Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсталӑхӗпе (тĕпĕ: ӑсталӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле-ха унсӑрӑн: Чӑваш Ен стадионӗнче тӗнчипе паллӑ атлет, Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионки, тӗнче рекордне 28 /!/ хут ҫӗнетнӗ Елена Исинбаева хӑйӗн ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ.

Как же иначе: на стадионе Чувашской Республики атлет с мировым именем, двухкратная Олимпийская чемпионка, 28 /!/ раз обновившая мировой рекорд Елена Исинбаева удивила своим мастерством.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Хӑйӗн ӑсталӑхӗпе ыттисене те паллаштарать Елена Павлова.

Своим мастерством Елена Павлова знакомит и других.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Айӑплӑ ҫынсене йӗркене кӗртессинче тата ҫитменлӗхсене пӗтерессинче ҫак ӑслӑ хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпе пухнӑ ӑсталӑхӗпе тата вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Республикӑн пӗрлештернӗ командин капитанне тӑван тӑрӑхра иртнӗ ӑмӑртура куракансем уйрӑмах хапӑл йышӑнчӗҫ, маттурскер ҫынсене ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

29. Тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрекен мирӑ тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли таса хутӑш хатӗрленӗ — ҫакна сӗрӗш тӑвакан ҫыннӑн ӑсталӑхӗпе тунӑ.

29. И сделал миро для священного помазания и курение благовонное, чистое, искусством составляющего масти.

Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сире хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн, хастарлӑхӑршӑн, професси ӑсталӑхӗпе пысӑк пултарулӑхӑршӑн тата ҫынсене савӑнӑҫ кӳме пӗлнӗшӗн тав тӑватӑп.

Признателен вам за преданность своему делу, энтузиазм, профессионализм, талант и умение дарить людям радость.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Прокуратура ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе тӳсӗмлӗхне, принциплӑхне тата тивӗҫе парӑннине пула Чӑваш Республикинче саккунсене пӑхӑннине асӑрхаса тӑрасси тухӑҫлӑн пурнӑҫланать, обществӑри ҫирӗплӗх вӑйланать тата унӑн право культурин шайӗ ӳсет.

Благодаря профессионализму, выдержке, принципиальности, верности долгу прокурорских работников в Чувашской Республике осуществляется эффективный надзор за соблюдением законности, укрепляется стабильность в обществе, повышается уровень его правовой культуры.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664

Чылай чухне районти олимпиадӑсемпе тӗрлӗрен конкурсра палӑракан хастар хальхинче хӑйӗн професси ӑсталӑхӗпе педагогӑн маҫтӑрлӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинчех, Мускаврах, кӑтартма май тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех