Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поход хӑйӗн ӗҫне турӗ, эпир Хусана нихҫанхинчен вӑйлӑ хӑратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тем тесен те эпир Едигера ҫар ӗҫне ун пекех пӗлет тесе шутламан, аслӑ князь, — хӑйӗншӗн те, ыттисемшӗн те куляннӑ пек калаҫрӗ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хушӑрах хӑйсен кулленхи ӗҫне те манса хӑвармарӗҫ: ҫырма хӗрринче кӗпе-йӗм ҫурӗҫ, ҫӗтӗк сӑхманӗсене сапларӗҫ, тусанланса, пылчӑкланса пӗтнӗ хӗҫ-пӑшала тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисиновӑн пӗтӗм калаҫӑвӗ ҫакӑн пек пулчӗ: кӑҫал ҫулла пулса иртнӗ инкек вырӑссен мӗн пур ӗҫне нумайлӑха пӑсса хӑварма пултарать: илес тесен Хусана каллех кашни ҫул походсем туса хавшатса, вӑйсӑрлатса пымалла пулать: княҫсемпе мӑрсасене вырӑссем майлӑ ҫавӑрас тесе мӗн чухлӗ вӑй хума лекет тата — кам каласа пама пултарать ҫавна?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте туяҫҫӗ: кӑткӑс лару-тӑру халь Хусанта, Шигалей княҫсемпе ҫапӑҫса, вырӑнсӑр куштанланса пӗтӗм ӗҫе пӑтраштарса ячӗ, анчах аслӑ княҫран хыпар илмесӗр ун ӗҫне хутшӑнма та хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫне вара пачах урӑхла туса хурать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем ӗнтӗ Кучак ҫыннисем хӑйсен ӗҫне часрах пӗтерессе ҫеҫ кӗтсе выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсенчен кашни унӑн ӗҫне вӑй ҫитнӗ таран ҫӑмӑллатма тӑрӑшрӗ, апат вӑхӑтӗнче те ӑна ялан пысӑкрах чӗл ҫӑкӑр тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аллаха ӗнен, хӑвӑн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа ту, эс лайӑх ҫыннине куратех вӑл.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ тӳре-шара ӗҫне нихҫан хутшӑнман ҫынна ҫунакан вутта тӗртет.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ибрагим элчӗ ҫамрӑк-ха; хастар, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет, Сафа-Гирее чунтан парӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ламппас халь хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет: утар тавра ҫӗрле те кӑнтӑрла та темиҫе хут кайса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Эпир ҫывхарса пынӑ ҫӗртен кӑштах аяккарах кайса лараҫҫӗ те каллех пуҫлаҫҫӗ хӑйсен ӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Эсир право тӗлӗшӗнчи ҫут ӗҫне лайӑхлатас тата граждансен право ӑнланӑвне ӳстерес, тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарас ӗҫе мӗнлерех пысӑк тӳпе хывнине хак пама та йывӑр.

Трудно переоценить ваш вклад в юридическое просвещение и повышение правосознания граждан, развитие системы оказания бесплатной правовой помощи.

Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/03/gla ... et-s-dnyom

Унӑн ӗҫне те, талӑкра тепӗр чухне виҫшер сехет кӑна ҫывӑрнине те никам та шута илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫӳлтен те ҫӳле хӑпарса пынӑ Михала ҫавӑн чухне кӳренмеллипех кӳренчӗ, хӑйне бригадир ӗҫне хушсан та тытмарӗ, пуҫ ҫаптарчӗ, тархаслаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Уйрӑмах вӑл корреспондент ӗҫне ӑмсанать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Дояркӑсен ӗҫне курма килнӗ хӑнасемпе вӑл мӑн кӑмӑллӑн, хӑй хакне пӗлекен ҫын пек калаҫать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Ху ӗҫне вӗҫнех ҫитер, — тет.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Эс хулара ӳснӗ, ял ӗҫне пӗлместӗн, халиччен йывӑр ӗҫ курман.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех