Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тара сăмах пирĕн базăра пур.
тара (тĕпĕ: тара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пан ҫуллахи ӗҫсем валли рабочисем тара тытсан, апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗн.

— Стряпать будешь, когда рабочих на лето наймет пан.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Санӑн аҫу хӗрарӑмсене тара тытма пӗр тенкӗ укҫине хӗрхенет, пирӗн ӗнсе ҫинче ярӑнать.

— Папаша твой жалеет целковый — баб нанять, на нас ездит.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тара ӳкнӗ лашисем, пичев пӑявӗсене хӗлӗх пек туртса хытарса, сиккипе пыраҫҫӗ.

И запотевшие лошади рвали постромки, вытягиваясь в струну.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуринчен ытларах кун пек чухне вӑл, хӗҫ илсе, хыҫалти картана тухать те, пичӗ ҫинчи кавлев ярӑмӗсене вылянтарса, лачкам тара ӳксе, ҫӗре чике-чике лартнӑ пысӑк ҫапӑсене касма пуҫлать.

А чаще всего брал шашку, уходил на задний баз и, омываясь потом, двигая желваками скул, рубил понатыканные в землю толстые хворостины.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Патша пӗви патне пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тара ӳкнӗ лашасене пӗр тӗле кӗпӗрлентерсе тӑратнӑ, хашкама ернӗ йӗкӗтсем сотнике хупӑрласа илнӗ.

Когда подъехал он к пруду, потные лошади уже стояли кучей, спешившиеся ребята окружали сотника.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.

Степан, сверкая ослепительной усмешкой, озорно поводит плечами; а по дороге бугром движется пыль; Христоня, в распоясанной длиннющей рубахе, патлатый, мокрый от пота, ходит вприсядку, кружится маховым колесом, хмурясь и стоная, делает казачка, и на сером шелковье пыли остаются чудовищные разлапистые следы босых его ног.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑлтӑрта ашшӗпе пӗрле Григорий, хура тара ӳксе, сӗрекене майлаштарса тӑрать.

В сенях отец и потный Гришка тянули из боковушки скатанный бредень.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша, пӗтӗмпе хӗремесленсе кайса тара ӳкнӗскер, апат хатӗрлемелли пӳлӗмпе пӳрт хушшинче чӗкеҫ пек ярӑнса ҫӳрет, ашшӗ кӑшкӑрса чӗннисене хирӗҫ кулкаласа тавӑрать.

Вся в румяном цвету, Дуняшка ласточкой чертила баз от стряпки к куреню, на окрики отца, смеясь, отмахивалась:

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл вырӑна эп лайӑх пӗлетӗп: кайран ӑна, арбузпа дыня лартма тесе, кӳршӗри козаксем аттерен тара илчӗҫ.

Я знаю хорошо эту землю: после того нанимали ее у батька под баштан соседние козаки.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Лачкам тара ӳкнӗ.

Пот валил с него градом.

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чӗри унӑн, арман килли пек, кӑртлатса тапрӗ; лачкам тара ӳкрӗ вӑл.

Сердце его колотилось, как мельничная ступа, пот лил градом.

VIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӗсем патне тара ӳкнӗ Андрей Лопухов чупса ҫитрӗ.

Подбежал разопревший, потный Андрей Лопухов.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑна халь аркатса тӑкма ҫав тери меллӗ; танка ӑнӑҫлӑн тӗп тӑвассине туйса илнипе тата ӑна куҫран вӗҫертесрен хӑранипе, Андрей самантрах тара ӳкрӗ.

Был такой удачный момент уничтожить его, ударив по борту, что у Андрея даже дыхание стеснило от предчувствия близкой боевой удачи и боязни упустить ее.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах Афанасий Шошин тара ӳкиччен ӗҫлеме тивнине пӗлчӗ пулсан та, хаваслансах шӑтӑк чавма кайрӗ.

Но Афанасий Шошин с радостью пошел рыть могилу, хотя и знал, что придется поработать до седьмого пота.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Никифор Васильевич вӗриленсе, хуралса кайнӑ ҫамки ҫинчи тара кӗске кӗрӗк ҫаннипе шӑлать, намӑсланса чӗнмесӗр пырать.

Никифор Васильевич вытирал рукавом полушубка пот на горячем, потемневшем лбу и пристыжено молчал.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Татьянӑна пула ҫӗрле машина айӗнче асапланатӑп та, — ҫилленчӗклӗн каларӗ шофер, ҫамки ҫинчи тара ҫаннипе шӑлса.

— Вот из-за Татьяны и чертуюсь ночью под, машиной, — сердито сказал шофер, вытирая рукавом пот на лбу.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ мана рыцарь ятне ан пар, — аран-аран каларӗ Федор Лукич, ҫамки ҫинчи тара ҫанӑпа шӑлса, — эпӗ ӑна пӗлместӗп, пӗлесшӗн те мар…

— Ты меня рыцарем не называй, — проговорил Федор Лукич, смахнув рукавом пот со лба, — я его не знаю и знать не хочу…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫамки ҫине тухнӑ, тусанпа хутшӑннӑ тара пӗчӗк тутӑрӗ вӗҫӗпе шӑлса, вӑл хӑйӗн купчеке те мӑнтӑркка пӳ-сийӗпе пӗрре пӗшкӗнсе, тепре ҫӗкленсе илчӗ, сайра-хутра анчах никам та курмалла мар вӑрттӑнла, хӗрлӗ сӗтел ҫине, шурӑ хут листи ҫине, пӑхкаласа илчӗ.

Вытирая выступивший на лбу покрытый пылью пот маленьким платочком, она своим тучным и полным телом то наклонялась, то поднималась, и лишь изредка, пока никто не замечал, смотрела на красный стол, на белый лист бумаги.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Иртсе кайрӗҫ пулмалла, — ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ Мещерский, сасартӑк хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнине туйса илсе.

— Прошли, кажется, — облегченно вздохнул Мещерский и вдруг почувствовал, что он весь в поту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Йӗксӗк сӗрмекупӑсҫӑ, тара кӗрӗшнӗ евӗрскер, унтан сасартӑк — ман арӑм, хисеплӗ хӗрарӑм, ҫемье амӑшӗ!

Что-то вроде наемного скрипача, известный за дрянного человека, и вдруг женщина почтенная, уважаемая мать семейства, моя жена!

XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех