Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр машини ҫитни ҫиттӗр пулатчӗ. Эпир (вӗсене самантрах тустарса такаттӑмӑр. Халӗ вырт ӗнтӗ. Вырт. Ӑҫтан пӗлен, тен, ӗмӗрлӗхех ҫапла выртса юлӑн. Никам пӗлмен ҫӗре».
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
36. Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ: 37. сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Израиль килӗн еткерлӗхӗ пушаннӑ чухне эсӗ епле савӑнтӑн, Эпӗ сана та ҫапла тӑвӑп: Сеир тӑвӗ, эсӗ пушанса юлӑн, пӗтӗм Идумея та пӗрле пӗтӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хулусене ишсе-аркатса пӑрахӑп, эсӗ ху та пушанса юлӑн, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.4. Города твои превращу в развалины, и ты сама опустеешь и узнаешь, что Я Господь.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аппун куркине ӗҫӗн эсӗ, курки тарӑн та сарлака, шутсӑр нумай кӗрет унта, ҫавӑнпа ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑла юлӑн.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сан патна та курка ҫитӗ; ӳсӗрӗличчен ӗҫсе тултарӑн та ҫарамас тӑрса юлӑн.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ливан ҫинче пурӑнаканскер, кедр ҫинче йӑва ҫавӑраканскер! ҫуратакан арӑм асап курнӑ пек асапа лексессӗн, эсӗ еплерех мӗскӗне тӑрса юлӑн!
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн мӗнпур кӗтӳҫне ҫил вӗҫтерсе кайӗ, тусусем тыткӑна лекӗҫ; ун чухне эсӗ пӗтӗм усал ӗҫӳсемшӗн намӑса юлӑн, мӑшкӑл курӑн.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сасартӑк, пӗр кун хушшинчех, сан патна вӑл та, ку та ҫитӗ — ачусене ҫухатӑн, тӑлӑх арӑм пулса юлӑн; асамлӑ ӗҫӳсем йышлӑ пулнине, ӑрӑм-сурӑму тем пекех хӑватлӑ пулнине пӑхмасӑрах инкек-синкек сан патна туп-туллин килсе тухӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑвна ху ан мухта, мӑнаҫлӑху чунна вӑкӑр курӑка таптанӑ пек ан таптатӑр: 3. ҫулҫусене ҫисе пӗтерӗн, ҫимӗҫӳсем типсе ларӗҫ, вара хӑрнӑ йывӑҫ пек тӑрса юлӑн.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чурана хуҫийӗ умӗнче ан хурла: апла сана унӑн ылханӗ ҫитӗ, эсӗ айӑпа тӑрса юлӑн.10. Не злословь раба пред господином его, чтобы он не проклял тебя, и ты не остался виноватым.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫывӑрма юратсассӑн — ҫуклӑха тӑрса юлӑн; куҫна ан хуп — вара тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗн.13. Не люби спать, чтобы тебе не обеднеть; держи открытыми глаза твои, и будешь досыта есть хлеб.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх хӑйне валли ҫурт лартнӑ, унӑн ҫичӗ юпине чутласа якатнӑ, 2. парне выльӑхӗ пуснӑ, эрехне шӗветнӗ, сӗтел ҫине хатӗрленӗ; 3. вара тарҫисене хула тӳпемӗсенчен халӑха ҫапла йыхравлама янӑ: 4. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ: 5. «килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр, шывпа шӗветнӗ эрехӗме ӗҫӗр; 6. ӑссӑрлӑха пӑрахӑр та — пурӑнӑр, ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!» 7. Сӗмсӗр ҫынна ӑс парӑн — мӑшкӑла юлӑн, усал ҫынна ӳпкелӗн — намӑс курӑн.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ывӑлсем, хӗрсем ҫуралӗҫ санӑн, анчах эсӗ вӗсемсӗр тӑрса юлӑн, вӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ.41. Сынов и дочерей родишь, но их не будет у тебя, потому что пойдут в плен.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Турӑ тата каланӑ: акӑ Манӑн ҫывӑхӑма, ҫакӑ чул ҫине, тӑр; 22. Хамӑн мухтавлӑхӑм иртнӗ чухне Эпӗ сана чул ҫурӑкне тӑратӑп та Хам иртсе кайиччен сана аллӑмпа витсе тӑрӑп; 23. аллӑма илсессӗн, эсӗ Мана хыҫран курса юлӑн, Манӑн сӑнӑм [сана] курӑнмӗ, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7. халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.