Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян кунта Миронова Варвари чӗпӗ пӑхаканӑн киревсӗр ӗҫне юлташла судра пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем, ыран ирех тӑрса уй-хир ӗҫне каясса пӑхмасӑр, вӑйӑ картинчен кӗме васкамаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кун каҫипе хӑйӗн чӗпписемшӗн, ҫак кӗске вӑхӑт хушшинчех тӑван кил пек хаклӑ пулса тӑнӑ фермӑшӑн тунсӑхланӑ хӗр каҫ сӗмлӗхне пӑхмасӑр ӗҫне ҫитсе килме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Варвари фермӑра каҫхи сменӑна юлмалла пирки ытти кунсенчи пек ӗҫне вӑр-вар пуҫтармарӗ, выҫса кайнӑ чӗпсене майӗпен кӑна ҫитеркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Матви мучи хыпалансах стройкӑна тухса утрӗ, Униҫ инке ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле уй-хир ӗҫне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ те яланах ун ӗҫне хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Вӗсенчен пахараххи — ял ҫыннисен хисепӗ, унӑн ӗҫне хакласа тав туни.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Пуху ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пӗтӗмлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Икӗ ялта иртнӗ пухусен ӗҫне ҫавӑн пекех муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков, тӗрлӗ организацисен специалисчӗсем, участокри полици уполномоченнӑйӗ Алексей Соловьев та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Хырхӗрри ялӗнчи пуху ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов та хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Ун ӗҫне муниципаллӑ округ депутачӗсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, бизнес енӗпе ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Хусанта вӑрттӑн типографи уҫма ӗмӗтленекен поэта 1907 ҫулта революци ӗҫне хутшӑннӑшӑн тӗрмене лартнӑ, ҫулталӑкран пилӗк ҫуллӑха Якутск облаҫне ссылкӑна янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Эпӗ хаҫат ӗҫне тытӑннӑ вӑхӑтра Ахах «Чухӑнсен сасси» хаҫатра секретарь пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Малтанласа эпӗ куҫаракан ӗҫне тунӑ, кайрантарах корректор, унтан вара выпускающий редактор пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫу каҫичченех ялта килти хресчен ӗҫне ӗҫлесе ирттертӗм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Унта вӗсем хӑйсем революци ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен, кӗрешӳре тупнӑ ирӗклӗхе пурнӑҫа шеллемесӗр хӳтӗлеме хатӗр пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, Марине хӑйӗн ӗҫне ытараймасӑр сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ӗҫне тумах пӗлместчӗ те вӑл палкама питӗ юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗриех пиншер ҫын, вуншар экскаватор ӗҫне тума пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех