Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен, йӑлтах халтан кайнӑскер, вӑл каллех ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Наконец, полностью обессилевший, он опять опустился на землю.

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫӗре вӑл аллипе ытахальтен ҫеҫ сӗртӗннӗ, вара сасартӑк темӗнле ӑнланмалла мар япалана лектернӗ — вӑрӑм та ҫавракаскер, варри хӑвӑл.

Он машинально провел рукой по земле и вдруг натолкнулся на непонятный предмет — что-то длинное, круглое, отверстие в середине.

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Мӗн ҫӗре кӗричченех вӗсен ҫапла сӑнчӑрта асапланмалла.

До конца своих дней так в цепях им и маяться.

Ӗмӗрлӗхе панисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫӗлӗкне куҫ ҫинчен ҫӗкленӗ ҫӗре — Пугачев ҫумра ҫук.

А когда приподнял шапку, то Пугачева рядом уже и нет.

Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Гришаткӑна ярса илчӗ те ҫӗре антарчӗ.

Подхватил, поставил на землю Гришатку.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пуҫне ялт ҫӗклет, урипе ҫӗре пусать те — ӳт-пӗве пружина пек ҫӳлелле таптарать.

Голову вскинул, ногами в землю, тело пружиной вверх.

Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ача ҫӗре тӑсӑлса ӳкет.

Повалился мальчонка на землю.

Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Мужиксемпе хӗрарӑмсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ.

Сгрудились мужики и бабы.

Тоцкра // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫӗре таптатӑн?

Землю топчешь?

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӗр самантлӑха хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса чӗтресе ӳкрӗ, анчах та каллех атакӑн хӑрушӑ картинӗсем, хӑй вилнӗ лаши ҫинчен тӑрсан, каллех пульӑсем касса кайнипе ҫӗре персе анни куҫ умне тухса тӑчӗҫ.

Он на минуту ужаснулся своим мыслям, но воображение вновь вылепило страшную картину атаки и того момента, когда он поднялся с убитого коня и упал, срезанный пулями.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аслӑк ҫинчен пӗр флакон одеколон, тулли мар пӗчӗк кӗленче денатурат илчӗ, вӗсене иккӗшне пӗр ҫӗре ячӗ, унтан пӑлхатса хутӑштарчӗ те, пӑтранчӑк тӗс ҫине кӑмӑллӑн пӑхса, ҫапла каларӗ:

С сеновала достал флакон одеколона, неполный пузырек денатурированного спирта, смешал в бутылке и, болтая, любуясь на цвет, сказал:

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малта ҫав-ҫавах ырашӑн сарӑ ҫилхи вӗлтӗртетет, хыҫалта вӑл, ҫӗре ӳксе, ут урисемпе таптанса выртса юлать.

Впереди все так же зыбилась русая холка жита, позади лежало оно поваленное, растоптанное копытами.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сан телейӳ, Григорий, чалпашларах лекнӗ, атту алтса чикнӗ пулӗччӗҫ ют ҫӗре, — кулса илчӗ Кошевой.

— Счастье твое, Григорий, наосклизь взяло, а то б зарыли в чужой земле, — улыбнулся Кошевой.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫа шартарса ярас пекех яр-уҫҫӑн аса илет Григорий вӑл ҫӗре.

Ярко, до слепящей боли, вспоминалась Григорию та ночь.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗ Гришкӑн — сурмаллӑх кӑна, тӑшман ӑна палашпа сулса пуҫӗн тирне ҫеҫ шӑйӑрттарса илнӗ; ут ҫинчен ӳксен, ҫӗре ҫапӑннипе, Гриша ӑнтан ҫеҫ кайнӑ пулнӑ.

Ранение у Гришки пустяковое, скобленул его неприятель палашом в голову, кожу стесал; а упал он с коня, и омороком его вдарило.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Атакӑра ӑна Венгри гусарӗ палашпа туртса ҫапнӑ, вара Григорий ҫӗре ӳкнӗ, ҫакна унӑн взводӗнчи казаксем курнӑ, анчах урӑх вӗсем ним те пӗлмеҫҫӗ, тем чул тӗпчесен те, ним те каласа пама пултараймарӗҫ.

И в атаке видали казаки из его взвода, что срубил его палашом венгерский гусар и Григорий упал с коня, а дальше ничего не было нам известно, и, как я ни пытал у них, ничего не могли они рассказать.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка вӑл ҫырусене почтӑрах вуласа тухрӗ те урисене ҫӗре тӗкӗнтермесӗр килелле вӗҫтерчӗ.

Дуняшка еще на почте прочитала их и понеслась к дому.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗре ирхи сывлӑш сӑрхӑнса нӳрлентернӗ йӗри-тавра ҫемҫе курӑк кӗрен тӗспе ҫуталать, кӗр умӗн яр-уҫҫӑн сарӑлса сӗткенленнӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем хӑйсен ӗмӗрӗ часах иртесси ҫинчен систернӗ пек хумханаҫҫӗ.

Земля впитывала богатую росу, розовели травы, все яркоцветные, наливные в предосеннем, кричащем о скорой смерти цвету.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку ҫӗре казаксем пӗр пӗчӗкҫӗ ялта ирттерчӗҫ.

Эту ночь ночевали в маленькой деревушке.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫӑварне тӑварлӑ вӗри юн килнине туйрӗ, вара хӑй ҫӗре ӳкнине ӑнланса илчӗ: ӑна хирӗҫ таҫтан аякран, хӑмӑлпа витӗннӗ ҫӗр мӗлтлетсе ыткӑнчӗ иккен.

Он ощутил во рту горячий рассол крови и понял, что падает, — откуда-то сбоку, кружась, стремительно неслась на него одетая жнивьем земля.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех