Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен пахараххи — ял ҫыннисен хисепӗ, унӑн ӗҫне хакласа тав туни.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Пуху ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пӗтӗмлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Икӗ ялта иртнӗ пухусен ӗҫне ҫавӑн пекех муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков, тӗрлӗ организацисен специалисчӗсем, участокри полици уполномоченнӑйӗ Алексей Соловьев та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Хырхӗрри ялӗнчи пуху ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов та хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Ун ӗҫне муниципаллӑ округ депутачӗсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, бизнес енӗпе ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Хусанта вӑрттӑн типографи уҫма ӗмӗтленекен поэта 1907 ҫулта революци ӗҫне хутшӑннӑшӑн тӗрмене лартнӑ, ҫулталӑкран пилӗк ҫуллӑха Якутск облаҫне ссылкӑна янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Эпӗ хаҫат ӗҫне тытӑннӑ вӑхӑтра Ахах «Чухӑнсен сасси» хаҫатра секретарь пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Малтанласа эпӗ куҫаракан ӗҫне тунӑ, кайрантарах корректор, унтан вара выпускающий редактор пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫу каҫичченех ялта килти хресчен ӗҫне ӗҫлесе ирттертӗм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Унта вӗсем хӑйсем революци ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен, кӗрешӳре тупнӑ ирӗклӗхе пурнӑҫа шеллемесӗр хӳтӗлеме хатӗр пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, Марине хӑйӗн ӗҫне ытараймасӑр сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ӗҫне тумах пӗлместчӗ те вӑл палкама питӗ юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗриех пиншер ҫын, вуншар экскаватор ӗҫне тума пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

«Гидромеханизаци» участокӗнчи кашни ҫын хӑй Шупашкар ГЭСӗн чи малтанхи ӗҫне тунипе мухтанма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӑл старшинана ялти шкулта ӗҫлеме сӗнет, ачасене ҫар ӗҫне вӗрентнинчен кирли урӑх нимӗн те ҫук, тесе ӳкӗте кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче, Днепр ҫинче малтанхи хӑватлӑ гидроэлектростанци тума тытӑнсанах, тен, маларах та, Владимир Ильич Ленин хӑйӗн историлле ГОЭЛРО планӗпе тӗнчене тӗлӗнтернӗ хыҫҫӑнах, ҫӗнӗ самана нимрен те хӑватлӑ пулнине чӗререн ӗненсе тӑнӑ ҫынсем Атӑла пӗвелеме, унӑн вӑйне тӗнчери коммунизм ӗҫне кӳлме ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Рабочисемпе ӗҫхӗрарӑмӗсем, салтаксемпе студентсем хушшинче калаҫусем ирттернӗ, ҫамрӑксен ӗҫне хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пурне те пӗлме тӑрӑшакан ҫивӗч ӑс-тӑн, пултарулӑх, нумай вӗренни, марксизма тӗплӗ пӗлни, революци ӗҫне чӗререн парӑнни, ирӗк-кӑмӑл вӑйӗпе паттӑрлӑх — ҫак паха енсем ытлӑн-ҫитлӗнех Надежда Константиновнӑра, ҫаксене пула партипе Совет государствин паллӑ деятелӗ таран ӳссе ҫӗкленме пултарнӑ те ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Унӑн ӗҫне Чӑваш Енри шырав-ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Витӗмлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2%d0%b ... 80%d0%bbe/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех