Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫарса (тĕпĕ: куҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Май уйӑхӗ те иртрӗ, станцине ӗҫе ярас куна шав куҫарса пынӑ.

Прошел и май, а пуск станции все откладывался и откладывался.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырӑссемпе румынсен чаҫӗсем тӑшман ункинчен тухса чакма чарӑннӑ хыҫҫӑн 12-мӗш полка позицирен илсе тухрӗҫ те тыла, малтанхи вырӑнтан темиҫе ҫухрӑм сулахаялла куҫарса тӑратрӗҫ.

После того как отступление приостановилось и русско-румынские части вышли из мешка, 12-й полк был снят с позиции, брошен в тыл, левее своего участка на несколько верст.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

1. Чехсен пӗр полкӗпе Поляк уланӗсен полкне халех Могилева куҫарса пымалла.

1. Немедленный перевод в Могилев одного из Чешских полков и Польского уланского полка.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӑйкӑча хывса илчӗҫ те, халӗ хӑйсемех ав хӑйсен революциллӗ демократийӗнчен хӑраҫҫӗ: фронтран столица ҫывӑхне шанчӑклӑ ҫар чаҫӗсене куҫарса пыма ыйтаҫҫӗ.

— Сняли намордник, а теперь сами трусят своей революционной демократии, просят двинуть с фронта к столице надежные воинские части.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Малтанах эпӗ хам мӗн ӑспала Виҫҫӗмӗш корпуса Петроград ҫывӑхне куҫарса пыма шутлани ҫинчен пӗлтерес, тетӗп.

 — Я хочу вернуться к тем соображениям, которые понудили меня передвигать Третий корпус к Петрограду.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах корпуса ҫавнашкал куҫарса пыни Ҫурҫӗр фронта пулӑшма юрӑхсӑр, мӗншӗн тесен ӑна Ҫурҫӗр фронта кирлӗ вӑхӑтра илсе пыма йывӑр пулни те ҫакна уҫҫӑн кӑтартса парать.

Но Северный фронт подобное размещение конницы не обеспечивает уже по одному тому, что ее трудно будет перебрасывать.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пеме хатӗрленме команда панӑ хыҫҫӑн вӑл винтовка спускне «боевой взвод» ҫине куҫарса лартрӗ те, винтовкине кӑкӑрӗ умнелле тытса, штык вӗҫӗпе йывӑҫ тӗмӗсене, хыр вуллисене шӑйӑрттарса утрӗ.

После команды «изготовься!» он поставил спуск винтовки на боевой, шел, вытягивая ее вперед, царапая жалом штыка кустарник и стволы сосен.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах пӗр полкне, вӑхӑтне-мӗнне уямасӑр, нимӗҫсене юри кӑтартас шутпа каҫ пуличченех урӑх еннелле куҫарса каяҫҫӗ.

Но, несмотря на это, один из полков был еще с вечера демонстративно двинут в противоположную сторону.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— «Ярса илчӗҫ те маттурсем, часах акӑ пӗтӗм вӑрмана Усть-Невинскине куҫарса кайӗҫ», тейӗччӗ».

и сказал бы: «Вот молодцы! Скоро весь лес перебросят к Усть-Невинской».

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑна такам Гришатка сӑмси тӗлнех куҫарса лартнӑ тейӗн.

только так, словно бы кто ее передвинул к самому Гришаткину носу.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Унӑн кӗнекисене СССР-ти тӑванла халӑхсен 50 чӗлхипе ытла вулаҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсене урӑх ҫӗршывсенче нумай куҫарса кӑларнӑ.

Его книги были переведены более чем на 50 языков народов СССР и других стран.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Лере, авӑ, ман лазарета куҫарса килнӗ вырӑнта, икӗ кун хушши калама ҫук хӑрушӑ юнлӑ вӑрҫӑ пычӗ, темӗн чухлӗ аманнӑ салтаксем выртса юлчӗҫ, вӗсене пирӗн питӗ васкавлӑн пулӑшу памаллаччӗ.

В то время как на том участке, откуда мой лазарет перебросили, два дня шли кровопролитнейшие бои, осталась масса раненых, которым срочно нужна была наша помощь.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗн сӑлтавсӑрах ҫилленме тытӑнать вӑл, хӑйӗн ҫиллине Дуняшӑпа амӑшӗ ҫине куҫарса таткаласа тӑкать.

Без причины злобствовал, срывал зло на Дуняшке, на матери.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсене пур енчен те асӑрхаса, сыхланса куҫарса пынӑ.

Их переводили со всех сторон осторожно и незаметно.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Акӑ ҫакӑн пек куҫарса лартсан пӗрерӗн перет, — терӗ вӑл пӗрмаях хӑй ӑшӗнче, малта шуса пыракан партизансем хӑварнӑ йӗрпе пынӑ чух пӗр самантлӑха чарӑнса, — акӑ ҫакӑн пек тусан — вӗҫӗмсӗр перет».

«Вот если так переставить, то будет стрелять по одному, — говорила она все время про себя, скользя по следам, оставленным впереди ползущими партизанами, на мгновение останавливаясь, — а вот так — будет стрелять бесконечно».

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мускав ҫине тапӑнма мӗнпурӗ 51 дивизи куҫарса килчӗ унта 350 пин ҫын.

Для атаки на Москву перебросили 51 танковую дивизию с 350 тысячами человек.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин пӗр секунд та шухӑшласа тӑмарӗ тӳрех ури ҫине сиксе тӑчӗ, кӗсйинчен граната кӑларчӗ те ӑна (тӑшмана ҫӗнтернипе хавхаланни ҫеҫ ҫакӑн пек вӑй парать) ударникне куҫарса лартса, тӗтӗм шӑтӑкне ывӑтрӗ.

Не раздумывая ни одной секунды, Юргин вскочил на колени, выхватил из кармана гранату, взвел ее и со всей силой, какую дает только радость победы над врагом, кинул ее в дымоход.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пирӗн ӑмӑртӑвӑн пӗтӗм итогне ҫӗртме сухи ҫине куҫарса шутламалла…

— Весь итог нашего соревнования будет исчисляться в переводе на мягкую пахоту…

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Дивизие Югославирен куҫарса килнӗ.

Дивизия прибыла из Югославии.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫак илемлӗ ҫӑкасем таҫта ращара ӳссе вӑй илнӗ курӑнать, вара вӗсене такамӑн ӑслӑ та хӑюллӑ алли кунта куҫарса лартнӑ…

Эти красивые липы, видимо, выросли в какой-то роще, после чего чья-то умная и храбрая рука пересадила их сюда…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех