Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӑм (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӑм, сӗте ӑҫта лартмалла?

Куда молоко поставить?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ӗҫлеме, чунӑм, ӗҫлеме.

Работать, душа моя, работать.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Манран пурте ухмахран кулнӑ пек кулччӑр тесе, эсӗ мана миссис Сирини Гарпер патне уттарни ҫинчен шухӑшласан, манӑн чунӑм ыратать, — эсӗ мана чарма та шухӑш тытман-мӗн.

Мне просто думать противно: как это ты мог допустить, чтобы я пошла к миссис Гарпер и разыграла из себя такую идиотку, и ни слова не сказал!

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унта чунӑм пачах выртмасть.

Туда душа совсем не лежит.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паллах, посол ытлашшипех мухтать, ҫапах кирек мӗнле юрӑра та манӑн чунӑм пур, ку тӗрӗсех.

Конечно, посол слишком расхвалил, но все же в любой песне есть моя душа, это правда.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Калаҫма пултарнӑ чухне иртнӗ каҫ пуҫа кӗнӗ, чунӑм витӗр кӑларнӑ сӑввӑма парнелетӗп сана, Таисия Андреевна.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чунӑм туять, сисетӗп, ҫак ҫут тӗнчере юлашки кунсем пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Ан хӑра, ҫак ӗҫре мӗн чухлӗ шаларах кӗрсе пыратӑн, вилӗм шӑтӑкӗ ҫавӑн чухлӗ тарӑнтарах пулӗ, чунӑм, — ӑс пама тӑрӑшрӗ пурнӑҫне тӗрӗслӗхе парнеленӗ поэт.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Лӑплан, чунӑм, чӑт кӑштах, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ старшина хыҫҫӑн пыракан Татьяна.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Юрататӑп, тусӑм, шанчӑк сан ҫинчех, - Сан пекех илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче Санпа мар-и, савнӑ тусӑм, Илемленчӗ ҫамрӑк чунӑм, - Чӗремре эс чӗртнӗ хӗмлӗ юрату вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Саншӑн мар-и, савнӑ тусӑм, - Ҫулӑмланнӑ ҫамрӑк чунӑм, - Чӗремре эс чӗртнӗ хӗмлӗ юрату вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чунӑм вара халӗ те ҫамрӑк-ха — паян та тунсӑхлатӑп.

Душа все еще молода - и сегодня грущу.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Чунӑм юрларӗ, тӑван чӗлхе, культурӑпа йӑла-йӗрке манӑҫа тухманшӑн мӑнаҫлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Сан урӑхла янран сӑввусенче Хам чунӑм кӗввиех пурне пӗлсессӗн, Мӗнле вара эп савӑнаттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

27. Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханать; мӗн калам-ши?

27. Душа Моя теперь возмутилась; и что Мне сказать?

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Тӳрӗ ҫын ӗненнипе чӗрӗ пулӗ, Манӑн чунӑм иккӗленекен ҫынна юратмасть».

38. Праведный верою жив будет; а если кто поколеблется, не благоволит к тому душа Моя.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпӗ Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар калама Троадӑна пырсан, Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе манӑн ӗҫӗм ӑнса пыратчӗ пулин те, 13. чунӑм пусӑрӑнма пӗлмерӗ: эпӗ унта Тит тӑванӑма тупаймарӑм; вара вӗсемпе сывпуллашса Македоние кайрӑм.

12. Придя в Троаду для благовествования о Христе, хотя мне и отверста была дверь Господом, 13. я не имел покоя духу моему, потому что не нашел там брата моего Тита; но, простившись с ними, я пошел в Македонию.

2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм.

4. От великой скорби и стесненного сердца я писал вам со многими слезами, не для того, чтобы огорчить вас, но чтобы вы познали любовь, какую я в избытке имею к вам.

2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫаканӗ ӑнлантарса вӗрентмешкӗн хастар ыйтса кӗлтутӑр: 14. эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне манӑн чунӑм кӗлтӑвать, анчах ӑсӑм усӑ кӳмесӗр тӑрать.

13. А потому, говорящий на незнакомом языке, молись о даре истолкования. 14. Ибо когда я молюсь на незнакомом языке, то хотя дух мой и молится, но ум мой остается без плода.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.

1. Истину говорю во Христе, не лгу, свидетельствует мне совесть моя в Духе Святом, 2. что великая для меня печаль и непрестанное мучение сердцу моему: 3. я желал бы сам быть отлученным от Христа за братьев моих, родных мне по плоти, 4. то есть Израильтян, которым принадлежат усыновление и слава, и заветы, и законоположение, и богослужение, и обетования; 5. их и отцы, и от них Христос по плоти, сущий над всем Бог, благословенный во веки, аминь.

Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех