Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупласа (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлӑхтармӑш юр куҫа хупласа пычӗ, пите пӗр шелсӗр йӗплерӗ, ҫил хӑйӗн кичемлентерекен хӑрушӑ кӗввине ӗнӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗтлӗ тӗттӗмлӗх пӗр шеллемесӗр хупласа пычӗ, часах таврана нимӗн курӑнми сӗмлӗх хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та хӗр аллипе тутине хупласа паллӑ пачӗ — ан шавла тенӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫ хупса иличчен ҫав ҫунатсем хӗвеле хупласа хурасла анкарти пек сарӑлса та кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Шывхуҫи чӗнсе илнипе ҫавӑнтах хӑлхана хупласа аслати кӗмсӗртетме, куҫа суккӑрлатса ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗвери шыв чашкӑрса, кӑпӑкланса ҫыранран тухать те ешӗл улӑха хупласа сарӑлать, Ешӗлпи тӑнӑ вырӑнах шавласа ҫитет те хӑйӗн хумӗпе пӗрле ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗреймен хӗре пӗвенелле илсе каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Анчах та кайӑкӗ, тӗл переймен каччӑран кулнӑн, ҫаплах пуҫне сулахай ҫунаттипе хупласа хӑрах ури ҫинче тӗлӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Пӗтӗм таврана шыв хупласа илнӗ-им?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ача Михха мучи пек ҫӑлран пулӑшу ыйтрӗ кӑна, шыв питӗ вӑйлӑ тапса тухрӗ те Ванюка йӑлтах хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Такам ҫӑл куҫне тем пысӑкӑш чул пӑрахса хупласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Лӑштӑр-р! хупласа хучӗ вӗсене тем пысӑкӑш турачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, персе те анаҫҫӗ пулӗ, анчах тулли уйӑх ҫути йӑлт хупласа хунӑ та ҫӑлтӑр ӳкни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ешерсе ӳсекен курӑксем хупласа илнӗ ҫарансем тӑрӑх лайӑх сукмак кукӑр-макӑр авкаланса каять.

Хорошая тропа извивалась по лугам, покрытым буйнорастущими травами.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен пӗрмаях уйсене хупласа илме хӑтланакан вӑрмансемпе кӗрешсе пурӑнмалла пулнӑ тата ейӳ кайнипе тырӑ уйӗсене пӗтерсе лартма пултаракан юханшывсемпе яланах кӗрешмелле пулнӑ.

Им все время приходилось вести борьбу с лесами, наступавшими на поля, и с реками, угрожавшими уничтожить посевы во время разливов.

Колхидӑри шурлӑхсем вырӑнне хитре садсем пулаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унтан тинӗс хӗрринчи вырӑна йӑлтах сип-симӗс курӑк тата хитре чечексем хупласа илеҫҫӗ.

Затем покрывается яркой зеленью и цветами все побережье.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑйӑр хӗвеле чатӑр пек хупласа илет.

Песчаной завесой задергивалось солнце.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Авалтанпах унта ҫӗре кашни ҫулах ҫеҫенхирти ҫӑра курӑксем хупласа пынӑ.

Веками земля из года в год покрывалась густыми степными травами.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрманне хӗлле ҫеҫ каснӑ пулсан та, каснӑ вырӑна сӗтеклӗ ҫӳллӗ курӑк хупласа илнӗ, йывӑҫ тункатисем тавра хӑмла ҫырли тӗмӗсем тапса тухнӑ.

Только зимой срубили здесь лес, а вырубка уже покрылась высокой сочной травой, вокруг пней разрослись кусты малины.

Хутӑш вӑрманта // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсене хура-симӗс тӗслӗ вӑрӑм чӑрӑшсем хупласа илеҫҫӗ.

Их заглушают высокие темные ели.

Хутӑш вӑрманта // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл ҫӗршыва ту хырҫисем каса-каса тухнӑ (физикӑлла карта ҫине пӑхӑр), ӑна вӑрмансем, шурлӑхсем хупласа илнӗ.

Эта местность перерезана горными хребтами (см. физическую карту), покрыта лесами и болотами.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех