Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен; 3. вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: 4. вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук; 36. вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн; 37. санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ, 38. ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Евфрат шывӗ хӗрринчи Пефор текен вырӑна, хӑй халӑхӗн ывӑлӗсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Валаам патне, Веор ывӑлӗ патне, элчӗсем янӑ, ӑна чӗнме тата ҫапла калама хушнӑ: акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, халӗ вӑл манпа кӳршӗллӗ пурӑнать; 6. кунта килсе ҫак халӑха ылхансам, мӗншӗн тесессӗн вӑл манран вӑйлӑрах: тен, ун чухне эпӗ ӑна пӗтерме, кунтан хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп; эсӗ пилленӗ ҫын пиллӗхлӗ пулать, эсӗ ылханнӑ ҫынна ылхан ҫитет — эпӗ ҫакна пӗлетӗп.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хӑйсем хушшинче тунӑ тӗрлӗ паллӑсене пурне те кура тӑркачах хӑҫанччен вӑл Мана шанмасӑр тӑрӗ? 12. ӑна чирпе хирсе тухӑп, ӑна пӗтерӗп, санран [тата санӑн аҫу килӗнчен] ҫак халӑхран йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑх кӑларӑп, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Анчах унпа пӗрле кайса килнисем урӑхла каланӑ: эпир вӑл халӑха хирӗҫ каяймастпӑр, вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах, тенӗ.32. А те, которые ходили с ним, говорили: не можем мы идти против народа сего, ибо он сильнее нас.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, 9. вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах; 10. унран чеерех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрҫӑ хускалас пулсассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Авимелех Исаака каланӑ: пирӗн патӑмӑртан кай, эсӗ пирӗнтен чылай вӑйлӑрах пулса кайрӑн, тенӗ.16. И Авимелех сказал Исааку: удались от нас, ибо ты сделался гораздо сильнее нас.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: санӑн ӑшунта икӗ ӑру; санӑн варунтан икӗ тӗрлӗ халӑх тухӗ: пӗр халӑхӗ тепринчен вӑйлӑрах пулӗ, асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ, тенӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Площадка хуҫисем вӑйлӑрах пулчӗҫ - 7:3 шутпа ҫӗнтерчӗҫ.
Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Кӗркунне вара ультрафиолет пайӑркасем вӑйлӑрах, вӗсем организмшӑн сиенлӗ.Осенью ультрафиолетовые лучи сильнее, они вредны для организма.
Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Крымри халӑха пула эпир тата та йышлӑрах, вӑйлӑрах, мӑнаҫлӑрах.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫакӑн пек палӑртрӗ: «Пирӗн тӗп тӗллев - Раҫҫее конкуренцире вӑйлӑрах пулма пулӑшакан чи пӗлтерӗшлӗ майсенчен пӗринпе, шалти пысӑк рынокпа усӑ курасси, ӑна ҫӗршыв экономикин чӑн секторӗсем туса кӑларакан лайӑх пахалӑхлӑ таварсемпе тултарасси пулса тӑрать...».
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945