Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшсем (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшра-чунра, ҫурхи шыв кӗрленӗн, тем явӑнать те пӑтранать, шухӑшсем, авӑра лекнӗ турпас евӗр, пӗр вырӑнта тӗлли-паллисӗр ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлет этем, ӗҫлет — чуна вӑркаттаракан шухӑшсем, сӑпса евӗр ҫулӑхаканскерсем, сахалрах явӑнаҫҫӗ таврара.

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине, 2020-2025 ҫулсенчи программӑпа килӗшӳллӗн мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртме май килнине палӑртрӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Паян Шупашкарта Чӑваш Республикине тӗрлӗ енлӗн аталантарассипе стратеги сессийӗ иртрӗ // Лена АТАМАНОВА. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... yie-irtrie

Чӳрече умӗнче ыталашса пыракан ҫамрӑксен чунӗнчи туйӑмсем, пуҫӗнчи шухӑшсем вара пӗртте такӑр куҫмаҫҫӗ: «Халь капла та, ыран — епле?»

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хальхи даннӑйсем тӑрӑх (унашкал шухӑшсем маларах пулнӑ пулин те) Меркурийӗн уҫлӑхташсем ҫук.

Спутников у Меркурия, по современным данным, нет, хотя такие предположения выдвигались ранее.

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Йывӑр шухӑшсем пуҫран тухмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫакӑн пек шухӑшсем канӑҫ паман Светланӑна.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗнле кӑна шухӑшсем пырса кӗмерӗҫ-ши телейлӗ Светлана пуҫне!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав вӑхӑтра унӑн пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем вӗлкӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Паҫӑр мӗнле шухӑшсем пирки калаҫрӑн ҫак эсӗ, Валентина?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗрӗссипе каласан, ман пуҫа нихҫан та ун пек шухӑшсем пырса кӗменччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуҫа темӗнле шухӑшсем те пырса кӗнӗ пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫавӑн пек шухӑшсем те пулчӗҫ ман пуҫра.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑйӗн «Ҫыравҫӑ пирки аллегори», «Ӳнер пирки тӗтреллӗ шухӑшсем», ҫавӑн пекех «Ӳнер тата вӑрҫӑ» статйисенче вӑл ӳнерӗн тӗллевӗ пурнӑҫпа хавхалантарасси тата ӳнер обществӑна палӑртасси пулса тӑрать тесе шутланӑ.

Целью искусства, про что он говорил в своих статьях «Аллегория о писателе», «Туманные мысли об искусстве», а также «Искусство и война», он считал общественное назначение искусства и вдохновение жизнью.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Сиккима туристсене илӗртекен тӗп шухӑшсем — буддистсен храмӗсемпе мӑнастирӗсем тата ҫутҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсем.

Основные мотивы, привлекающие туристов в Сикким — буддистские храмы и монастыри и природные достопримечательности.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Этем ӑс-тӑнӗнче ҫавӑн пек шухӑшсем, чӗринче ҫавӑн пек туйӑмсем пурри ҫинчен А. И. Герцен «Поврежденный» ятлӑ повеҫре ҫапла ҫырнӑ: «Досадно, что я не пишу стихов… Стихами легко рассказывается именно то, чего не уловишь прозой… едва очерченная и замеченная форма, чуть слышный звук, не совсем пробужденное чувство, еще не мысль… в прозе просто совестно повторять этот лепет сердца и шепот фантазии».

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли юррисенче философла шухӑшсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, ҫапах та вӑл хӑйне философ тесе шутламан (вӑл, паллах, философ тесе кама каланине те пӗлмен); унӑн юррисенче тем чухлӗ илем, анчах вӑл хӑйне поэзи ӑсти вырӑнне шутламан.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

(П. Хусанкайӑн «Тилли юррисем» тата «Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнекисене вуланӑ май килнӗ шухӑшсем)

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Паллах, ун пуҫӗнче шухӑшсем вӗлтлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех