Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спиридоновсем хӑйсен ӗҫне малтанах Элӗк районӗнче пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ӗлӗк колхоз ӗҫне хӑвалама ял варринче чан ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Нумай ачаллӑ ҫемьесем, ял хуҫалӑхӗнчи апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче, АПКра вӑй хуракансем, муниципалитет служащийӗсемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем валли – 0,5%, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем, ял хуҫалӑх кооперацийӗнче, пушар хуралӗнче вӑй хуракансем валли – 1%, АПК е ветеринари ӗҫне кӳлӗннӗ ҫамрӑк специалистсем (35 ҫулччен) валли – 0,1%.

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Борис Николаевич Семеновӑн вӑйлӑ енӗсенчен пӗри – ял хуҫалӑх ӗҫне чун-чӗререн парӑнни, пуласлӑхшӑн тӑрӑшни.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Халӑх влаҫ органӗсен коррупципе кӗрешес енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫне ырӑпа хакланине, республикӑра ку енӗпе кирлӗ норма-право акчӗсене йышӑннине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Туссем, пӗлӗшсем е тӑвансем хӑйсен ӗҫне явӑҫтарма пултараҫҫӗ, ҫавна май эсир хӑвӑр пирки те шутлама манатӑр.

Друзья, знакомые или родственники могут втянуть вас в круговорот своих дел, из-за чего будет некогда остановиться и подумать о себе.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Депутатсен ҫӗнӗ корпусӗ ку енӗпе тата Вӑрнар район Пухӑвӗн ӗҫне пӑрахӑҫлассипе йышӑнусем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем уҫӑмлӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11394-t- ... vsem-uc-ml

Каярахпа уйрӑм предприниматель ӗҫне те кӳлӗнсе пӑхнӑ, Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗнче суту-илӳ тивӗҫтерӗвӗн пуҫлӑхӗнче, «Агротехпродукт» обществӑн тӗп инженерӗнче, «Алекс-Ч» общество директорӗн заместителӗнче тата ертӳҫинче тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ку сферӑн пысӑк пӗлтерӗшне мала кӑларса, районта та предпринимательсене хӑйсен ӗҫне анлӑлатма пулӑшмалли ҫул-йӗрсем шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Анчах ҫынсем савӑннипе пӗрлех хӑйсен кулленхи ӗҫне те манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑйӗн ӗҫне тунӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хавхалантарма ҫӑмӑл та ҫав, ӗҫне тума йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шутласа хунӑ кӑна мар, ӗҫне те тунӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑрхаман мар ӗнтӗ Мамич-Бердей, чӗлхепе пӗр тӗрлӗ кастарать хаджи, ӗҫне тепӗр тӗрле тӑвать.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь вӑл сывлӑхран та юсанчӗ, ҫамрӑк чухнехи пек, унпа тан арҫын ӗҫне хутшӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кирлӗ пулсан эрне пурӑнаҫҫӗ хулара, хӑйсен ӗҫне вӗҫне ҫитереҫҫех.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗрупраҫ ӗҫне пикеннӗ-ха вӗсем виҫҫӗш те, кӑҫал тӗртнӗ пиртен тӳшек пичӗ ҫӗлерӗҫ те тӗк тултараҫҫӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахунпа паллаштарнӑ май халех ҫакна каласа хурам: Хусан ханӗсен ӗҫне малалла тӑсас тетпӗр пулсан пирӗн шариат хушнӑ пек пурӑнмалла, пурин те ислам тӗнне йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайшӑн ҫав тери теветкел самант сиксе тухрӗ, хутшӑнмалла-и пӑлхавҫӑсен ӗҫне, хутшӑнмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах вӑрҫса, хистесе каланӑ сӑмах хӑйӗн ӗҫне турӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех