.

Иметь общие Мысли, общие помыслы.

Пӗр-пӗччен чухне // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Тен, вӑркасси пусӑрӑнӗ, хуйхи пӑртак чакӗ, йывӑр шухӑшсем сирӗлӗҫ…

А вдруг и в самом деле на душе станет легче, горе хотя бы на время отступит, мысли тяжелые покинут?..

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йывӑр шухӑшсем Тухтара пӑртаклӑха та канӑҫ памаҫҫӗ, каччӑ йӑлтах аптраса ӳкрӗ.

Тягостные думы вконец измотали Тухтара.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Урӑх шухӑшсем те пуҫа сахал мар ҫавӑраҫҫӗ.

В голове одна за другой кружат разные мысли…

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн хӑйӗн те ҫав майлӑ шухӑшсем пулнӑ, ыттисем калаҫнине те илткеленӗ, хӑй ҫапах та хӗрсене савса курман.

Он тоже задумывался над этим и слышал разговоры других, однако сам пока еще не влюблялся ни разу.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Воронов нумайччен хӑйӗн чӗринчи шухӑшсем, хӑй ҫав тери лайӑх ӗҫлени, тӑван ҫӗршыва вӗҫӗмсӗр юратни ҫинчен каларӗ.

Воронов долго говорил о своих убеждениях, о безупречной работе, о безграничной любви к родине.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Халиччен аса илмен шухӑшсем тинех вӑранчӗҫ те, каччӑ канӑҫлӑхне ҫухатрӗ.

Взбудораженный нахлынувшими чувствами, парень потерял всякий покой.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӑҫта ҫав асра шӑраннӑ канӑҫсӑр шухӑшсем ҫинчен каласа памалли сӑмахсем?

Где же оно, то слово, которое выразило бы все беспокойные мысли, не покидающие тебя ни днем, ни ночью?!

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Манӑн пуҫа ҫакнашкал шухӑшсем те пырса кӗчӗҫ: хам пытанса тӑракан вырӑнтан ӗҫлекенсене хураллама тӑракан икӗ егера персе пӑрахса, вӑрман касакан хресченсем патне сиксе тухса, эпӗ хам хӗрлисен малта пыракан боецӗ пулни ҫинчен пӗлтерсе, вӗсене лахтарьсене хирӗҫ кӗрешмешкӗн хамӑрпа пӗрлешме ыйтас мар-ши?

В мою голову даже и такая мысль заползла: не подстрелить ли мне из моего прикрытия двух охраняющих егерей и не выскочить ли, подстрелив их, к работающим крестьянам, объявив, что я вестник красных — передовик — и призываю их мобилизоваться против лахтарей.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Манӑн пӗтӗм туйӑмсем, пӗтӗм шухӑшсем урасем ҫине куҫнӑ пек туйӑнать.

Все мои ощущения, все мои мысли, кажется, уходили в ноги.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫак мӗнпур шухӑшсем мана халӗ ҫурма тӗлӗкри пек туйӑнаҫҫӗ.

Все эти мысли проходили передо мной, как в полусне.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫак шухӑшсем пирки эпӗ хамӑр ачасемпе канашласа пӑхрӑм.

Всеми этими мыслями я поделился с ребятами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Унӑн пуҫӗнче шухӑшсем ҫавраҫил пек ҫаврӑнма пуҫларӗҫ.

Мысли вихрем завертелись в его голове.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вахновӑн мӗскӗн пуҫне, пурнӑҫра чи малтанхи хут тен, ҫакӑн пек урӑхла шухӑшсем, — мӑкалса ҫитнӗ вунпилӗк ҫулхи ачан сывӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ пӗвӗ хушнӑ шухӑшсем мар, урӑхла шухӑшсем, — килсе кӗчӗҫ пулӗ.

Бедная голова Вахнова, может быть, в первый раз в жизни, была полна другими мыслями, чем те, какие внушало ей здоровое, праздное тело пятнадцатилетнего отупевшего отрока.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Шухӑшсем унӑн ҫавӑн ҫинченех ҫаврӑнаҫҫӗ, унтан урӑх пӗр ҫул та курӑнман пек туйӑнать ӑна.

Мысли его толпятся около этой милостыньки, которая представляется ему неизбежным выходом.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫав шухӑшсем Тёма пуҫӗнче е чӗринче таҫта шалта ларакан тепӗр яр уҫӑ шухӑш ирӗке кӑларасшӑн мар, чӑрмантараҫҫӗ, вӗҫертмеҫҫӗ пек.

Мысли толпятся в голове Тёмы и не хотят, и мешают, и не пускают на свободу где-то там, глубоко в голове или в сердце как будто сидящую отчетливую мысль.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех